2012 çуллахи Олимп вăййисем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
MerlIwBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: yi:זומער אלימפיאדע 2012
п r2.7.2) (робот улăштарчĕ: nah:Olimpiayōtl Nemīmīnaliztli Londres 2012
126-мĕш йĕрке: 126-мĕш йĕрке:
[[ms:Sukan Olimpik Musim Panas 2012]]
[[ms:Sukan Olimpik Musim Panas 2012]]
[[my:လန်ဒန် အိုလံပစ် ၂၀၁၂]]
[[my:လန်ဒန် အိုလံပစ် ၂၀၁၂]]
[[nah:Londin 2012]]
[[nah:Olimpiayōtl Nemīmīnaliztli Londres 2012]]
[[ne:2012 ग्रीष्मकालीन ओलंपिक]]
[[ne:2012 ग्रीष्मकालीन ओलंपिक]]
[[nl:Olympische Zomerspelen 2012]]
[[nl:Olympische Zomerspelen 2012]]

21:49, 30 Утӑ уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

XXX-мĕш Çуллахи Олимп вăййисем Лондонра иртеççĕ. Вăйăсем утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланса çурлан 12-мĕшĕччен пыраççĕ. Олимп вăййисене Лондон виççĕмĕш хутчен йышăнать. Хулара 1908 тата 1948 çулсенче Çуллахи Олимп вăййисем иртернĕ.

Суйлав

2005 çулта çивĕч ăмăртура Лондон хули çĕнтернĕ. Тăххăр хула хушшинче (Гавана, Лейпциг, Лондон, Мадрид, Мускав, Париж, Рио-де-Жанейро, Стамбул, Çĕнĕ Йорк) Лондон нумайрах баллсем илнĕ.

Палли

Венлок тата Мандевилль талисмансем

Тăваттă нумайкĕтеслĕ цифрăсем 2,0,1 тата 2 вăййă иртернĕ çула палăртаççĕ. Çӳлте вырнаçтарнă цифрасенче "London" тата пиллĕк Олимп ункисене ӳкернĕ. Палли тăваттă тĕслĕ пулать: кăвак, симĕс, сарă тата хĕрле-сарă. Официаллă Лондон олимп вăййисен паллине Wolff Olins дизайн-студи шутласа тунă (ку студи "Билайн" валли бренда та 2005 çулта хатĕрленĕ). Ăна Аслă Британин олимп комитечĕ 400 пин фунт стерлингĕ (2 миллион яхăн раççей тенки) тӳлесе илнĕ.

Талисмансем

XXX-мĕш Çуллахи олимп вăййисен талисмансем - Венлок тата Мандевилль. Венлок тата Мандевилль-шутласа кăларнă чĕрчунсем,"Олимп стадион туса илнĕ хыçăн юлнă хурçă тумлăмсем".

Олимп çурт-йĕрĕсем

Лондонри Олимп стадионĕ
Уэмбли стадионĕ

Олимп çурчĕсене виççĕ вырăнта вырнаçтарнă:

  • Тĕп пайĕ: Уэмбли стадион, Уимблдон стадионĕ, Гайд парк, Аллея Мол, Çурçĕр Гринвич аллейи, Хэмпден Корт Керменĕ;
  • Олимп пайĕ: Ривербэнк, Пăрăх Бокс, велодром, велопарк, Поло арена;
  • Лондон тулашĕ: Миллениум стадионĕ, Олд Траффорд стадионĕ, Бокс Хилл.

Хутшăнакан патшалăхсем

XXX-мĕш Олимп вăййисенче 204 патшалăхран 10 500 спортсменсем хутшăнма килнĕ. Чи йышли - акăлчан, американ тата раççей спортсменсем.

Сомали, Тухăçри Тимор, Науру, Мавритани, Бутан тата Доминика патшалăхĕнчен икшер спортсмен кăна килнĕ.

патшалăх спортсмен шучĕ медальсем ылтăн кĕмĕл бронза вырăн
Аслă Британи 542 1 0 1 0 XV
АПШ 530 7 2 3 2 II
Раççей 436 2 1 0 1 VII
Германи 392 0 0 0 0 -
Китай 386 9 6 1 2 I
Франци 333 1 0 1 0 XI
Итали 289 5 2 2 1 III
Австрали 414 1 1 0 0 IX
Япони 305 3 0 2 1 X
Испани 293 0 0 0 0 -

Раççей çĕнтерӳçĕсем

спорт тĕсĕ медаль тĕсĕ çĕнтерӳçă çуралнă кун çуралнă вырăн
Дзюдо Ылтăн Галстян Арсен 19.02.1989 Эрмени
Велогонки Бронза Забелинская Ольга 10.05.1980 Ленинград облаçĕ
Фехтовани Бронза Ковалёв Николай 28.10.1986 Ăренпур облаçĕ

Каçăсем