Павлова Надежда Васильевна: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Rex Momo (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
{{Пĕр хушаматлисем|Павлова}}
{{Пайăр çын
|ят = Надежда Павлова
|тăван ят = Надежда Васильевна Павлова
|фото = Pavlova_nv.jpg
|анлăшĕ = 150 px
|ӳкерчĕке ăнлантарни =
|çуралнă чухнехи ят = Надежда Васильевна Павлова
|ĕçлев тĕсĕ = СССР балерини, Раççей балетмейстерĕ, балет педагогĕ
|çуралнă вăхăт = [[Çу, 15]], [[1956]]
|çуралнă вырăн = {{ÇуралнăВырăн|Шупашкар|Шупашкарта}}, [[Чăваш АССР]], [[РСФСР]], [[СССР]]
|гражданлăх = {{USSR}}→{{RUS}}
|пăхăнулăх =
|вилнĕ вăхăт =
|вилнĕ вырăн =
|ашшĕ = Василий Павлович
|амăшĕ = Мария Ильинична
|упăшки =
|арăмĕ =
|ачасем =
|чыславсемпе парнесем = {{{!}} style="background:transparent"
{{!}} {{Хисеп палли орденĕ|1976}}
{{!}}}
{{{!}} style="background: transparent"
{{!}} {{СССР халăх артисчĕ|1984}} {{!!}} {{РСФСР халăх артисчĕ|1982}}{{!!}} {{РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ|1977}}{{!!}} {{Ленин комсомолĕн парни|1975}}
{{!}}}
|сайт =
|викиампар =
}}

[[Image:‎Pavlova_nv.jpg‎|thumb|Надежда Павлова]]
[[Image:‎Pavlova_nv.jpg‎|thumb|Надежда Павлова]]
'''Надежда Васильевна Павлова''' - балерина, профессор, СССР халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ - [[1956]] çулхи [[çу, 15|çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче]] [[Шупашкар]]та çуралнă.Ашшĕ тата амăшĕ - чăвашсем. Халĕ [[Мускав]]ра пурăнать.
'''Надежда Васильевна Павлова''' - балерина, профессор, СССР халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ - [[1956]] çулхи [[çу, 15|çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче]] [[Шупашкар]]та çуралнă.Ашшĕ тата амăшĕ - чăвашсем. Халĕ [[Мускав]]ра пурăнать.

12:41, 28 Нарӑс уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

Павлова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Надежда Павлова
Надежда Васильевна Павлова
Çуралнă чухнехи ят Надежда Васильевна Павлова
Çуралнă вăхăт Çу, 15, 1956
Çуралнă вырăн Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх ССРП РФ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ашшĕ Василий Павлович
Амăшĕ Мария Ильинична
Премисемпе чысланисем
«Хисеп палли» орден
СССР халăх артисчĕ РСФСР халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ премия Ленинского комсомола
Надежда Павлова

Надежда Васильевна Павлова - балерина, профессор, СССР халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ - 1956 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă.Ашшĕ тата амăшĕ - чăвашсем. Халĕ Мускавра пурăнать.

Пурнăçĕ

Надежда Павлова ачаранах ташлама килĕштернĕ, 7 çултанпа Пионерсен çурчĕн хореографи кĕтесĕнче пултарулăхне ӳстернĕ. 1966 çулта ăна Пермь хореографи училищинчен Шупашкара пултаруллă ачасене суйлама пынă вĕрентекенĕсем асăрханă, Пермь хулине вĕренме чĕннĕ.

Надьăн ачалăхĕ Атăл çинче, вĕренӳ çулĕсем Чулман Атăл çумĕнче иртнĕ. Çичĕ çул хушши: 2 - 8-мĕш классенче - вăл Людмила Павловна Сахарова вĕрентекен патĕнче ăсталăха илнĕ. 2-мĕш классранах Надя концертсене хутшăнать. Номерĕсене ун валли М. Газиев шутласа лартать - "Девочка и эхо", "Маленькая балерина", "Озорница", ачасен спектаклĕсенчи сăнарсене мĕнпуррине пурне те вĕренсе оперăпа балет театăрĕнче ташлать. Пăхакансен асăмĕнче "Коппелири" Пукане, "Дон Кихотри" Амурчик, "Спящяя красавицăри" Красная шапочка санарĕсем яланлăхах упранса юлаççĕ.

1970 çулта Пермь театрĕ Мускав гастролĕсем хыççăн çамрăк балеринăна "Театр" журналта палăртнă. 15 çулта Надежда Павлова Пĕтĕмсоюзри балетмейстерсемпе балет артисчĕсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет. 1973 çулта Мускавра Тĕнчери балет артисчĕсен II-мĕш ăмăртăвĕнче Гран-при çĕнсе илет. Ку вăхăтра Надежда Павлова хамăр çĕршывра та, ют çĕрсенче те - Италире, Японире, Китайра, Австрире, Германире, Францире тата АПШ-ра - гастрольсенче нумай ĕçлет, пăхакансене çăмăл ташшипе илĕртет.

Майя Плисецкая ун пирки питĕ ăшшăн "Вăл ытла та илемлĕ" тесе палăртнă. Надежда Павловăн пурнăçĕ пĕтĕмлех балетпа, ташăпа çыхăннă. Унăн юратнă кĕвĕçи - П.И. Чайковский.

1975 çулхи авăн уйăхĕнче Надежда Павлова хăйĕн иккĕмĕш театр çултапхăрне Большой театăрăн солисчĕ пулса уçнă. Асаф Мессерер класĕнче Марина Семенова ертсе пынипе хăйĕн ăсталăхне ӳстерсе, Надежда Павлова Большой театрта классика ташине çӳле хăпартать, унăн ӳнер пултарулăхĕнче драма тĕввисем хунавланаççĕ.

1983 çулта Надежда Павлова хăйĕн репертуарне М. Бежар тата Д. Баланчин миниатюрисем, паянкунхи хореографовсен опусĕсене кĕртет. Балерина Большой театăрăн паллă солисчĕсемпе - Вячеслав Гордеевпа, Александр Богатыревпа и Валерий Анисимовпа, каярахпа Алексей Фадеечевпа, Юрий Васюченкопа, Ирек Мухамедовпа - ĕçлет.

1986/87 çулсенче Надежда Павлова "Камерный балетпа" пĕрле С. Власов çĕнетсе хатерленĕ М. Фокинăн "Синяя борода" балечĕнче Флоретта комеди партине тата Большой театăрăн спектаклĕнче Одетта-Одиллия драмăллă партине ташласа хăйĕн тĕрлĕтĕслĕ пултарулăхне кăтартать.

1992 - 1994 çулсенче Надежда Павлова - Надежда Павловăн балет театăрĕн, 1995 çултанпа - Ренессанс-балет театăрĕн пултаруллăх ертӳçи. 1995 çулта Люксембургри, 1996 çулта Гонконгри Тĕнчери балет артисчĕсен ăмăртăвĕсен жюри ĕçĕсене хутшăннă. ГИТИСăн балетмейстерсен уйрăмĕнче вĕренсе тухса педагог-репетитор пулса, Францинче, Германире, Японире, Финляндире ăстаçă класĕсене ирттерет. 1999 çулта Надежда Павлова Вашингтонра Раççей культура тĕпне уçнă çĕрте хутшăнать.

Халĕ Надежда Павлова классикăпа паянкунхи хореографипе усă курать тата Раççей театр искусствин академинче (РТИА) вăй хурать, Большой театр артисчĕсене классика репертуарне вĕрентет.

Ӗçĕсем

Вунçичçулхи Надя Павлова Н. Боярчиковăн "Ромеопа Джульетта" спектаклĕнче Джульетта пулса, "Жизель" (Б. Щербинин редакциленĕ) балетĕнче Жизель сăнарне уçса ташланă. Балеринăн çичĕ çул хушшинче хатĕрлесе театрăн репертуарĕнче кăтартнă паллă сăнарĕсем: Мари - "Щелкунчик" (Ю. Григорович), Геро - В. Боккадоро çырнă "Любовью за любовь" , Китри - "Дон Кихот" (Р. Захаров редакципе), Фригия - "Спартак" (Ю. Григорович реж.), Эола - "Икар" (В. Васильев реж.), принцесса Флорина тата Аврора - "Спящяя красавица" (Ю. Григорович ред.), Валентина - "Ангара" (Ю. Григорович), Принцесса - "Деревянный принц" (А. Петров), Сильфида - "Шопениана" (М. Фокин).

Надежда Павлова совет-америка "Синяя птица" фильмĕн (Дж. Кьюкор реж.) тата "Сицилианская защита" детективлă кинолентăра (реж. - В. Грахов) тĕп ролĕсене вылянă. Н. Павловăн ташшине "Асаф Мессерер" (1981, реж. Ф. Слидовкер), "Дочери Отчизны" (1976, реж. Н. Орлов) документлă фильмсенче, "Дон Кихот" телеверсиллĕ балетĕнче (1978, реж. Е. Мачерет) тата Ф. Слидовкерăн Лист кĕвĕçĕ çырнă "Поэмы" телефильм-балетра (1981) курма пулать.

Н. Павлова çинчен ӳнерлĕ ĕçсем

Балерина çинчен кăларнă кинофильмсем: "Танцует Надя Павлова" (1973, В. Баранов реж.), "Джульетта" (1974, Б. Галантер реж.), "Дуэт молодых" (1977, В. Граве реж.), "Надежда Павлова" (1992, С. Конончук реж.).

Тĕрлĕ вăхăтра Надежда Павлова сăнарĕсене Игорь Васильев, Любовь Лондон скульпторсем тата Евгений Широков, Илья Глазунов, Валерий Косоруков ӳнерçĕсем çырнă.

Чыславсемпе парнесем

  • СССР халăх артисчĕ (1984)
  • Чăваш халăх артисчĕ
  • Ленин комсомол парни лауреачĕ,
  • Пур Союзри тата тĕнчери ăмăртусен тата фестивальсен лауреачĕ
  • Раççей театр искусстви академи профессорĕ
  • Чыс орденĕ.
  • 1999 çулта ăна Донецкра "Тĕнчери балет Çăлтăрĕсем" лауреачĕ ятпа тивĕçтернĕ.

Вуламалли

  • 1. A. Demidov, The Russian ballet: past & present. N.Y., 1977; L., 1982;
  • 2. S. Montague, The ballerina, N.Y., 1980.
  • 3. С. Коробков, "Путь в большой балет. Семь уроков в Пермском хореографическом училище". - Пермь, 1989;
  • 4. М. Железкова, "Надежда Павлова"
  • 5. J. Gregory Giselle immortal: the story of Giselle as performed by Nadia Pavlova and Yuri Soloviev" (Лондон, 1982).
  • 6. фотоальбом "Танцует Надежда Павлова" с текстом А. Авдеенко (Пермь, 1986)
  • 7. Э. Бочарникова, Г. Иноземцева, "Тем, кто любит балет". М., 1988;
  • 8. А. Мессерер, "Танец. Мысль. Время", М., 1990.

Каçăсем