Ашмарин Николай Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
ZéroBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.1) (робот хушрĕ: es:Nikolai Ivanovich Ashmarin
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Ashmarin n i.jpg|thumb|Ашмарин Николай Иванович]]'''Ашмарин Николай Иванович''', — паллă [[тюрколог]], [[чăваш чĕлхи]] пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. СССР Ăслăлăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ ([[1929]]). [[1870]] çулхи [[юпа, 4|юпа уйăхĕн 4]] [[Етĕрне]] хулинче çуралнă. [[1933]] çулхи [[çурла, 26|çурла уйăхĕн 26]] [[Хусан]]та вилнĕ.
[[Ӳкерчĕк:Ashmarin n i.jpg|thumb|Ашмарин Николай Иванович]]'''Ашмарин Николай Иванович''', — паллă [[тюрколог]], [[чăваш чĕлхи]] пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. СССР Ăслăлăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ ([[1929]]). [[1870]] çулхи [[юпа, 4|юпа уйăхĕн 4]-мĕшĕнче] [[Етĕрне]] хулинче çуралнă.Ачалăхĕ Кăрмăшра иртнĕ. [[1933]] çулхи [[çурла, 26|çурла уйăхĕн 26]-мĕшĕнче] [[Хусан]]та вилнĕ.


==Пурнăçĕ==
==Пурнăçĕ==

01:27, 15 Юпа уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Ашмарин Николай Иванович

Ашмарин Николай Иванович, — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. СССР Ăслăлăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ (1929). 1870 çулхи [[юпа, 4|юпа уйăхĕн 4]-мĕшĕнче] Етĕрне хулинче çуралнă.Ачалăхĕ Кăрмăшра иртнĕ. 1933 çулхи [[çурла, 26|çурла уйăхĕн 26]-мĕшĕнче] Хусанта вилнĕ.

Пурнăçĕ

Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине (1894) тата Мускаври Лазаревсен институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти учительсен семинарийĕн наставникĕ (1899—1919), Çурçĕр хĕвел тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн преподавателĕ (1920—1923). 1923—1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвелтухăç факультечĕнче ĕçленĕ. 1925 çултанпа — тюркологи докторĕ. Николай Ашмарин Хусанти Хĕвел тухăç педагогика институчĕн проф-че ĕçленĕ. 1929 çулта ăна СССР Наукăсен академийĕн член-корреспондентне суйланă.

Ӗçĕсем

Николай Ашмарин чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, раща ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.

Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.

Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мимологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.

Паллăрах ĕçĕсем

  • «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902);
  • «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898);
  • «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (1 пайĕ. Хусан, 1903; II пайĕ. Хусан, 1923);
  • «Заметки по грамматике чувашского языка» (24 лекци. 1976).

Вĕсен тематики питĕ анлă:

Литература

  • Петров Н.П. Библиография печатных трудов Н.И.Ашмарина // Н.И.Ашмарин — оснопоположник чувашского языкознания. Ч., 1971;
  • Егоров В.Г. Н.И.Ашмарин как исследователь чувашского языка. Изд. 1-е. Ч., 1948; изд. 2-е. Ч., 1970;
  • Н.И. Ашмарин — основоположник чувашского языкознания. Сб. статей ЧНИИ. Ч., 1971;
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.

Каçăсем