Киттайăн аслă хӳми: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
JackieBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.2) (робот хушрĕ: ast:Gran Muralla China
п r2.7.1) (робот хушрĕ: mzn:دیوار چین
118-мĕш йĕрке: 118-мĕш йĕрке:
[[ms:Tembok Besar China]]
[[ms:Tembok Besar China]]
[[my:တရုတ်ပြည်မှ မဟာရံတံတိုင်းကြီး]]
[[my:တရုတ်ပြည်မှ မဟာရံတံတိုင်းကြီး]]
[[mzn:دیوار چین]]
[[nds-nl:Sinese muur]]
[[nds-nl:Sinese muur]]
[[ne:चीनको विशाल पर्खाल]]
[[ne:चीनको विशाल पर्खाल]]

15:13, 18 Ҫу уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Асла Китай хӳтлĕхĕ (кит. йăл. 长城, çăмăл. 長城, пиньинь Chángchéng, тӳррĕн «Варăм хӳтлĕх» е кит. йăл. 萬里長城, çăмăл. 万里长城, пиньинь Wànlǐ Chángchéng, тӳррĕн «10 000 ли вăрăм хӳтлĕх») — пысăк архитектура палăкĕ. Çурçĕр Китай çĕрĕпе 8851,8 çм[1] тăршшĕ тăрать, Бадалин татăкĕнче Пекинран çывăх.

Кун-çулĕ

Пĕрремĕш хӳтлĕхне пирĕн эрăччен IIIĕмĕрте Цинь Шихуанди тапхăрĕнче (Цинь ăрăвĕ), Вăрçакан патшалăхсем (пирĕн эрăччен 475—221 çç) патшалăха хунну халăхĕ тапăнасран сыхланма тума тытăннă. Ӗçе çĕршыври халăхăн пиллĕкĕмĕш пайĕ хутшăннă, тепĕр сăмахсемпе, миллиона яхăн çын. Хӳтлĕх тăсăлăвĕ 8 пин те 851 çухрăм та 800 метр.[1]

Хӳтлĕх китайсен хăйсен çĕрĕсен чи çурçĕр йĕрне палăртнă, унăн «Вăта империн» çыннисене юркăн пурнăç йăлине тухасран, варварсемпе хутшăнса каясран сыхлалла пулнă. Хӳтлĕх китай тĕнчин чиккине кăтартса халĕ çеç пăхăнтарнă патшалăхсенчен йĕркеленнĕ пĕрлĕ империне чăмăртанма хистекенĕ пулнă.

Хань ăрăвĕ ертсе пынă тапхăрта (206 г. до н. э. — 220 н. э.) Хӳтлĕхе анăçалла Дуньхуана çити сарнă. Çаплах сутă-илӳ караванĕсене юркăн çынсенчен хӳтĕлеме пушхирĕн шалти çĕрĕсенче сыхлав турулĕсен йĕрне тунă. Паянкуна упранса çитнĕ Аслă Хӳтлĕхĕн татăкĕсене ытларах, Мин ăрăвĕ (1368—1644) тапхăрĕнче тунă. Çак тапхăрта çурт-йĕр тӳмалли материалсем кирпĕчпе çурта çирĕплетекен чул муклашкисем пулнă. Мин тăрăмĕ чухне Хӳтлĕх тухăçран анăçалла Сарă тинĕсĕн Бохай кӳлмекĕн çыранĕнчи Шаньхайгуань хуралĕнчен пуçласа хальхи Ганьсупа Синьцзян-Уйгур автономии районĕ провинцисен чиккинчи Юймэньгуань хуралне çитиччен сыхланă.

Хань ăрăвĕ ертсе пынă тапхăрта (206 г. до н. э. — 220 н. э.) Хӳтлĕхе анăçалла Дуньхуана çити сарнă. Çаплах сутă-илӳ караванĕсене юркăн çынсенчен хӳтĕлеме пушхирĕн шалти çĕрĕсенче сыхлав турулĕсен йĕрне тунă. Паянкуна упранса çитнĕ Аслă Хӳтлĕхĕн татăкĕсене ытларах, Мин ăрăвĕ (1368—1644) тапхăрĕнче тунă.

Хӳтлĕхе çĕмĕрни тата юсани

Аслă китай хӳтлĕхĕн 1907 çулхи фотоӳкерчĕкĕ.

Манчжур Цин ăрăвĕ (1644—1911), Хӳтлĕхе У Саньгуйăн сутăнчăк ĕçĕпе çĕмĕрсе кĕнĕскер, Хӳтлĕхе вырăна хуман. Цин хуçаланнă виçĕ ĕмĕр хушшинче Аслă хӳтлĕх пĕтĕмпех тенĕ пекех ишĕлнĕ. ПекинаБадалин патĕнчи кĕске татăкне кăна пахалăхра тытса тăнă — вăл «тĕп хула хапхи» шайĕнче шутланнă. 1899 çулта американ хаçачĕсем хӳтлĕхе пачах çĕрпе танлаштараççĕ, унăн вырăнĕнче шоссе çулĕ тăваççĕ тенĕ итлеве сарнă.

1984 çулта Дэн Сяопин хистевĕпе китай тата ютçĕрсенчи компанисен, çаплах пайăр çынсен, укçа-тенкипе Аслă Китай Хӳтлĕхне реставрацилес ĕç тапранать.

Çĕршывăн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă Шаньси облаçĕнчи Мингин регионĕн 60-çухрăм тăршшĕллĕ хӳтлĕх татăкĕ хаяр эрози çиме пуçланă тесе çырнăччĕ. Сăлтавĕ — 1950-мĕш çулсенчи Китайра ялхуçалăх интенсивлă меслечĕсене ĕçе кĕртни çĕр айĕнчи чылай юханшывсене типĕтнĕ, çакна пула çак регион ази хăйăр çил-тăвăлĕсен тĕпĕ пулса каять. Хӳтлĕхĕн 40 ытла çм ишĕлсе пĕтнĕ, 10 çм çех хăйĕн вырăнĕнче тăрать, анчах та хӳтлĕх çӳллĕшĕ хăшпĕр çĕрте пиллĕк метртан иккĕне çити усăннă[2].

Кăсăк хыпарсем

  • Çулсерен «Аслă Хӳтлĕх» çăмăл атлетика марафонĕ иртет (The Great Wall Marathon), дистанцин пĕр пайне спортсменсем Хӳтлĕх виркĕсĕпе чупаççĕ.
  • Аслă Китай хӳтлĕхне космос карапĕнчен ахаль куçпа курма пулмасть. [3].

Галерея

Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:КитайТексчĕ

Шаблон:Тĕнче кăнарĕ


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Шаблон:Китайри тĕнче кăнарĕ

Шаблон:Link FA