Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
п Bot: Migrating 4 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q1529921 (translate me) |
п Bot: Migrating 1 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q1529921 (translate me) |
||
51-мĕш йĕрке: | 51-мĕш йĕрке: | ||
[[Категори:СССР чукун çулĕсем]] |
[[Категори:СССР чукун çулĕсем]] |
||
[[Категори:Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ]] |
[[Категори:Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ]] |
||
[[zh:东南铁路局]] |
12:38, 11 Пуш уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси
Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ | |
Тулли ячĕ: | Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ |
---|---|
Ӗç çулĕсем: | 1866 çултанпа |
Патшалăх: | Раççей |
Управлени хули: | Воронеж |
Статус: | ĕçлекен |
Пăхăнăвĕ: | УАО «Раççей чукун çулĕсем» |
Телеграф кодĕ: | ЮВС |
Хисеп кодĕ: | 58 |
Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ — УАО «РЧÇ» филиалĕ.
Çулăн кун-çулĕ
1866 çулта ĕçе янă Кисан-Козлов чукун çулĕ Кăнтар-Тухăç чукун çулĕн чиккисенчи пĕрремĕшĕ шутланать. Çак йĕре Воронежпа Ростов-Тан-çинчи хуласене çити 1871 çулта тăснă. 1868—1871 çулсенче Елец — Грязи — Борисоглебск — Царицын тата Козлов — Тамбов — Сарăту (ăна Тамбов-Сарăту чукун çул этем пĕрлĕхĕ тунă, анчах та халĕ Мичуринска до Благодатки йĕрĕ Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ шутĕнче пулать) йĕрсене ĕçе кĕртнĕ. 1880 — 1890 çулсен тапхарĕнче Харьков — Балашов, Елец — Валуйки, Таловая — Калач чукун çул йĕрсен хывнă. Çав çулсенчех Кисан-Урал чукун çул этем пĕрлĕхĕ Астапово — Данков, Лебедянь — Елец, Богоявленск — Сосновка, Раненбург — Павелец, Троекурово — Астапово, Данков — Волово, Иноковка — Инжавино йер пайĕсене тăвать.
1893 çулта Козлово — Воронеж — Ростов тата Орлово — Грязи — Царицын чукун çулĕсене пĕрлештерме Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕсен акционер этем пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ.
1956 çулта нумай япала турттаракан Пенза — Поворино пайĕ Ртищево пăравус деповĕ ăшă туртăмне куçать.
Çулăн пахалăвĕ
Ӗлĕкхи вăхăтран туяннă хăйĕн ятне пула мар, çул Раççейн европа пайĕн кăнтăр-анăçĕнче: Воронеж, Белгород, Волгоград, Курск, Кисан, Тамбов, Липецк, Сарăту облаç çĕрĕсенче выртать. Çул управленийĕ — Воронежра. Çулăн эксплуатаци тăсăлăвĕ — 3 648,3 км (1991 çул тĕлне).
Çул шутĕнчи уйрăмсем: Белгород, Мичуринск, Елец, Ртищево, Лискино. Çулăн паллă чарăнăвĕсем: Елец, Лиски, Отрожка, Ртищево, Грязи, Кочетовка, Балашов, Богоявленск, Раненбург, Поворино, Россошь.
Кăнтăр-Тухăç çулĕ Атăлçи, Куйбышев, Мускав, Çурçĕр-Кавказ тата Украина чукун çулĕсемпе чикĕ тытать.
Çул территоринче чукун çул валли хатĕр япала тăвакан е пуйăссене юсакан темиçе завод пур: Воронеж тепловус юсав завочĕ, Воронеж вакун юсав завочĕ, Мичуринск локомотив юсав завочĕ, Тамбов вакун юсав завочĕ.
Чукун çула 1988 çулта Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.
Асăрхавсем
Каçăсем
- Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ\\ЭНЦИКЛОПЕДИЯ ЖЕЛЕЗНОДОРОЖНОГО ТРАНСПОРТА
- Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ çинчен УАО «РЖД» сайтĕнче
- Çул картти
- Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕн Ртищево çыхă чарăнăвĕ
Раççей чукун çулĕсем | |
---|---|
Тухăç-Çĕпĕр • Горький • Инçет Тухăç • Байкал лешьен • Анăç-Çĕпĕр • Калининград • Красноярск • Куйбышев • Мускав • Октябрь • Атăлçи • Сахалин • Свердловск • Çурçĕр • Çурçĕр-Кавказ • Кăнтăр-Тухăç • Кăнтăр-Урал |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |