Чăрăш: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Civmih2 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Civmih2 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Kuusk Keila-Paldiski rdt ääres.jpg|thumb|''Picea abies'']]
[[Ӳкерчĕк:Kuusk Keila-Paldiski rdt ääres.jpg|thumb|''Picea abies'']]
'''Чăрăш''' ({{lang-la|pix}} — сăмала<ref>Weber, William A. Colorado Flora: Western Slope. Niwot, Colorado: University Press. 1987.</ref>, е {{lang-la|picis}} - сăмалаллă, сухăрлă йывăç<ref>Taylor, Ronald J. Sections on Picea and Tsuga. Flora of North America Editorial Committee (eds.): Flora of North America North of Mexico, Vol. 2. Oxford University Press. 1993</ref>) — йывăç евĕр ӳсен-тăран, хыр йывăçĕсен çемйине кĕрет. Çут çанталăкра 35 яхăн тĕс тĕл пулаççĕ. Чăрăшăн çулçи çулталăкĕпех симĕс тĕслĕ, илемлĕ, 30 м çӳллĕше çити ӳсет.
'''Чăрăш''' ({{lang-la|pix}} — сăмала<ref>Weber, William A. Colorado Flora: Western Slope. Niwot, Colorado: University Press. 1987.</ref>, е {{lang-la|picis}} - сăмалаллă, сухăрлă йывăç<ref>Taylor, Ronald J. Sections on Picea and Tsuga. Flora of North America Editorial Committee (eds.): Flora of North America North of Mexico, Vol. 2. Oxford University Press. 1993</ref>) — йывăç евĕр ӳсен-тăран, хыр йывăçĕсен çемйине кĕрет. Çут çанталăкра 35 яхăн тĕс тĕл пулаççĕ. Чăрăшăн çулçи çулталăкĕпех симĕс тĕслĕ, илемлĕ, вулли 30 м çити ӳсет.





18:30, 3 Ҫурла уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Picea abies

Чăрăш (лат. pix — сăмала[1], е лат. picis - сăмалаллă, сухăрлă йывăç[2]) — йывăç евĕр ӳсен-тăран, хыр йывăçĕсен çемйине кĕрет. Çут çанталăкра 35 яхăн тĕс тĕл пулаççĕ. Чăрăшăн çулçи çулталăкĕпех симĕс тĕслĕ, илемлĕ, вулли 30 м çити ӳсет.


Пĕрлехи хыпарсем

Йывăç тымарĕн системи малтахи 10-15 çул хушши туна евĕрлĕ, каярахпа тăпра çийĕнчи тĕп тымарĕ типет. Çавăнпа йывăç вăйлă çил вĕрсен авăнма, хăш чух хуçăлама та пултарать.

Крона конус е пирамида евĕр.

Турачĕсем аяккала сарăлнă е аялла пĕкĕннĕ. Малтанхи 3-4 çул хушши йывăç турачĕсем аякалла сарăлмаççĕ.

Хуппи сăрă тĕслĕ, çинçе сийпе вистенсе пырать.

Вăрă тăкма 10 — 60 çулхи (çак вырăнти çутçанталăк пахийĕнчен килет) чăрăш пултарать.

Вăтамран 250-300 çул (хăш чух 600 çула çити те) ӳсет.

Чăрăшлă çеç ÿсекен вăрмана чăрăшлăх теççĕ, унти йывăçсем йăва çитĕнеççĕ. Чăрăшлăхра çÿреме йывăр, тĕттĕм.Чăрăшлăхăн аял сийĕнче нимĕн те ӳсмест.

Тĕсĕсем

Хура чăрăш (Picea mariana)

Кавказра кавказ чăрăшĕ (Picea orientalis) саралнă, унăн çулçисем (йĕпписем)çемçерех, турачĕсем мамăклă.

Раççей çеçенхирĕсенче хăш чух шурă чăрăша (Picea glauca) та çитĕнтереççĕ.

Инçет Хĕвелтухăçра саян чăрăшĕ (Picea jezoensis) анлă саралнă.

Чăрăшăн урăх тĕсĕсем Китайра, Çĕпĕрте, Америкăра тĕл пулаççĕ.

Йывăçпа усă курни

Чăрăш вулли çемçе те çăмăл, анчах патрак, çавăнпа та чăвашсем ку йывăçа хисеплесех каймаççĕ. Сайра-хутра çурт тунă çĕртре (хăма, пăрăс), вак ĕçсенче, йывăç çăра ăсталама усă кураççĕ.

Чăрăш вуллинчен ăсталанă кĕвĕ инструменчĕсем сасси аван, мĕншĕн тесен йывăçлăхĕ пĕр пек тачăллă (çакăн пек йывăçа резонанс йывăçĕ теççĕ). Итали ăстисем, çав шутра Амати, Страдивари, сĕрме купăсĕсене чăрăшран хатĕрленĕ.

Вуламалли

  • Флора СССР. т.1, М. — Л., 1934.
  • Деревья и кустарники СССР, т. 1, М. — Л., 1949.
  • Губанов И. А., Киселёва К. В., Новиков В. С., Тихомиров В. Н. Иллюстрированный определитель растений Средней России. Т. 1. М: Т-во научных изданий КМК, Ин-т технологических исследований. 2002. ISBN 8-87317-091-6

Асăрхавсем

  1. ^ Weber, William A. Colorado Flora: Western Slope. Niwot, Colorado: University Press. 1987.
  2. ^ Taylor, Ronald J. Sections on Picea and Tsuga. Flora of North America Editorial Committee (eds.): Flora of North America North of Mexico, Vol. 2. Oxford University Press. 1993

Каçăсем

Çавăн пекех пăхăр

Шаблон:Link GA