Киев: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
260-мĕш йĕрке: 260-мĕш йĕрке:
* [[Подол (Кейӳ)|Подол]]
* [[Подол (Кейӳ)|Подол]]
* [[Кейӳ зоопаркĕ]]
* [[Кейӳ зоопаркĕ]]
* [[Чернигов]]


== Каçăсем ==
== Каçăсем ==

05:12, 19 Кӑрлач уйӑхӗн 2015 вӑхӑтри верси

Кейӳ
Хула гербĕ
Кейӳ элемĕ
Патшалăх: Украина
Регион: тĕп хули
Никĕсленĕ: 482
Хула, çултан: паллă мар
Халăх йышĕ, пин çын: 2 666,3 (2005)
Хула лаптăкĕ: 839 км2
Геогр. анлăхĕ: 50°27′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 30°30′ х.т. д

Кейӳ, — Украина патшалăхĕн тĕп хули. Днепр юханшыв хĕрринче ларать.

Хула кун-çулĕ

Археологи тĕпчев ĕçĕсем кăтартнипе Кейӳ облаçĕнчи пурăну вырăнĕсем 15 000—20 000 çул каяллах пулнă.

Бронзăллă ĕмĕр тапхарĕнче кăнтăр-анăç территоринче шурă грудов культури ? пулнине кăтартнă. Энеолитпа (пăхăр ĕмĕрĕ) неолит тапхăрĕсене триполи культури палăкĕсем кăтартаççĕ, çак саманана тĕпчевçĕсем виççе пайлаççĕ: малти пирĕн эрăччен (4 500 — 3 500), вăтам (3 500—2750) тата кайри (2 750 — 2 000) çулсем.

Пирĕн эрăччен I пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче — I пинçуллахан пĕрремĕш пайĕнче Кейӳçумĕн çурçĕр-анăçĕнче Зарубинĕç культури аталанса пынă.

Хальхи Кейӳ (хулипе облаçĕ) вырăнĕнче Тимĕр ĕмĕрĕнче чернях археологи культури (ăна çаплах «кейӳ культури» тесе палăртаççĕ) пулни паллă, унăн ӳсĕмĕ II—V ĕмĕрсенче анăç енчен Анат Потанавçи çеçенхирлĕ-вăрманлă çĕрĕсенчен пуçланса тухăçра Днепрăн сулахай çыранĕсемпе Чернигов çĕрĕсене çитиччен сарăлнă.

Хулана никĕслени çинчен пĕр халап çӳрет. Вăл халап тăрăх хулана Кий, Щек, Хорив тата вĕсен аппăшĕ Лыбидь V ĕмĕрте никĕсленĕ. Вăл полянсен тĕп вырăнĕ пулса тăмалла пулнă. Хула ятне аслă пиччĕшĕн ячĕпе панă.

Хулана никĕсленĕ çул шутне 482 çула усă кураççĕ. Пĕрремеш хут вара хулана хут çинче 862 çулта асăннă. Вăл хут тăрăх хулана 854 çулта никĕсленĕ тенĕ.

882 çултанпа вăл Кейӳ Руçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1240 çулта хулана тутар-монголсем аркатнă. 1362 çултан пуçласа Аслă Литва Кнеçлĕхне тата Посполит Речне кĕрет.

1654 çултан пуçласа Раççей Империйĕ шутне кĕнĕ. 1934 çултанпа Украин ССРĕн тĕп хули. 1941 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕпе 1943 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ хушшинче нимĕçсемнимĕçсен аллинче пулнă.

1917 çулхи чӳк — 1920 Кейӳ алран ала куçнă, тăрăмĕ пĕрмаях улшăнса тăнă:

1918, кăрлач — 1919, ака — ирĕклĕ Украинăн (Тĕп Рада, Скоропадского Хетьмăнлăхĕ, Петлюрăн Директорийĕ) тĕп хули. Çав хушăрах, 1918 ç., совет Украина ССРĕн тĕп хули Харьков пулнă. 1934 ç. Совнарком йышанăвĕпе Украинăн тĕп хули ятне Харьковран Кейӳне куçараççĕ

Ӳкерчĕк:Color 26.jpg
Нимĕç оккупации тапхăрĕ. Кейӳ хулинчи наци демонстарцийĕ

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Кейӳ нимĕçсен тытăмĕнче авăн, 19, 1941чӳк, 6 1943 пулнă.[1] 1941 çулта, çурла-авăн уйăхĕсенче Кейӳ çумĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин чи пысăк çапăçăвĕсенчен (Кейӳ çапăçăвĕ (1941))пĕри пулса иртнĕ.

Хӳтĕлев тапхăрĕнчи паттăрлăх кăтартнăшăн, 1961 çулхи çĕртме, 21 СССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе Кейӳ хулине паттăр хула чыслăх ретне кĕртнĕ; 1965 çулхи çу, 8 СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ çирĕплетнĕ. 1991 раштав уйăхĕнчен Кейӳ — ирĕклĕ Украина тĕп хули.

1991 çултанпа Украина патшалахĕн тĕп хули.

Халăх йышĕ

XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче 30 000 яхăн çын пурăннă. Халăх çырăвĕпе (2001) Кейӳре 2 611 300 пурăнакан пулнă.

Климачĕ

Тĕнĕ

Кейӳ, Энтри чиркĕвĕ

Çутĕç

Украина наци техника университечĕ «КПИ».

Промăçлăх

Кейӳ Украинăн пысăк промăçлă тĕпĕ шутланать. Хулара халăх хуçалăхĕн пур отраçлĕсем ĕçлеççĕ, апат-çимĕç те, самолёт тăваканĕ те.

Транспорчĕ

Ӳкерчĕк:Dnepr4.jpg
Кейӳ, Кейӳ метрополитенĕ.
Ӳкерчĕк:Southmost.jpg
Киев, Кăнтăр кĕперĕ (Кейӳ метрополитенĕ).

Пысăк транспорт çыххи (чукун çулпа шоссе çулĕсем; юханшыв порчĕ; Борисполе тĕнче аэропорчĕ тата çĕршывăн шалĕнчи Жуляны аэропорчĕ). Машинă тăвакан пысăк тĕпĕ; металлурги, çăмăл, полиграфиллĕ промăçлăхсем. 1960 ç. 3 йĕрлĕ, 56,5 çм тăсăлăвлĕ метрополитен (çавăн пекех Кейӳ метрополитенĕ вулăр).

Этеплĕх, кану вырăнĕсем

Кейӳ трамвайĕ.

Кейӳре 27 музей, 25 театăр тата театров-студи (сăмахран, Украинăн Т. Г. Шевченко ячĕллĕ наци опера театăрĕ).

Кейӳ хули этеплĕхпе ӳнерлĕх палăкĕсемпе пуян. Вĕсенчен чи чаплисем: Ылтăн хапха, Софи соборĕ (XI ĕмĕр), Выдуб мăнаçтырĕ (XI в.), комплекс сооружений Кейӳ-Печерă лаври (XI—XVIII ĕмĕрĕсем), Михайлов Ылтан тăрăллă мăнаçтăр, Берестари Спас чиркĕвĕ (XII ĕмĕр), Чĕрĕлӳ барокко, Энтри, Покров, Троица чиркĕвĕсем, Кловпа Мариин керменĕсем.

Вăрман, парк тата сад лаптăкĕ хулан лаптăкĕн çурри ытла пулать. Хула картинче икĕ ботаника сачĕ.

Кейӳне тĕрĕсех тĕнчери чи симĕс хулисенчен пĕри теççĕ (тахçан вăл чи симĕсси шутланнă). Çу уйăхĕнче, хăш çул кĕр кунĕсенче те, капăр чечекленекен Кейӳ каштанĕсем хула симвăлĕсем пулаççĕ.

Пысăк кинотеатрсем: «Жовтень», «Киев», «Украина», «Баттерфляй».

Пайланăвĕ

Сылтăм çыранĕнчи Кейӳ.
Кейӳн административлă пайĕсем

Кейӳ хули 10 районтан тăрать:

Днепр Кейӳре

Днепрăн сылтăм енче:

Днепрăн сулахай енче:

Днепрăн сулахай çыранĕ:

  1. Десна районĕ — 320 пин.
  2. Днепр районĕ — 360 пин.
  3. Дарница районĕ — 250 пин.

Кейӳ кнеçĕсем

Кий (кнеç), Çек и Хорив

Аскольдпа Дир864—882

Олег Вещий879—912

Игорь Рюрикович913—945

Ольга (Кейӳ арăм кнеç)945—957

Святослав I957—972

Ярополк Святославич972—978

Владимир I Святославич (Креститель) — 978—1015

Святополк I Окаянный1015—1016,1018—1019

Ярослав I Мудрый1016—1018,1019—1054

Изяслав Ярославич1054—1068,1069—1073,1077—1078

Всеслав Полоцкий1068—1069

Святослав II Ярославич1073—1076

Всеволод Ярославич1076—1077,1078—1093

Святополк II Изяславич1093—1113

Владимир Всеволодович Мономах1113—1125

Мстислав Владимирович Великий1125—1132

Ярополк II Владимирович1132—1138

Всеволод II Ольгович1139—1146

Вячеслав Владимирович1146—1155 (только номинально, фактически — Изяслав)

Изяслав II Мстиславич1146—1149,1151—1154

Юрий Владимирович Долгорукий1149—1151,1155—1157

Ростислав Мстиславич1154—1155

Изяслав III Давыдович1157

Мстислав II Изяславич1157—1169

Хулан пуçлăхĕсем

Хулан пĕрремĕш пуçлăхне 1835 çулта суйласа лартнă.

  • Павел Демидов Сан-Донато
  • Густав Эйсман
  • Николай Ренненкампф
  • Иван Толли.
  • Степан Сольский (1887—1900)
  • Василий Проценко (1900—1905)
  • Иван Дьяков (1906—1916)
  • Федор Бурчак (малтан — Дьяковăн çумĕ)
  • Евгений Рябцев
  • Андрей Иванов
  • Андрей Бубнов — 1940 çулта репрессие лекнĕ
  • Иван Дьяков (1919, тепĕр хут, деникин оккупацийĕ)

1919 — хула пуçлăхĕн вырăнне «хула канашĕн ертӳçи» пулать.

  • Ян Борисович Гамарник (1921—1923), кайран РККА — Политуправлени пуçлăхĕ, хăй çине хăйех ал хунă
  • Григорий Ф. Гринько (1924—1925), каярах — финансă наркомĕ, репрессиленĕ
  • Пантелеймон Свистун (1925—1927)
  • Юрий Войцеховский (1928—1932)
  • Иван Воробьёв (1932)
  • Василий Быструков (1932—1934)
  • Рафаил Петрушанский (1934—1937), репрессиленĕ
  • Павел Христич (1937), репрессиленĕ
  • Николай Пашко (1937—1940), репрессиленĕ
  • Иван Шевцов (1940—1941), нимĕç оккупацийĕ (1941—1943) вăхăтĕнче гитлер эткерĕсем айăпласа вĕлернĕ
  • Нимĕç администрацийĕ (çарпа граждан)
    • Курт Эберхард (1941), генерал-майор, çар коменданчĕ
    • Марве (1941—1942), штадткомиссар
    • Реденбахер (1942) штадткомиссар
    • Ремер (1942) çар коменданчĕ
    • Рогауш (1942—1943), штадткомиссар
    • Берндт (1943), штадткомиссар
  • Вырăнти администраци (граждан)

Совет тăрăмĕ (1943—1991)

Совет тапхăрĕ хыççăн (1992 çултанпа)

Тăванлă хуласем

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем