Акăлчан чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.6.5) (робот улăштарчĕ: tpi:Tokples Inglis
п r2.7.1) (робот хушрĕ: vep:Anglijan kel'
28-мĕш йĕрке: 28-мĕш йĕрке:


{{Link GA|no}}
{{Link GA|no}}

[[lez:Инглис чӀал]]


[[ace:Bahsa Inggréh]]
[[ace:Bahsa Inggréh]]
148-мĕш йĕрке: 146-мĕш йĕрке:
[[lb:Englesch]]
[[lb:Englesch]]
[[lbe:Ингилис маз]]
[[lbe:Ингилис маз]]
[[lez:Инглис чӀал]]
[[li:Ingels]]
[[li:Ingels]]
[[lij:Lèngoa ingleise]]
[[lij:Lèngoa ingleise]]
246-мĕш йĕрке: 245-мĕш йĕрке:
[[uz:Ingliz tili]]
[[uz:Ingliz tili]]
[[vec:Łéngua inglexe]]
[[vec:Łéngua inglexe]]
[[vep:Anglijan kel']]
[[vi:Tiếng Anh]]
[[vi:Tiếng Anh]]
[[vo:Linglänapük]]
[[vo:Linglänapük]]

02:07, 18 Ҫу уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Патшалăхсем:
Классификаци
Категори: ???
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3:
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Акăлчан чĕлхи Аслă Британире, АПШра, Нацисен Содружествине кĕрекен çĕр-шывсенче тата ытти Британсен малтанхи колонийĕсенче ытти чĕлхесенчен тăтăшрах усă куракан е патшалăх чĕлхи пулакан Хĕвеланăç Герман чĕлхи. Акăлчан чĕлхи халĕ тĕнчери чи калаçакан тăван чĕлхесенчен тăваттăмĕшĕ (Китай, Испан, Хинди хыççăн) - 380 миллиона яхăн çыншăн тăван. Акăлчан чĕлхи Герман чĕлхисенчен чи анлă сарăлни. АЧ тĕнчен нумай кĕтесĕнче (Британ Империйĕ 18, 19, 20-мĕш ĕмĕрсенче çар, экономика, ăслăлăх, политика, культура енчен ытти çĕршывсене сарăлнине кура) Лингва франка статуспа çӳрет. Акăлчанла калаçакан халăхсем кино, сывлăш çӳлĕсем, телерадиовещани, ăслăлăх, Интернетпа пĕтĕм Çĕр чăмăрне витернине кура, халĕ Акăлчан чĕлхи тĕнчери чи вĕренекен ют (иккĕмĕш) чĕлхе. Пĕтĕм тĕнчипех вĕренӳ учрежденийĕсенче нумай вĕренекенсене сахалран кăшт акăлчанла вĕренме ыйтаççĕ, тĕрлĕ сферă, тĕрлĕ ĕç акăлчанла пĕлмесĕр пулмасть.

Историйĕ

Акăлчан чĕлхи Кивĕ Саксон чĕлхипе Британие Европан çурçĕр хĕвелтухăçри Герман йăхĕсем илсе килнĕ диалектсенчен пулса кайнă. Малалла акăлчансен çĕрне ют халăхсем икĕ хут çĕнсе йышăнни ĕлĕкхи акăлчан чĕхине витĕм кӳнĕ. Пĕрремĕш хутĕнче 8-9-мĕш ĕмĕрсенче Герман чĕлхисен Скандинавла чĕлхепе калаçакансем Британин хăшпĕр пайĕсене колониленĕ. Иккĕмĕш хутĕнче 11-мĕш ĕмĕрте Француз чĕлхилле калаçакан Нормансем килнĕ.

"Агло-Сакс хроники" (Anglo-Saxon Chronicle) тăрăх 449-мĕш çулта Британи Утравĕсен патши Ворттикерн (Vortigern) англсене пиктсене хирĕç кĕрешме чĕннĕ. Уншăн Англсене кăнтăр хĕвеланăçра çĕр пама сăмах панă. Нумай пулăшу кирлине кура, кайрахпа Саксонсем, Англсем, Ютсем килнĕ. "Хроника" куçакан йăхсем йышлăн пулса килсе юлашкинчен çичĕ патшалăх йĕркелесе яни çинчен пĕлтерет. Хальхи ăсчахсем çак калавăн ытларахăшĕ çынсене политика енĕпе хавхалантаркан халап пулнă тесе шутлаççĕ.

Çак Герман колонизаторĕсем çав çĕрте унччен пурăнакан Кельтла калаçакансене доминацилесе витернĕ. Кельтла чĕлхе Шотландире, Уэльсра, Корнуоллра, Ирландире сыхланса юлнă. Çĕре йышăнса ларакансен тĕрлĕ диалекчĕсем (ĕлĕкхи акăлчан чĕлхи) хальхи çурçĕр хĕвеланăç Германипе Голланди чĕлхисем евĕрлĕ пулнă. Каярахпа ĕлĕкхи акăлчан чĕлхине çурçĕр хĕвелтухăçра ял-хула çавăрнă Викингсем калаçнă Çурçĕр Герман чĕлхи (ĕлĕкхи Норсе) вăйлă витĕм кӳнĕ.

1066-хи нормансен çĕнтерĕвĕ хыççăн 300 çула яхăн Норман патшисемпе улпутсем Француз чĕлхи тĕслĕ чĕлхепе калаçнă. Норман сăмахĕсем ĕлĕкхи акăлчан чĕлхине йышлăн кĕнĕ. Çапла вара Норман витĕмĕ чĕлхе эволюцине виç ĕмĕр хушши васкатнипе вăтам акăлчан чĕлхи пулса кайнă (Middle English).

15-мĕш ĕмĕрте уçă сасăсен аслă куçăвĕ(Great Vowel Shift) вăтам акăлчан чĕлхин сăн-сăпатне, янравне чылай улăштарнă. Малалла вара Лондонра аталанса кайнă акăлчан диалекчĕ правительствăра, администрацире вăй илсе пичетре те стандартланма тытăннă. Вара Уильям Шекспир(William Shakespeare) вăхăтнелле хальхи акăлчан чĕлхине анлăн усă курни палăрать.

Шаблон:Link GA ak:English