Австрали: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 225 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q408 (translate me)
Sodacan (Сӳтсе яв | хушни)
vector version available (GlobalReplace v0.3)
5-мĕш йĕрке: 5-мĕш йĕрке:
PicFlag=[[Ӳкерчĕк:Flag_of_Australia.svg|125px]]|
PicFlag=[[Ӳкерчĕк:Flag_of_Australia.svg|125px]]|
LctCn=[[Ӳкерчĕк:LocationAU.png|250px]]|
LctCn=[[Ӳкерчĕк:LocationAU.png|250px]]|
CoA=[[Ӳкерчĕк:Australia_coa.png|125px]]|
CoA=[[Ӳкерчĕк:Coat of Arms of Australia.svg|125px]]|
CoATitle=[[Австрали гербĕ]]|
CoATitle=[[Австрали гербĕ]]|
LNGs=патшалăх чĕлхи çук, анчах на de-facto вăл вырăнта [[акăлчан чĕлхи]] шутланать|
LNGs=патшалăх чĕлхи çук, анчах на de-facto вăл вырăнта [[акăлчан чĕлхи]] шутланать|

07:34, 20 Ҫу уйӑхӗн 2014 вӑхӑтри верси

Commonwealth of Australia

Австрали пĕрлешĕвĕ

Австрали ялавĕ Австрали гербĕ
Патшалăх чĕлхисем патшалăх чĕлхи çук, анчах на de-facto вăл вырăнта акăлчан чĕлхи шутланать
Тĕп хула Канберра
Чи пысăк хула Сидней
Патша майри II-мĕш Елизавета
Премьер-министр Джон Говард
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
6 вырăнта
7 686 850 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2001)
 - Йышлăхĕ
52 вырăнта
18 972 350
2/км²
Валюта ячĕ Австрали долларĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +8 пуçласа +10 таран
Патшалăх гимнĕ «Илемлĕ Австрали, мала ут»
Тетел доменĕ .au
Тел. префиксĕ 1


Австрали Пĕрлешĕвĕ (акăлч. Commonwealth of Australia), Австрали (акăлч. Australia), — лаптăк енĕпе тĕнчере улттăмĕш вырăнта тăракан патшалăх. Унăн шутне Австрали материкĕ тата çывăхри утравсем (вĕсенчен чи пысăкки — Тасмани) кĕреççĕ.

Тухăç Австралине 1770 çулта Аслă Британи шутне кĕртнĕ, 1788 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче кунта пĕрремĕш колони никĕсленĕ. Халăх йышĕ ӳснĕ май Австралире ултă хăйсене çеç пăхăнакан колонисем йĕркеленнĕ.

1901 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çак ултă çĕр федерацине пĕрлешнĕ. Ку самантран пуçласа Австрали демократиллĕ тытăмпа пурăнать.

Географи

Австрали кӳршисем: çурçĕр енче — Индонези, Тухăç Тимор тата Папуа—Çĕнĕ Гвиней; çурçĕр-тухăçра — Соломон утравĕсемпе Вануату; кăнтăр-тухăçра — Çĕнĕ Зеланди. Папуа — Çĕнĕ Гвинейпе материклĕ Австрали хушши 150 çухрăм.

Истори

Пĕрремĕш çынсем Австралине 42−48 пин çул каялла çитнĕ. Вĕсем паянкунхи Австралин вырăнти халăхсен ватă аслашшĕсем пулаççĕ. Кунта вĕсем Кăнтăр-Тухăç Азинчен куçса килнĕ. Вырăнти халăхсем сунар ĕçĕпе пурăннă, çырла тата ытти çимĕçсене пуçтарса çинĕ, хăйсен авалхи йăлисене тытса тăнă, çĕре пуççапнă, «тĕлĕксен сĕмĕпе» пурăннă. Торрес пырĕн утравĕсенче пурăнакансем — меланезисем — çĕр çинче ĕçлесе пурăннă.

1606 çулта Вилль Янц (нидерл. Willem Jansz), Duyfken ятлă голланди карапĕн капитанĕ, Австралине уçнă. XVII ĕмĕрте голландсем хут çине анăç тата çурçĕр çыранĕсене Çĕнĕ Голланди ятпа карттăсем çине ӳкерсе илнĕ, анчах та кунти çĕрсем çине куçма шутламан.

1770 çулта Джеймс Кук (акăлч. James Cook) материкăн тухăç çыранне уçнă, ăна вăл вара Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс (акăлч. New South Wales) ят хунă та Британи çĕрĕсем çумне хушнă.

Америкăри колонисене çухатнă хыççăн Британи кунта вăрă-хурахсене ссылкăна яма пуçлать. Британи колонийĕ Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс Сидней пурăну вырăнĕнчен пуçланса кайнă, ăна Артур Филип капитанĕ 1778 çулхи кăрлач, 26 кунĕнче никĕсленĕ. Ван Димен (паянкунхи Тасмани) çĕрне 1803 çулта пуçласа янă, 1825 çулта çак çĕр уйрăм колони шутне кĕнĕ. Аслăбритани континентăн ытти çĕрĕсене (паянкунхи Анăç Австралине) 1829 çулта хăй çумне çыпăçтарнă. Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс çĕрĕсенче Кăнтăр Австрали (1836), Виктори (1851) тата Квинсленд (1859) колонисене йĕркеленĕ. Викторипе Кăнтăр Австрали çĕрĕсене «ирĕклĕ колонисем» тесе туса хунă, унта ирĕксĕр куçарнă çынсем пурăнман. Анăç Австрали те «ирĕклĕ» пулнă, анчах каярахпа ĕçлекенсем çитменнине пула ирĕксĕрлесе янă çынсене те йышăнма тытăннă. Аборигенсен шучĕ, малтан 350 пин пулнă пулсан, 150 çул хушши питĕ хытă чакнă, çак вăл куçса лекекен чирсенчен те, хӳтĕрлесе урăх çĕре пурăнма куçарнинчен те. 1967 çулхи референдумпа аборигенсем гражданлăх правине çĕнсе илнĕ. Австралин Çӳлти сучĕ Mabo v Queensland (No 2) ĕçĕ пирки йышăнăвĕ Австралире колонизаци пуçланнă чухнехи «никамăнмар çĕр таврашĕ» япалана пĕтернĕ, аборигенсен çĕр прависене саккун шутне çырнă. 18551890 çулсенче ултă британи колонисене хăйнехăйпуласлăха (выр.-самоуправление) панă, вĕсем 1901 çулхи кăрлач, 1 Австрали федерацине доминионсен шучĕпе кĕнĕ.


1931 çулхи Вестминстер статучĕпе, Австралипе Аслă Британие конституци тăрăх британи монархĕ çыхăнтарса тăрать. Тĕнчен иккĕмĕш вăрçи пуçлансан Австрали хăйĕн çарĕсене Аслăбритание пулăшма ярать. 1940-1941 çулсенче австрали çарĕсем вăтаçĕртинĕс вăрçă театрĕнче çапăçаççĕ. Австрали çĕрне вăрçă австрали крейсерĕ «Сидней» тата нимĕç крейсерĕ «Корморан» пĕр-пĕрне путарнă хыççăн пырса çитет: «Сидней» крейсерăн пĕтĕм экипажĕ (645 çын) пĕтнĕ, «Корморан» экипажĕ карапĕ çинчен анса парăннă. Пёрл-Харбор инкек-синкеклĕ катострофи хыççăн австрали çарĕсем Япуние хирĕç вăрçа тухаççĕ. 1942 çулхи нарăсра Сингапура çухатсан 15 000 австрали салтакĕсем япун тыткăнне лекеççĕ. Тепĕртакран япунсем Дарвин çине бомбăсем пăрахаççĕ. 19 уйăх хушшинче Австралин çурçĕр ен çĕрĕсене 100 хут ытла тăшмансем сывлăшран тапăнаççĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче япун шывай киммисем Сидней порчĕнче темиçе карапа путараççĕ. Япунсем Австралие вăрçса кĕрсе хупăрласа илме хатĕрленеççĕ.

Пайланăвĕ

Халăхĕ

Австралин тĕп халăхĕ — XIX тата XX ĕмĕрсенчи иммигрантсен тăхăмĕсем, вĕсенчен чылайăшĕ Аслă Британипе Ирландирен куçса килнĕ.

Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи хыççăн халăх йышĕ иммиграцине пула 4 хутчен ӳснĕ.

Официаллă чĕлхеакăлчан чĕлхи (австрали акăлчан чĕлхи).

Çутçанталăкĕ

Хуçалăхĕ

Уявĕсем

Çавăн пекех пăхăр

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link GA Шаблон:Link GA