Ашмарин Николай Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
ZéroBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.1) (робот хушрĕ: it:Nikoláj Ivánovič Ašmárin улăштарчĕ: kk:Николай Иванович Ашмарин
55-мĕш йĕрке: 55-мĕш йĕрке:


[[en:Nikolai Ivanovich Ashmarin]]
[[en:Nikolai Ivanovich Ashmarin]]
[[it:Nikoláj Ivánovič Ašmárin]]
[[kk:Ашмарин Николай Иванович]]
[[kk:Николай Иванович Ашмарин]]
[[ky:Ашмарин Николай]]
[[ky:Ашмарин Николай]]
[[nds:Nikolai Iwanowitsch Aschmarin]]
[[nds:Nikolai Iwanowitsch Aschmarin]]

17:36, 23 Нарӑс уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Ашмарин Николай Иванович

Ашмарин Николай Иванович, — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. СССР Ăслăлăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ (1929). 1870 çулхи юпа уйăхĕн 4 Етĕрне хулинче çуралнă. 1933 çулхи çурла уйăхĕн 26 Хусанта вилнĕ.

Пурнăçĕ

Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине (1894) тата Мускаври Лазаревсен институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти учительсен семинарийĕн наставникĕ (1899—1919), Çурçĕр хĕвел тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн преподавателĕ (1920—1923). 1923—1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвелтухăç факультечĕнче ĕçленĕ. 1925 çултанпа — тюркологи докторĕ. Николай Ашмарин Хусанти Хĕвел тухăç педагогика институчĕн проф-че ĕçленĕ. 1929 çулта ăна СССР Наукăсен академийĕн член-корреспондентне суйланă.

Ӗçĕсем

Николай Ашмарин чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, раща ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.

Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.

Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мимологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.

Паллăрах ĕçĕсем

  • «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902);
  • «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898);
  • «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (1 пайĕ. Хусан, 1903; II пайĕ. Хусан, 1923);
  • «Заметки по грамматике чувашского языка» (24 лекци. 1976).

Вĕсен тематики питĕ анлă:

Литература

  • Петров Н.П. Библиография печатных трудов Н.И.Ашмарина // Н.И.Ашмарин — оснопоположник чувашского языкознания. Ч., 1971;
  • Егоров В.Г. Н.И.Ашмарин как исследователь чувашского языка. Изд. 1-е. Ч., 1948; изд. 2-е. Ч., 1970;
  • Н.И. Ашмарин — основоположник чувашского языкознания. Сб. статей ЧНИИ. Ч., 1971;
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.

Каçăсем