Чапаев Василий Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
MerlIwBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: sv:Vasilij Tjapajev
п r2.7.2+) (робот хушрĕ: tt:Василий Чапаев
108-мĕш йĕрке: 108-мĕш йĕрке:
[[sr:Василиј Чапајев]]
[[sr:Василиј Чапајев]]
[[sv:Vasilij Tjapajev]]
[[sv:Vasilij Tjapajev]]
[[tt:Василий Чапаев]]
[[uk:Чапаєв Василь Іванович]]
[[uk:Чапаєв Василь Іванович]]
[[zh:夏伯阳]]
[[zh:夏伯阳]]

21:42, 9 Нарӑс уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

Чапаев Василий Иванович

Чапаев Василий Иванович, — граждан вăрçин паттăрĕ,Хĕрлĕ Çар çарпуçĕ, Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçине хутшăннă. 1887 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче малтан Шупашкар вырăнĕнче ларнă Будайка ялĕнче çуралнă пулнă.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

В. И. Чапаев çуралнă пӳрт.

Чапаев 1887 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче (нарăс, 9) Хусан кĕпернийĕн Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче (халĕ Будайка Шупашкар хулине кĕрет), пуянах мар хресчен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Иван Степанович — хăш-пĕр хыпарсем тăрăх, ирçе йăхĕнчен, амăшĕ — Екатерина Семёновна — вырăс. Калас пулать, аслашшĕ, Степан Гаврилович, арăмĕ вилсен иккĕмĕш хут авланнă, çапла вара "чăваш Чапаевĕсен" йăхне пуçласа янă. Василий çемьере улттăмĕш ача пулнă. [1]

Тантăшĕсем ăна Ваçă Чапай тесе чĕннĕ.Вăл вăрçăлла выляма юратнă, ачасем ăна яланах командир пулма суйланă. Ваçă икĕ çул Шупашкарти мăнастир шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕрентекенĕ Иван Михайлович Гребенщиков каласа панă тăрăх, вăл тавçăруллă та маттур пулнă. Çемйи питĕ чухăн пурăннă пирки вĕсем пӳрт тăррине те витеймен. Ашшĕ Иван Степаныч каланă:"тимĕрпе витес килмест, шалтăртатать вăл , кĕленчепе витĕп ак",- тесе шӳтленĕ. Каярахпа Чапайсем Самар кĕпернин Николаев уесĕнчи Балаковăна куçса кайнă.

Иван Степанович ывăлне чиркӳ прихут шкулне вырнаçтарать. Шкула укçа-тенкĕпе Ваççăн куккăшĕ пулăшса тăнă пулнă. Чапайсен ăратĕнче чиркӳ ĕçтешĕсем пулнă, çавăнпа та Ваççăна та çак çул çине тăратасшăн тăрăшнă, анчах та пурнăçурăх сукмакпа сулăннă. [2]

1908 çулта Ваçелее çăр хĕсметне чĕнеççĕ, анчах та темиçе уйăхран политика енчен шанăçсăр пулнипе кăларса яраççĕ. Каллех 1910 çулта илеççĕ, 1913 çулта хĕсметрен хăтараççĕ. 1914 çулта фронта мобилизаципе лекет. 82-мĕш пехота дивизинчи 326-мĕш Белгорай пехота полкĕнче, малтан Ранненкампф çарĕнче, кайран Волыньпе Галицире çапăçать. Суранланнă. 1915 çулхи утăра вĕренӳ командинче пулнă, кĕçĕн унтер-офицер хисепне, юпара — аслине — тивĕçет. Хăюллăха кăтартнăшăн Георгий медалĕпе тата салтак Георгий хĕресĕн виçĕ степеньне те илме пултарать[3].

Февраль революцине Сарăтури хоспитăльте кĕтсе илет; 1917 юпан 28-мĕшĕнче РСДРП(б) ĕретне кĕрет.

Пайăр пурнăçĕ

1908 çулта Чапаев 16 çулхи Метлина Палакипе паллашать, тепĕр çулне ăна качча илет. Пĕрле вĕсем 6 çул пурăнса виçĕ ача çуратнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçлансан Чапаева фронта илсе каяççĕ. Пăлаки упăшкин ашшĕ килĕнче пурăнать, каярахпа ачисемпе тухса каять. 1917 çул пуçламăшĕнче Василий Чапаев тăван çĕре таврăнса Пăлакирен ачисене ашшĕ килне илсе килет. Тепĕртакран суранпа асапланса Пётр Кишкерцев юнташĕ çĕре керсен, шанăç панă Чапаев, унăн Олимпиадăпа Вера хĕрĕсене хăйĕн çемьине илет.

Чапаевăн тăван ачисем:

Парнесем

Астăвăм

1948.

Шупашкарта 1974 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче унăн музейне уçнă.

Самарта ăна чысласа 1926 çулта урампа лапама ят панă.

Мускавра Чапаев тăкăрлăкĕ пур.

Чапаев раççей ӳнерĕнче

Ӳкерчĕк:Харьк.наб.л.8АнкаЧапаевПелевин граффити.jpg
Graffiti, Харьков, 2008

Фильмсем

Чапаев çинчен юрăсем

  • «Песня о Чапаеве» (кĕвви: А. Г. Новиков, сăмахĕсем: С.Болотин, юрлать: Петр Киричек)
  • «Чапай» (Кĕввипе сăввисем: И.Прозоров, юрлать: ушкăн «Небослов»)

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

  1. ^ Эрзянь Масторонть седейсэ. Имена их бессмертны: Килангонь тешкст, нурька статьят ине эрзятнеде / Нуянь Видяз. — Саранск, 2007.
  2. ^ http://www.uatoday.net/rus/article/history/47580
  3. ^ [1]

Вуламалли

  1. Очерк о В. Чапаеве. В. А. Иванова, Музей В. И. Чапаева в Чебоксарах.
  2. Д. А. Фурманов Чапаев
  3. Тимофей Тимин. Гены Сципионов. Стр. 120 слл.: Чапаев — подлинный и мнимый. М., «Ветеран Отчизны», 1997, ISBN 5-86804-064-3

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.