Арал тинĕсĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
MerlIwBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: pa:ਅਰਾਲ ਸਾਗਰ
HRoestBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.6.5) (бот изменил: el:Λίμνη Αράλη на el:Αράλη (λίμνη)
76-мĕш йĕрке: 76-мĕш йĕрке:
[[da:Aralsøen]]
[[da:Aralsøen]]
[[de:Aralsee]]
[[de:Aralsee]]
[[el:Λίμνη Αράλη]]
[[el:Αράλη (λίμνη)]]
[[en:Aral Sea]]
[[en:Aral Sea]]
[[eo:Aralo]]
[[eo:Aralo]]

15:57, 13 Нарӑс уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

2008 çулхи спутник ӳкерчĕкĕ
1960-2008 çулсем хушшинче шыв шайĕ чакни

Арал тинĕсĕ (казах. Арал Теңізі, узбек. Orol dengizi) — океансемпе çыхăнман тăварлă кӳлĕ-тинĕс. Казахстанпа Узбекистан хушшинчи чикĕ иртнĕ вырăнта сарăлса выртать. XX ĕмĕр варри тĕлне лаптăкĕпе тĕнчере тăваттăмăш вырăн йышăннă. Ун чухне унăн лаптăкĕ 68 пин çх2 танлашнă. 1960-мĕш çулсенчен пуçласа шыв калăпăшĕ чакма пуçланă. Ку вăл юхса кĕрекен тĕп юханшывсене (Амударьяпа Сырдарья) шăварма усă курма пуçланипе çыхăннă. Халĕ вăл юханшывсем тинĕсе çитеймеççĕ, юхнă çĕртех типсе лараççĕ.

1989 çулта кӳлĕ икĕ пая пайланнă: Çурçĕр (пĕчĕкрех пайĕ) тата Кăнтăр (пысăкрах пайĕ) Арал тинĕсĕ çине. 2003 çул тĕлне тинĕс лаптăкĕ малтанхи чĕрĕк пысăкăш кăна, Шыв калăпăшĕ вара тата та пĕчĕкрех — 10% кăна.

Кăтартусем 1960 1990 2003
Шыв шайĕ, м 53,40 38,24 31,0
Калăпăш, км³ 1083 323 112,8
Шыв лаптăкĕ, пин çх² 68,90 36,8 18,24
Минерализаци, 9,90 29 78,0
Сток, çх³/çул 63 12,5 3,2*

* — 2001 çулхи кăтартусем

Казахсен пĕрремĕш Такыр рок-оперите Арал тинĕсĕн йывăрлăхĕсене çутатса панă.

Истори

Арал тинĕсĕн шайĕ малтан та улшăнса тăнă. Сăмахран, халĕ шывсăр юлнă çĕрсенче кунта малтан ӳснĕ йывăç юлашкисене тупнă. Кӳлĕне тăтăшах XIX ĕмĕрте сăнама пуçланă. Мĕн сăнама пуçланă хыççăн шыв шайĕ пĕр вырăнта пулнă, улшăнман.

1930-мĕш çулсенче пĕтĕм вăйпа шăвармалли каналсем тума пикеннĕ. 1960-мĕш çулсенче ку ĕç тата та вăйлăланнă. 1960-1990 çулсем хушшинче шывланнă çĕрсен лаптăкĕ 4,5 миллион гектартан 7 миллиона çитнĕ. 1961 çултан пуçласа вара тинĕсĕн шыв шайĕ чакма пуçланă. Малтан çулталăк хушшинче 20 см, кайран вара тата та вăйлăрах — 80-90 см-шар.

Экологи ыйтăвĕсем

Малтанхи портсем

Ку хуласем малтан портсем шутланнă, шыв шакнине пула порт шайне çухатнă.

Мăн утравсем

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link GA