Ӳкĕм: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Manubot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: tr:İsmin hâlleri
п r2.6.4) (робот хушрĕ: kk:Септік
96-мĕш йĕрке: 96-мĕш йĕрке:
[[it:Caso (linguistica)]]
[[it:Caso (linguistica)]]
[[ja:格]]
[[ja:格]]
[[kk:Септік]]
[[la:Casus grammaticus]]
[[la:Casus grammaticus]]
[[lt:Linksnis]]
[[lt:Linksnis]]

09:44, 2 Ҫурла уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Падеж, — япала ячĕн, хăш-пĕр местоименисемпе хисеп ячĕсен сăмаха улăштаракан морфологи категорийĕ. Термина вырăс чĕлхинчен йышăннă. Унччен пĕр тапхăр «вĕçлев» терминпа усă курнă.

Чăваш чĕлхинче

Чăваш чĕлхинче пурĕ 8 падеж. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата падеж системине тăвакан аффикссем çакнашкал:

Падежсем Ыйтăвĕсем Аффиксем
Тĕп кам? мĕн?
Камăнлăх камăн? мĕнĕн? -ăн (-ĕн)
Пару кама? мĕне? -а (-е)
Вырăн камра? мĕнре? -та (-те), -ра (-ре), -че
Туху камран? мĕнрен? -тан (-тен), -ран (-рен), -чен
Пĕрлелĕх кампа? мĕнпе? -па (-пе), -пала (-пеле), -палан (-пелен)
Çуклăх камсăр? мĕнсĕр -сăр (-сĕр)
Пирке камшăн? мĕншĕн? -шăн (-шĕн)

Юлашки виçĕ падеж хальтерех пулса кайнă, ыттисем — авалах пулса кайнăскерсем, вĕсем кашни тĕрĕк чĕлхинчех пур.

Кашни падеж нумай пĕлтерĕшлĕ, вĕсем контекстра палăраççĕ. Пĕр пĕлтерĕшех темиçе падеж кăтартма пултарать. Тĕслĕхрен, вырăн пĕлтерĕшĕ пару (вăрмана), вырăн (вăрманта), туху (вăрмантан), пĕрлелĕх (вăрманпа) падежсен пур.

Япала ячĕсен падежĕ — чăваш чĕлхин морфологи тытăмĕнчи кăткăс категори. Япала ячĕ падеж тăрăх улшăннине вĕçленӳ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр вĕçленӳ çеç, мĕншĕн тесен кашни падежăн пĕр аффикс çеç. Кирек мĕнле сăмахран та падеж форми çав аффикс хушăннипе пулать. Сингармонизм законне пула аффикссем икĕ вариантлă (хытă тата çемçе).

Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне камăнлăхпа пару падежĕнче чăваш фонетикин тĕп законне (икĕ уçă сасă юнашар тăма юратманни) пула морфемăсен чиккинче фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:

  1. икĕ уçă сасса уйăрма н хупă сасă кĕрсе ларать (лаша + а > ла-шана, ĕне + е > ĕнене);
  2. пĕр уçă сасси тухса ӳкет (пахчаçă + ăн > пахчаçăн, пахчаçă + а > пахчаçа);
  3. пĕр уçă сасси тухса ӳкет, ун умĕнчи хупă сасă вăрăмланать (пулă + ăн > пуллăн, пулă + а > пулла);
  4. сăмах у (ӳ) сасăсемпе пĕтет пулсан, çав cасăсем ă (ĕ) сасăсемпе ылмашаççĕ, сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине в хупă сасă кĕрсе ларать (кĕрӳ + ĕн > кĕрĕвĕн, кĕрӳ + е > кĕрĕве);
  5. и сасăпа пĕтекен сăмахсенче уçă сасăсене уйăрма сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине й хупă сасă кĕрсе ларать (шăши + е > шăшйе, пăри + ĕн > пăрийĕн). Хальхи чĕлхере йĕ сыпăк тухса ӳкнипе шăшин, пăрин, тăрин тесе каласси çирĕпленнĕ.

Ытти чĕлхесенче

Вырăс чĕлхинче 6 падеж.

Каçăсем

Литература

  • Иванов А.И. К вопросу о падежах в чувашском языке в связи с изучением специфики его // Учен зап ЧНИИ. Вып. 8. Ч., 1953;
  • Андреев Н.А. Имя существительное // Материалы по грамматике чувашского языка. Ч., 1957;
  • Павлов И.П. Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен// Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965.