Азов тинĕсĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.6.4) (робот хушрĕ: kbd:Хы МыутӀэ
п r2.7.1) (робот хушрĕ: mk:Азовско Море
48-мĕш йĕрке: 48-мĕш йĕрке:


[[Категори:Азов тинĕсĕ]]
[[Категори:Азов тинĕсĕ]]

[[kbd:Хы МыутӀэ]]


[[ab:Азов амшын]]
[[ab:Азов амшын]]
89-мĕш йĕрке: 91-мĕш йĕрке:
[[ja:アゾフ海]]
[[ja:アゾフ海]]
[[ka:აზოვის ზღვა]]
[[ka:აზოვის ზღვა]]
[[kbd:Хы МыутӀэ]]
[[ko:아조프 해]]
[[ko:아조프 해]]
[[ku:Deryaya Azov]]
[[ku:Deryaya Azov]]
96-мĕш йĕрке: 97-мĕш йĕрке:
[[lt:Azovo jūra]]
[[lt:Azovo jūra]]
[[lv:Azovas jūra]]
[[lv:Azovas jūra]]
[[mk:Азовско Море]]
[[mn:Азовын тэнгис]]
[[mn:Азовын тэнгис]]
[[mr:अझोवचा समुद्र]]
[[mr:अझोवचा समुद्र]]

16:03, 3 Ака уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Азов тинĕсĕ, НАСА спутникĕнчен тунă ӳкерчĕк.

Азов тинĕсĕ (укр. Азовське море, крым. Azaq deñizi) — Хура тинĕсĕн çурçĕр-тухăç енчи шыв лаптăкĕ, Керчь пырĕпе (авалхи вăхăтра — Босфор Киммери, анлашĕ 4,2 км) Хура тинĕспе çыхăнать. Ӗлĕк грексем ăна Меоти кӳлли (греч. Μαιῶτις), римсем Palus Maeotis, скифсем Каргалук, меотсем Темеринда (тинĕс амăшĕ тенĕ); кайран арабсем Нитшлах е Бараль-Азов, турккăсем Барьял-Ассак е Бахр-Ассак (Тĕксĕм-кăвак тинĕс; паянкунхи турккă чĕлхипе Azakdenizi), генуэзсемпе венециансем Mare delle Zabacche (Mare Таnе) тенĕ. Азов тинĕсе хăйĕн ятне Азов хуларан илнĕ.

Географи

Пырсемпе лимансем

  • Украина:
    • кăнтăр-анăçра: Казантип пырĕ, Арапат пырĕ;
    • анăçра: Сиваш пырĕ;
    • çурçĕр-анăçра: Утлюк лиманĕ, Сĕтлĕ лиман, Обиточный пырĕ, Бердян пырĕ;
  • Раççей:
    • çурçĕр-тухăçра: Таганрог пырĕ, Миус лиманĕ, Ейск лиманĕ;
    • тухăçра: Ясен пырĕ, Пейсук лиманĕ, Ахтар лиманĕ;
    • кăнтăр-тухăçра: Темрюк пырĕ.

Çивĕтсемпе сăмсисем

  • Украина:
    • кăнтăр-анăçра: Хрони сăмси, Çук сăмси, Чаганы сăмси, Казантип сăмси (Казантип пырĕ);
    • анăçра: коса Арапат Стрелка (Сиваш пырĕ);
    • çурçĕр-анăçра: Федотова коса тата коса Бирючий остров (Утлюк лиманĕ), коса Обиточная (Обиточный пырĕ), Бердян коса (Бердян пырĕ);
    • çурçĕр-тухăçра: Шурăсарай коса, Кукăр (Кривая) коса;
    • Керчь пырĕнче: коса Тузла.
  • Раççей:
    • çурçĕр-тухăçра: коса Беглицкая;
    • тухăçра: Чумбур сăмси, Глафировская коса, Долгая коса, Камышеватская коса, Ясенская коса (Бейсугский лиман), Ачуевская коса (Ахтарский лиман);
    • кăнтăр-тухăçра: Ачуев сăмси, Чул сăмси (Каменный (Темрюк пырĕ).
    • Керчь пырĕнче: коса Чушка.

Тинĕсе юхакан шывсем

  • Украина:
    • çурçĕр-анăçра: Малый Утлюк, Молочная, Корсак, Лозоватка, Обиточная, Берда, Кальмиус, Грузский Еланчик;
  • Раççей:
    • çурçĕр-тухăçра: Мокрый Еланчик, Миус, Самбек, Дон, Кагальник, Мокрая Чубурка, Ея;
    • кăнтăр-тухăçра: Протока, Кубань.

Истори

Азов тинĕсне тепчев ĕçĕсенче виçĕ пусăма палăртаççĕ:

  • 1. Авалхи (географи) — Геродот вăхăтĕнчен пуçласа XIX ĕмĕр пуçламăшне çитиччен.
  • 2. Геолого-географический: XIX ĕмĕр — XX ĕмĕрĕн 40 çулĕсем.
  • 3. Пур енлĕ (комплекслă) — XX ĕмĕрĕн варри — паянкуна çити.

Шыв тăварлăхĕ

Биологи ырлăхĕпе Азов тинĕсĕ тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Чи лайăх аталаннă тинĕс çимĕçĕ — фитопланктон тата бентос.

Тинĕспе çыхăннă хуçалăх

XIX ĕмĕр

Азов тинĕсĕ Раççейшĕн XIX ĕмĕрте питĕ кирлĕ пулнă, пĕр енчен, пулă пуянлăхне пула, тепĕр енчен — тинĕс урлă сутăç ĕçĕсене ӳстерес шутпа.