Пифагор: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
п r2.7.3) (робот кăларса пăрахрĕ: diq:Pythagoras |
п r2.7.1) (робот хушрĕ: ckb:پیتاگۆرس |
||
51-мĕш йĕрке: | 51-мĕш йĕрке: | ||
[[bs:Pitagora]] |
[[bs:Pitagora]] |
||
[[ca:Pitàgores]] |
[[ca:Pitàgores]] |
||
[[ckb:پیتاگۆرس]] |
|||
[[cs:Pythagoras]] |
[[cs:Pythagoras]] |
||
[[cy:Pythagoras]] |
[[cy:Pythagoras]] |
19:05, 23 Кӑрлач уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси
Пифагор Самосский (ав.гр. Πυθαγόρας ὁ Σάμιος, лат. Pythagoras; пирĕн эрăччен 570—490 çç.) — авал грексен философĕ, математикаĕ, пифагорейсен тĕн философийĕн шкулне туса хураканĕ.
Кун-çулĕ
Пифагорăн ашшĕ Мнесарх, амăшĕ Партенида Самосран. Мнесарх чул касакан пулнă (Диоген Лаэртский); Порфирий сăмахĕсемпе вăл Тир пуян сутăçĕ, выçлăх çулĕнче халăха çăкăрпа тăрантарнăшăн самос гражданлăхне тивĕçнĕ. Пĕрремĕш версийĕ килĕшӳллĕрех, мĕншĕн тесен Павсаний Пифагорăн арçын йĕрĕпе пелопоннес Флиунтĕнчен Самоса тарнă Гиппас тытса пырать, вăл Пифагора ват асатте пулать.[1] Партенида (упăшки ăна Пифаида ята куçарнă) на Самосра грексен колонине йĕркеленĕ Анкей чаплă ăратĕнчен. Ача çуралассине Дельфăри пифи (юмăç) каланă , çавăнпа Пифагора çак ята тивĕçтернĕ.
Çамрăклăхра Пифагор икĕпат жрецĕсен ăсчаслăхĕпе вăрттăн ăслăлăхĕсене туянма Икĕпата тухса каять. Диоген тата Порфирий çырнипе, самос тиранĕ Поликрат Амасис фараонĕ патне Пифагора ырлă сĕнӳ çырăвĕпе ăсатнă, çавна пула ăна пытанчăклăхсене тĕпчесе вĕренме ирĕк панă.
Ямвлих çырать, 18 çулхи Пифагор тăван утравĕнчен тухса çут тĕнчен чылай кĕтесĕсенчи ăсчахсемпе тĕл пулса калаçса, Икĕпата çитет, кунта 22 çул пурăнать. Пирĕн эрăччен 525 çулта Икĕпата перси патши Камбиз çĕнсе илет, тыткăна илнĕ Пифагора Вавилона çитереççĕ. Унта вара Пифагор 12 çул ирттерет, магсемпе вăхат ирттерет. Самоса 56 çул тултарсан çеç таврăнать.
Философи вĕренĕвĕ
== Каçăсем ==
- Ямвлих, Пифагор пурнăçĕ çинчен
- Диоген Лаэртский, Пифагор
- Порфирий, Пифагор пурнăçĕ.
- Бертран Рассел, Анăç философин историйĕ
- Pythagoras of Samos (The MacTutor History of Mathematics archive)
- Stanford Encyclopedia of Philosophy: Pythagoras
- «Золотые стихи» пифагорейцев в Библиотеке Александра Кобринского
- Бесонид, Пифагорово Слово
- ^ Павсаний, «Описание Эллады», 2.13