Хайпăç районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
ZéroBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.1) (робот хушрĕ: pl:Rejon kajbycki
RedBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.2) (робот хушрĕ: it:Kajbitskij rajon (Tatarstan)
54-мĕш йĕрке: 54-мĕш йĕрке:
[[et:Kaibitsõ rajoon]]
[[et:Kaibitsõ rajoon]]
[[fi:Kajbitskin piiri]]
[[fi:Kajbitskin piiri]]
[[it:Kajbitskij rajon (Tatarstan)]]
[[pl:Rejon kajbycki]]
[[pl:Rejon kajbycki]]
[[pt:Kaybitsky (distrito)]]
[[pt:Kaybitsky (distrito)]]

19:24, 15 Ҫурла уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Кайпăç муниципаллă район(тут. Кайбыч муниципаль районы, Qaybıç munitsipal' rayonı) Тутарстан Республикин анăç енче вырнаçнă.

Район центрĕ — Мăн Кайпăç чиркӳ ялĕ.

Тавралăхĕ

Район Чăваш Республикипе, Апас, Тури Услон тата Ешĕл улăх муниципаллă районсемпе чикĕ тытать. Район территоринче Кубня, Сĕвепе Берля шывсем юхаççĕ. Районăн тухăç енче — Сĕве (чарăну)|СĕвеЧĕмпĕр чукун çул (Куланга чарăну) пырать.

Района 1991 çулта, Апастов районĕнчен уйăрса йĕркеленĕ. Район территорин лаптăкĕ — 995,4 км².

Кун-çулĕ

1920 çулчен район çĕрĕсем Сĕве тата Теччĕ уесĕсене кĕнĕ пулнă, 1920-1927 çулсенче Сĕве кантонне кĕртнĕ. 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Ульяново районне (центрĕ — Ульянково ч. ялĕ) кĕртнĕ, 1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче район тĕпне Пысăк Кайпаçине куçарнă та район ячĕ Кайпаçи районĕ пулса танă. 1956 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче Подберезинский района пĕтернипе унăн территорине Кайпăç районĕ çумне хушнă. 1963 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче Кайпăç районне пăрахăçланă, унăн çĕрĕсене Пăва районне панă. 1991 çулхи акан 19-мĕшĕнче Кайпăç районне каллех туса хунă[1].

Пурăнан халăх

Районта 17 ял тăрăхĕ, 56 пурăнан вырăн. Халăх йышĕ — 14 866 çын (2010).

Наци йышĕ: тутарсем 67,7% , вырăссем 26,2% , чăвашсем 5,3%.

Экономика

Ӳкерчĕк:Entry to the area of Kaybitsky Verkhneuslonsky-3.jpg
Района кĕнĕ çĕрте

Районти промăçлăх:

  • GQ «Кайпăç вăрхуçĕ»;
  • УАО «Кайпăç пулхуçĕ»;
  • УАО «Кайпăçагрохимсервис»;
  • Кайпăç райповĕ;
  • Куланга сĕт-çу савучĕ (УАО «Вамин Татарстан» филиалĕ);
  • УАО «Куланга çăкăр предприятие».


Пысăк ял хуçалăх йĕркелĕвĕсем:

Районра «Кайбыч Таңнары» хаçат тутарла тата вырăсла («Кайбицкие зори») тухать.

Транспорт

Районăн тухăç пайĕнче «СĕвеЧĕмпĕр» чукун çулпа (Куланга чарăну) Р-241 автоçул пур.

Асăрхавсем

Каçăсем