Вăрнар районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
п r2.6.5) (робот хушрĕ: tt:Вурнар районы |
||
65-мĕш йĕрке: | 65-мĕш йĕрке: | ||
[[fi:Vurnaryn piiri]] |
[[fi:Vurnaryn piiri]] |
||
[[ru:Вурнарский район]] |
[[ru:Вурнарский район]] |
||
[[tt:Вурнар районы]] |
|||
[[war:Vurnarsky (distrito)]] |
[[war:Vurnarsky (distrito)]] |
13:09, 16 Нарӑс уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Вăрнар районĕ, — Чăваш Ен варринче вырнаçнă районĕ, 1927 çулхи 5 авăн уйăхĕнче туса хунă.
Тавралăхĕ
Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Элĕк тата Красноармейски районĕсемпе, хĕвеланăç енче Çĕмĕрле районĕпе, хĕвелтухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Йĕпреç районĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла, хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç енне 35 çухрăмалла тăсăлнă. Район çĕрĕ-шывĕн лаптăкĕ — 1012,6 км2. Район администрацийĕ Вăрнар паççулкинче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче районта 44,2 пинĕ çын пурăннă, çав шутра 13,2 пинĕ çын — хулара (29,8 %) тата 31,0 пинĕ çын — ял çыннисем (70,2 %). Вăрнар районĕнче пĕр поселок, 101 ял. Ялта вăтамран 323 çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ - 44,3 çын/тăваткалçухрăм. 91 % пурăнаканĕ — чăвашсем.
Семен Элкер Вăрнар районне кĕрекен Çармăс ялĕсем çинчен çапла çырнă:
...Кушлавăшсем пуçланнă ĕмĕрте Çавалăн анат вĕçĕнче, паллах, сĕм вăрмансем пулнă, унта çармăссем те пурăннă. Этнографсем каланă тăрăх, чăвашсемпе хутшăнса кайнă çармăс йăхĕсем пурăна киле йăлтах чăвашланса çитнĕ. Çавлăн анат вĕçĕнче те, Кушлавăш тăрăхĕнче техаль çармăссем çук. Анчах та чăваш хушшинчи хăш-пĕр ялсемпе çырма-çатра ячĕсем паян кунчченех çармăс чĕлхине е çармăс халăхне аса илтереççĕ. (Кушлавăш уйĕпе унăн çывăхĕнчех Пăтавăш, Кăкавăш, Мăркавăш ятлă пĕчĕк юханшывсем, Уравăш, Явăш, Туçи-Çармăс, Хурăнсăр-Çармăс ятлă ялсем пур тата ытти те)...
Çутçанталăкĕ
Çутçанталăк кунта вăтам континентлă. Вăтам температура кăрлачра -12,9°С сивĕ, утăра — 18,3°С ăшă, чи шартлама сивĕ -44 °C, питĕ шăрăх- 39,7°С. Çулта çĕр çине 552 мм çумăр-юр ӳкет. Юханшывĕсем пысăках мар. Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Мăн Çавал 43 çухрăм тăршшĕ, кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче — Кĕçĕн Çавал 28 çухрăм тăршшĕ юхать.
Хуçалăх
Вăрнарти аш-пăш комбиначĕ ĕçлет. Чукун çул чарăнăвĕ, Пассажир авто-транспорт йĕркелĕвĕ пур.
Паллă çыннисем
- Абашев Владимир Никифорович, — литература тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Ашмаров Федор Иванович - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Иванов Алексей Иванович - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Илларионов Степан Илларионович - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Кипек Дмитрий Афанасьевич, - çыравçă.
- Коротков Сергей Ксенофонтович - Социаллă Ĕç Паттăрĕ.
- Мерчен Сергей Павлович, çыравçă, сăвăç.
- Михайлов Максим Дормидонтович, — опера юрăçи.
Çавăн пекех пăхăр
Асăрхавсем
Вуламалли
Краснов П.И. Край Вурнарский. — Вăрнар: 2002. — 93 с. — 2 000 экз.
Каçăсем
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |