Емельянов Анатолий Викторович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ikur21 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ikur21 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
26-мĕш йĕрке: 26-мĕш йĕрке:
[[Категори:Чăваш халăх çыравçисем]]
[[Категори:Чăваш халăх çыравçисем]]
[[Категори:Вăрнар районта çуралнисем]]
[[Категори:Вăрнар районта çуралнисем]]

[[ru:Емельянов, Анатолий Викторович]]

16:05, 20 Ҫу уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Емельянов Анатолий Викторович, — прозаик, публицист. 1932 çулхи кăрлачăн 10 Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă.

Чăваш халăх çыравçи (1990). 1966 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать.

Халăхсен туслăхĕн тата Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçле пулнă.

Пурнăçĕ

Вăрнар зооветтехникумĕнче, Ленинградра партин аслă шкулĕнче, Мускаври литературăн аслă курсĕнче (журналистики факултечĕ) пĕлӳ пухнă. Çарта пулнă. Партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1965-1972), Чăваш АССРĕн культура министрĕ (1972-1973), Чăваш АССРĕн çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлениĕн председателĕ (1978-1986) пулнă.

Ӗçĕсем

Малтанхи сăвви 1949 çулта район хаçатĕнче пичетленнĕ. «Кăмăл» ятлă калавĕ 1957 çулта «Çамрăк коммунист» хаçатăн виççĕмĕш номерĕнче кун курнă.

Калавсем, хайлавсем, романсем çырать: "Канăçсăр çуркунне" (1960),"Кăвайт çутисем" (1960),"Çавал сарăлсан" (1966),"Катăлнă уйăх" (1968),"Чапшăн пурăнмастпăр" (1971),"Шăнкăрав курăкĕ" (1975),"Хура кăрăç" (1981),"Кĕмĕл çил" (1985). «Шăнкăрав курăкĕ» повеçшĕн Çеçпĕл (1975), «Ят» тата «Ватă ăшши» кĕнекесемшĕн Иванов (1990) премине тивĕçнĕ. Пурĕ 30 ытла кĕнеке тухнă. Çурри вырăсла тухнă: "Кузьма Овражный" (1978),"Герасим-золотоискатель" (1986),"Перевёртыш" (1996),"Год-тринадцать месяцев". Çыравçă кун-çулпа тан пыма тăрăшать. Публицистика статьисем çырать. Нумай пулмасть «Юлашки çыран» роман çырнă.

Вулакансем çак кĕнекесене вулама юратаççĕ:

  • «Çавал сарăлсан» (1966);
  • «Хура кăрăç» (1981);
  • «Кĕмĕл çил» (1985);
  • тата ыттисем.

Каçăсем