Кузнецов Иван Данилович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
59-мĕш йĕрке: | 59-мĕш йĕрке: | ||
[[Категори:Чăваш литературин тишкерӳçисем]] |
[[Категори:Чăваш литературин тишкерӳçисем]] |
||
[[Категори:Чăваш çыравçисем]] |
[[Категори:Чăваш çыравçисем]] |
||
[[Категори:Хĕрлĕ профессура институтĕнче вĕренсе тухнисем]] |
|||
[[Категори:1906 çулта çуралнисем]] |
[[Категори:1906 çулта çуралнисем]] |
||
[[Категори:Çĕртмен 11-мĕшĕнче çуралнисем]] |
[[Категори:Çĕртмен 11-мĕшĕнче çуралнисем]] |
17:07, 30 Чӳк уйӑхӗн 2014 вӑхӑтри верси
Иван Кузнецов | ||
Çуралнă вăхăт: | Çĕртме, 11, 1906 | |
---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Вырăскасси ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ Елчĕк районĕ, Чăваш Ен, Раççей Федерацийĕ) | |
Вилнĕ вăхăт: | Нарăс, 1, 1991 | |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР, СССР | |
Ĕçлев тĕсĕ: | истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ, чăваш çыравçи, литература тишкерӳçи, историкĕ | |
Парнесем: | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ | |
Чыславсем: |
| |
Иван Данилович Кузнецов (1906 çулхи çĕртме, 11, Вырăскасси ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) — 1991 çулхи нарăс, 1, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш литературин тишкерӳçи, чăваш çыравçи.
Профессор, истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ.
СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ (1970 ç.).
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
1906 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче çуралнă.
Шупашкар рабфакĕнче, Мускав хĕрлĕ профессура институтĕнче пĕлӳ пухнă. Парти обкомĕн культурăпа пропоганда пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пынă. Чăваш кĕнеке издательствин ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ.
Чăваш патшалăх университечĕн СССР истори кафедрин пуçлăхĕ, профессор пулнă. ĂТИ ăслăлах ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
1991 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ)
Ӗçĕсем
Рабфакра ĕçленĕ чухнех тишкерӳ статьисене çырма пуçланă. Г. Келипе тупăшса çырнă. К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, П. Хусанкай, е Н. Шелепи пултарулăхне тĕрĕс мар хаклакансен йăнăшĕсене тӳрлетсе те çырма тивнĕ. «Чăваш культурипе литературин хăш-пĕр ыйтăвĕсем» кĕнекере паллă çыравçăсен пултарулăхне тĕплĕн тишкерсе тухнă.
- «Национальный вопрос и чувашская литература»
- «Литература и время»
- «Правда истории и художественная достоверность»
Вуламалли
- Артемьев, Ю.М. Наци культурин паянхипе ыранхи ыйтавĕсем / Ю.М. Артемьев // Тăван Атăл. - 1992. - № 4. - С. 60 – 65.
- Васильев, Е. Прошлое вопрошает, допрашивает / Е. Васильев // Советская Чувашия. - 1993. - 3 июня.
- Денисов, П.В. Неутомимый исследователь / П.В. Денисов, В.Д. Димитриев // Советская Чувашия.-1976.- 12 июня.
- Димитриев, В.Д. Коммунист, критик, историк / В.Д. Димитриев, Н.С. Павлов // Советская Чувашия. –1966.- 16 июня.
- Михайлов, Е.П. Наш учитель / Е.П. Михайлов, Г.Б. Матвеев // Молодой коммунист. - 1981. - 11 июня.
- Румянцев, М.В. Классик чувашской исторической науки / М.В. Румянцев // Ульяновец. - 1996.-20 июня.
- Хлебников, Г.Я. Хватка «железного» критика / Г.Я. Хлебников // Советская Чувашия. - 1993. - 2 февраля и др.
Асăрхавсем
Каçăсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш литературин тишкерӳçисем
- Чăваш çыравçисем
- Хĕрлĕ профессура институтĕнче вĕренсе тухнисем
- 1906 çулта çуралнисем
- Çĕртмен 11-мĕшĕнче çуралнисем
- Нарăсăн 1-мĕшĕнче вилнисем
- 1991 çулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем