Вăрнар районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.2+) (бот изменил: tt:Вурнар районы на tt:Урнар районы
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 5 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q2997177 (translate me)
64-мĕш йĕрке: 64-мĕш йĕрке:
[[Категори:Чăваш Ен районĕсем]]
[[Категори:Чăваш Ен районĕсем]]


[[en:Vurnarsky District]]
[[fi:Vurnaryn piiri]]
[[ru:Вурнарский район]]
[[tt:Урнар районы]]
[[tt:Урнар районы]]
[[vi:Vurnarsky (huyện)]]
[[war:Vurnarsky (distrito)]]

23:29, 6 Пуш уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

Вăрнар районĕн картти

Вăрнар районĕ, — Чăваш Ен варринче вырнаçнă районĕ, 1927 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче уйăхĕнче туса хунă.

Тавралăхĕ

Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Элĕк тата Красноармейски районĕсемпе, анăç енче Çĕмĕрле районĕпе, тухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Йĕпреç районĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла, тухăçран анăçалла 35 çухрăм тăсăлать. Район çĕрĕ-шывĕн лаптăкĕ — 1012,6 км2. Район администрацийĕ Вăрнар паççулкинче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче районта 44,2 пинĕ çын пурăннă, çав шутра 13,2 пинĕ çын — хулара (29,8 %) тата 31,0 пинĕ çын — ял çыннисем (70,2 %). Вăрнар районĕнче пĕр поселок, 101 ял. Ялта вăтамран 323 çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ - 44,3 çын/тăваткалçухрăм. 91 % пурăнаканĕ — чăвашсем.

Семен Элкер Вăрнар районне кĕрекен Çармăс ялĕсем çинчен çапла çырнă:

...Кушлавăшсем пуçланнă ĕмĕрте Çавалăн анат вĕçĕнче, паллах, сĕм вăрмансем пулнă, унта çармăссем те пурăннă. Этнографсем каланă тăрăх, чăвашсемпе хутшăнса кайнă çармăс йăхĕсем пурăна киле йăлтах чăвашланса çитнĕ. Çавлăн анат вĕçĕнче те, Кушлавăш тăрăхĕнче техаль çармăссем çук. Анчах та чăваш хушшинчи хăш-пĕр ялсемпе çырма-çатра ячĕсем паян кунчченех çармăс чĕлхине е çармăс халăхне аса илтереççĕ. (Кушлавăш уйĕпе унăн çывăхĕнчех Пăтавăш, Кăкавăш, Мăркавăш ятлă пĕчĕк юханшывсем, Уравăш, Явăш, Туçи-Çармăс, Хурăнсăр-Çармăс ятлă ялсем пур тата ытти те)...

Çутçанталăкĕ

Çутçанталăк кунта вăтам континентлă. Вăтам температура кăрлачра -12,9°С сивĕ, утăра — 18,3°С ăшă, чи шартлама сивĕ -44 °C, питĕ шăрăх- 39,7°С. Çулта çĕр çине 552 мм çумăр-юр ӳкет. Юханшывĕсем пысăках мар. Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Мăн Çавал 43 çухрăм тăршшĕ, кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче — Кĕçĕн Çавал 28 çухрăм тăршшĕ юхать.

Хуçалăх

Районта Вăрнарти аш-пăш комбиначĕ ĕçлет. Чукун çул чарăнăвĕ вырнаçнă, пассажир автотранспорт йĕркелĕвĕ пур.

Паллă çыннисем

Çавăн пекех

Асăрхавсем

Вуламалли

Краснов П.И. Край Вурнарский. — Вăрнар: 2002. — 93 с. — 2 000 экз.

Каçăсем