Келдыш Мстислав Всеволодович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Новая: Мстислав Всеволодович Келдыш 1911 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Рига хулинче (халĕ Латви республики) çур...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

10:28, 25 Нарӑс уйӑхӗн 2007 вӑхӑтри верси

Мстислав Всеволодович Келдыш 1911 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Рига хулинче (халĕ Латви республики) çуралнă — 24 июня 1978 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Вăл — паллă тĕпчевçĕ, математик, механик, СССР ТА академикĕ (1946); член-корреспонденчĕ (1943), 1953 çултанпа ТА Президиумĕйĕнче, 1960—1961 çулсенче вице-президенчĕ, 1961—1974 çулсенче- ТА президенчĕ, 1974—1978 СССР ТА Президиум членĕ. Виçĕ хут Социализмлă Ĕç Паттăрĕ (1956, 1961, 1971). КПСС-ра 1949 çултанпа.

Пурнăçĕ

МПУ-ран 1931 çулта вĕренсе тухнă, хыççăн ЦАГИ-ре, МПУ-ра ĕçленĕ, (1937 çултанпа профессор), ТА В. А. Стеклов ячĕллĕ Математика институтĕнче тĕпчев ĕçĕсемпе ĕçленĕ. 1953—1978 çулсенче - СССР ТА (РТА ПМИ) Прикладнăй математика Институчĕн директорĕ.

Хисепĕсем

  • СССР Министрсен Канашĕн çумĕнчи Ленин тата Патшалах премисен Комитечĕн ертӳçĕ (1964—1978)
  • Нумай ют çĕршыв академисен (çав шутра Тĕнчери астронавтика академии) членĕ
  • Гуггенхеймсен астронавтика премийĕ
  • 22—25-мĕш КПСС съездсен делегачĕ, ЦК КПСС членĕ.
  • СССР Аслă Канашăн 6-9-мĕш пухăнăвĕсен депутачĕ
  • Ленин премийĕ (1957)
  • Сталин премийĕ (1942, 1946)