Гагаузи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
ZéroBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.1) (робот хушрĕ: ur:گاگاؤزیا
JYBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.1) (робот хушрĕ: fa:گاگائوزیا
56-мĕш йĕрке: 56-мĕш йĕрке:
[[es:Gagauzia]]
[[es:Gagauzia]]
[[et:Gagauusia]]
[[et:Gagauusia]]
[[fa:گاگائوزیا]]
[[fi:Gagausia]]
[[fi:Gagausia]]
[[fr:Gagaouzie]]
[[fr:Gagaouzie]]

09:20, 26 Нарӑс уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

Гагаузи ялавĕ
Гагаузи Молдави карти çинче

Гагаузи (гаг.: Gagauz Yeri - «Гагауз çĕрĕ»), — Молдавин кăнтăрĕнчи автономлă çĕр. Ку автономине референдум ирттернĕ хыççăн çурри ытла гагаузсенчен тăракан ял тăрăхĕсенчен никĕсленĕ. Референдумпа вăл ялсенчи халăх автономине кĕме килĕшнĕ. Тĕпхули Комрат.

Халăх йышĕ

2004 çулхи çырав тăрăх Гагаузире 155 700 çын пурăннă, вĕсенчен 58 300 — хуласенче, 97 500 ялсенче пурăнать.

Нацисем

2006 çулта Молдавире хăш нацисем тата мĕн йышлă пурăнине кăтартса паракан таблицине пăхăр Румынла

Чĕлхи

Официаллă чĕлхесем молдавипе гагауз чĕлхисем. Унсăр пуçне тăтăшах румын чĕлхипе тата вырăсла калаçаççĕ.

Вĕрентӳ

Гагаузире 55 шкул, педагогика коледжĕ, Комрат патшалăх университечĕ пур. Турци Тĕрĕк культура центрне (Türk İşbirliği Ve Kalkınma İdaresi Başkanlığı) тата Тĕрĕк вулавăшне туса хунине тӳленĕ.

Çул-йĕрĕ

Гагаузин 451 çухрăм çул пур, унтан 82 % асфальтланă. Турци Гагаузи çул-йĕрне йĕркелемешкĕн Молдавине 35 миллион доллар кивçĕн панă.

Политики

Гагаузи автономине Молдави конституцийĕпе гарантланă, ăна 1994 çулхи Гагауз Автономийĕ саккунĕпе йĕркеленĕ. Молдави Румынипе пĕрлешес тейĕç пулсан, Гагаузи хăй шут тытне тăвас ирĕк пама сăмах панă Молдави. Гагауз халăхĕн пухăвĕн (Adunarea Populară; гагаузла: Halk Topluşu) гагаузсем пирки саккун тăвас мандат пур. Ăна вĕрентӳ, культура, вырăнти аталану, бюджет, налук, социллă хăрушсăрлăх, территори администрацийĕ енчен ыйтăвĕсем йышăнаççĕ. Тата Халăх пухăвĕн икĕ ятарлă вăй пур: Молдавин шалтипе тулти политикине тăвассине хутшăнма пултарни тата енчен килĕшӳсĕр пулсан, вăл Молдави Конституци Судне тӳррĕн пыма пултарать.

Чи çӳлли Гагаузи кĕппĕрнаттăрĕ (молд: Guvernatorul Găgăuziei; гагаузла: Bashkan). Ăна тăватă çуллăха суйлаççĕ. Кĕппĕнаттăрĕ майĕпе пур уççăнлăх кĕлеткесем ĕçлеççĕ. Вăл Молдави республики правительстви чĕленĕ. Гагаузи кĕппĕрнатарĕ пулас тесен гагаузла лайăх пĕлмелле, молдави гражданинĕ тата 35 çул е ытларах пулмалла.

Каçăсем