Медведев Дмитрий Анатольевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.2) (робот кăларса пăрахрĕ: ml:ദിമിത്രി മെദ്വെദേവ്‍
Manubot (Сӳтсе яв | хушни)
94-мĕш йĕрке: 94-мĕш йĕрке:
[[mhr:Медведев, Дмитрий Анатольевич]]
[[mhr:Медведев, Дмитрий Анатольевич]]
[[mk:Димитриј Медведев]]
[[mk:Димитриј Медведев]]
[[ml:ദിമിത്രി മെദ്വെദേവ്]]
[[mn:Дмитрий Медведев]]
[[mn:Дмитрий Медведев]]
[[mr:दिमित्री मेदवेदेव]]
[[mr:दिमित्री मेदवेदेव]]

09:49, 12 Утӑ уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Дмитрий Медведев

Дмитрий Анатольевич Медведев — Раççейĕн виççĕмĕш президенчĕ. 1965 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă.

Президента 2008 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра суйланă.

Кун-çулĕ

Ашшĕ — Анатолий Афанасьевич Медведев, Ленсовет ячĕллĕ Ленинградри технологи институчĕн профессорĕ, ăратнисем Курск кĕпернийĕнчен тухнă.

Амăшĕ — Юлия Вениаминовна. 1939 çулта çуралнă. Филолог, И.А. Герцен ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕрентнĕ. Ăратнисем Белгород облаçĕнчи Алексеевка ялĕнчен.

Дмитрий Анатольевич çемьере пĕртен-пĕр ача пулнă.

1987 çулта Ленинградри патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1990 çулта унтах аспирантурăна пĕтернĕ. Юридици наукисен кандитачĕ, доцент. Çамрăк вăхăтра хард-рок юррисене кăмăлланă. Студент чухне фотографипе кăсăкланнă, йывăр атлетика спортне кăмăлланă.

1989 çулта шкулта пĕрле вĕреннĕ Светлана Линник хĕре качча илнĕ. 1996 çулта ывăл çуралнă.

1990-1999 çулсенче С-Петербург патшалăх унивеситетĕнче преподаватель пулса ĕçленĕ. Студентсене вăрентнĕ вăхăтрах, 1990-1995 çулсенче, Ленинград хула канашĕнче председатель сĕневçи, Санкт-Петербург Мэрийĕн тулаш çыхăну комитечĕн эксперчĕ пулнă.

1990 çулта Раççей Федерацийĕн Правительство Аппарачĕн Ертӳçи çумĕ пулнă. 1999-2000 çулсенче — Раççей Федерацийĕн Президент Администацийĕн Ертӳçи çумĕ.

2000 çулхи çĕртмерен пуçласа «Газпром» УАОн директорсен канашĕн председателĕ. 2001 çулта «Газпром» УАОн директорĕсен канашĕн председатель çумĕ вырăнне йышăннă, 2002 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа «Газпром» УАОн директорсен канашĕн председатель ĕçне пурнăçланă.

2000 çултан пуçласа Раççей Федерацийĕн президент Администрацийĕн Ертӳçин пĕрремĕш çумĕ вырăнне йышăннă. 2003 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Президент Администацийĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

2005 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Правительство Председателĕн çумĕ, наци проекчĕсене ертсе пыракан.

2008 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра Дмитрий Медведева Раççей Федерацийĕн президентне суйланă.

Каçăсем