Лапсар: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addihockey10 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 1 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q7244532 (translate me)
78-мĕш йĕрке: 78-мĕш йĕрке:


[[Категори:Чăваш Енри Шупашкар районĕн ялĕсем]]
[[Категори:Чăваш Енри Шупашкар районĕн ялĕсем]]

[[ru:Лапсары]]

06:20, 15 Пуш уйӑхӗн 2013 вӑхӑтри верси

Чăваш Ен гербĕ Чăваш Ен ялавĕ|
Гербĕ Ялавĕ
Лапсар
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Республика Чăваш Республики
Район Шупашкар районĕ
Ял тăрăхĕ ... ял тăрăхĕ
Лаптăк км²
Халăх йышĕ ()
Йышлăхĕ /км²
Телефон префиксĕ +7 83ххх
Почта индексĕ 429ххх
Геогр. широти хх°хх′хх″ Ç/N
Геогр. долготи хх°хх′хх″ Т/E
Вăхăт тăрăхĕ UTC+3, çулла UTC+4
ОКАТО (код)

Лапсар ялĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи ял. Шупашкар хулинчен пилӗк километрта вырнаçнă. Лапсар çумĕнче Çĕнĕ Лапсар ятлă поселок пуçланса кайнă.

Ял ячĕ

Ӗлĕкхи хутсем çине ял ячĕ тĕрлĕрен çырăнса юлнă. Чи малтан вăл «Янымово» ятпа палăрать. Ку, паллах, вырăсла документ пулнăран, чăвашла ял мĕн ятлă пулнине палăртма май çук. Янымовăран Ассакасси ялĕ уйрăлса тухнă тет.

Халăхра çавăн пекех Лапсар-Шăхча ят паллă. Ку ят Ашмарин хатĕрленĕ 17 томлă сăмах пуххине те кĕнĕ. Унта Шăхча ятпа ытти ялсем те çырăнса юлнă: Çатра-Шăхча (хальхи Çатракасси), Çĕньял-Шăхча (хальхи Çĕньял), Вăрманкас-Шăхча (хальхи вăрманкас), Варпуç-Шăхча (хальхи хăш яла тӳр килни паллă мар). Ӗлĕкрех ку ялсем тĕп тĕмĕ шутланнă пулĕ.

Истори

Революциччен ял Шупашкар уесĕн Шупашкар вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче районсене хута кĕртнĕ хыççăн Шупашкар районне лекнĕ.

1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче ялта Çатра-Сапсар ял советне туса хунă. 1935 çул пуçламăшĕнче Лапсар ял советне пăхăнма пуçланă. Ку вăл кăрлачăн 31-мĕшĕнче пулса иртнĕ. 1939 çулта Лапсар ял советне каллех Çатра-Лапсар ял совечĕ ятне панă.

1954 çулта ял совечĕсен тытăмлăхне çĕнĕрен пăхса тухнă. Пĕчĕк ял совечĕсене пĕтерсе пысăккасене тунă — çĕртмен 14-мĕшĕнче 6 яла пĕрлештерсе Лапсар ял тăрăхне туса хунă. Ун çумне Чăркаш, Карачура, Çатракасси, Вăрманкас ялĕсем кĕнĕ.

2005 çулта ял Лапсар ял тăрăхне кĕме пуçланă.

Çутçанталăк

Лапсар ялĕ çырма-çатраллă вырăнта ларать. Çывăхра чылай вăрман упранса юлнă. Унта халăх мăйăр, кăмпа пуçтарать. Ялта пĕр пĕве пур. Хальхи вăхăтра вăл типсе ларнипе пĕрех.

Урамсем

  • Комсомол урамĕ
  • Шоссе урамĕ
  • Шупашкар урамĕ. Ку урама çавăн пекех Киремет урамĕ теççĕ. Ун пĕр енĕ Киремет енне тухнă пулнă.

Вырăнсем

  • Чул çăл.
  • Петёк çырми.

Лапсар ялĕн паллă çыннисем

Вуламалли

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.