Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.1) (робот хушрĕ: fa:یامالو-ننتز
п r2.7.1) (робот улăштарчĕ: fa:یامالو-ننتس
194-мĕш йĕрке: 194-мĕш йĕрке:
[[es:Yamalia-Nenetsia]]
[[es:Yamalia-Nenetsia]]
[[et:Jamali Neenetsi autonoomne ringkond]]
[[et:Jamali Neenetsi autonoomne ringkond]]
[[fa:یامالو-ننتز]]
[[fa:یامالو-ننتس]]
[[fi:Jamalin Nenetsia]]
[[fi:Jamalin Nenetsia]]
[[fr:Iamalie]]
[[fr:Iamalie]]

16:00, 15 Нарӑс уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Шаблон:Раççей Федераци субъекчĕн хыпарĕсем

Яма́л-Не́нец автоно́ми тăрăхĕ (нен. Ямалы-Ненёцие автономной окрук) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ (Тĕмен облаçĕ шутĕнче), Урал Федераллă округĕнче.

Административлă тĕпĕСалехард хула.

Ненец автономи тăрăхĕпе, Коми Республикипе, Хантă-Манси автономи тăрăхĕпе, Красноярск Енĕпе чикĕ тытать.

1930 çулхи раштав, 10 йĕркеленĕ.

Тавралăхĕ

Тăрăх Анăç-Çĕпĕр тӳремĕн арктика йăрăмĕнче, Раççейĕн Инçет Çурçĕр варринче вырнаçнă, 769250 çм² лаптăк çĕр йышăнать, ку вара Франци территоринчен 1,5 хут пысăкрах.

Автономи тăрăхĕн материкри çурçĕр çĕрĕ çурçĕр ширтин 73° тĕлĕнче, Çурçĕр Поляр çавринчен 800 çм пулать. Тăрăхăн çурри ытла территорийĕ Поляр çавринче, пĕчĕк пайĕ Урал ту хысакĕн тухăç айăккинче вырнаçнă. Тăрăх территорине Ямал çурутравĕ кĕрет.

Климат

Климата нумайçуллă шăнлăх, сивĕ Кар тинĕсĕ çывăх пулни, кӳлмек, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх йышĕ чылай пулни палăртать. Пĕтĕмĕшле каласан, тăрăхра вăрăм хĕл (8 уйăха çити), кĕске çу, çил-тăвăлĕ хăватлă, юр витĕмĕ çӳхе. Сывлăшăн çулри вăтам температура шăнтнă, Инçет Çурçĕрте вăл −10° С таять. Хĕллехи чи сивĕ температура −59° С çити анать. Çулла, утăра, пĕтĕм территоринче +30° С таран ăшăнать. Часах магнит тăвăлĕсем, сопровождаемые полярным сиянием.

Тăрăх территорийĕ тĕппипе виçĕ климат йăрăмĕнче: арктика, субарктика тата Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр йăрăмĕ. Арктика пайĕн климачĕ тăсăлăвлă, сивĕ те хаяр хĕллĕ, вичкĕн çиллĕ, шарламаллă тата пĕрмайхи тăвăллă (чи сивĕ температура: -59° С), нӳрĕк сахал, кĕске çу (50 кун), тачă тĕтреллĕ.

Субарктика йăрăмĕ Ямал çурутравĕн кăнтăр пайне йышăнать. Кунта климат ытларах континентлă: çумăр çăвĕпе, 68 кун çăвать.Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр (тайга) йăрăмĕн климачĕ вичкĕн континентлă, вăтам температура кунта ăшăрах, çулла ăшă та нӳрĕк (100 куна таран).

Çутçăнталăк çĕр пичĕ

Ӳкерчĕк:Ямал.jpg

Тăрăх территори рельефĕ тӳрем, тундра тата вăрманлă тундра с множеством озер и болот, и горной части. Тăрăхăн анăçĕнчи ту массивĕ 200 çм тăсăлать, çӳллĕшĕпе 1,5 пин м çитет.

Регионăн шыв пурлăхĕ пуян та тĕрлĕ тĕслĕ. Кар тинĕсĕ хĕрринче, чылай кӳлмек тата тута, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх, çĕр айĕнчи шыв. Обь тути — Кар тинĕсĕн кӳлмекĕ, раççей Арктикин пысăк тинĕс кӳлмекĕсенчен пĕри, унăн тĕкĕр лаптăкĕ — 44 çм². Тарăх территоринче 300 пине яхăн кӳлĕ тата 48 пин юханшыв, чи пысăккисем —Обь вăрринче, çаплах Надым, Тас тата Пур. Обь, Раçсейри тăсăлăвлă юханшывсенчен пĕри, тăрăхра хăватлă икĕ юхăмпа юхать. Çĕрай шывĕсен артези пĕтĕм бассейнĕ 3 млн çм², çав шутра терма шыв янтти те.

Усăллă çĕр айĕнчи управсем

Регион Раççейре углеводород, уйрăмах çутçанталăк газĕпе, нефтьпе, малти вырăнсенче шутланать. Тăрăх территоринче çак çĕр управĕсем пур:

Тундрăн 50 миллион гектарĕнче 600 пине яхăн çурçĕр кил пăланĕ— тĕнчери чи йышлă кĕтӳ! — ӳсет. Çутçанталăк кунта тĕнчери сиг пуллин (муксун, горбуша, нельма) 70 процентне упраса усрать.

Кун-çулĕ

Ямал-Ненец автономи тăрăхне (малтан наци шайĕпе) Урал облаçĕнче 1930 çулхи раштав, 10 йĕркеленĕ. Каярах Обь-Иртыш тата Омск облаçĕсене, 1944 çулхи çурла, 14 тăрăха Тĕмен облаçне кĕртнĕ. 1977 çултанпа автономии стусĕллĕ, 1991 çулхи юпа, 18 Ямал-Ненец республикин суверенитет декларацине йышăннă, 1992 çултанпа, Федераци килĕшĕвне кĕрсен, РФ тулли праваллă субъект пулса тăрать.

Административлă пайланăвĕ

Халăхĕ

Пурăнакан халăх — 538575 çын (2008). Йышлăхĕ — 0,7 çын/км² (2008), хула çын пайĕ — 85,0% (2008).

1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи халăх çыравĕсемпе, халах йышĕ çапла пулнă:

Халăх 1959 1970 1979 1989 2002 (*)
Вырăссем 27 789 (44,58%) 37 518 (46,91%) 93 750 (59,02%) 292 808 (59,17%) 298 359 (58,9%)
Украинсем 1 921 (3,08%) 3 026 (3,78%) 15 721 (9,90%) 85 022 (17,18%) 66 080 (13,03%)
Ненецсем 13 977 (22,42%) 17 538 (21,93%) 17 404 (10,96%) 20 917 (4,23%) 26 435 (5,21%)
Тутарсем 3 952 (6,34%) 4 653 (5,82%) 8 556 (5,39%) 26 431 (5,34%) 27 734 (5,47%)
Белоруссем ... 808 (1,01%) 2 121 (1,34%) 12 609 (2,55%) 8 989 (1,77%)
Хантăсем 5 519 (8,85%) 6 513 (8,14%) 6 466 (4,07%) 7 247 (1,46%) 8 760 (1,76%)
Азербайджансем ... ... ... 3 418 (0,69%) 8 353 (1,6%)
Пушкăртсем ... ... ... 6 830 (1,38%) 7 932 (1,56%)
Хăй халăхне палăртман çын ... ... ... ... 7 331 (1,45%)
Коми 4 866 (7,81%) 5 445 (6,81%) 5 642 (3,55%) 5 746 (1,16%) 6 177 (1,22%)
Молдавансем ... ... ... 5 570 (1,13%) 5 400 (1,07 %)
Селькупсем 1 245 (2,00%) 1 710 (2,14%) 1 611 (1,01%) 1 530 (0,31%) 1 797 (0,35%)

Пурăну вырăнĕсем

5 пин ытла çынлă пурăну вырăнĕсем
2008 çулти кăрлач, 1 тĕлне
Çĕн Уренгой 118,4 Тарко-Сале 20,1
Ноябрьск 110,4 Пангоды 11,1
Надым 48,2 Уренгой 9,5
Салехард 41,6 Пурпе 9,1 (2003)
Муравленко 37,1 Харп 7,1
Лабытнанги 27,3 Тазовский 6,8
Губкинский 22,7

Каçăсем

Шаблон:Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕ Шаблон:Урал федераллă округĕ Шаблон:Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем