Офорт: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
29-мĕш йĕрке: 29-мĕш йĕрке:
* В. М. Звонцов
* В. М. Звонцов
* И. И. Шишкин
* И. И. Шишкин
* Сальвадор Дали
*[[Сальвадор Дали]]
* Юрий Яковенко
* Юрий Яковенко
* Борис Французов
* Борис Французов

18:16, 12 Ака уйӑхӗн 2015 вӑхӑтри верси

Виçĕ йывăç, 1643

Офорт (фр. eau-forte — азот йӳçĕкĕ, сăмахла куçарсен — «çирĕп шыв»), тата аквафорте (итал. acquaforte) — тимĕр-шăран çинче чĕрсе каснă, станоклă графикан тарăн пичет мелĕ, ĕçленĕ май ÿкернине йӳçĕкпе çийентерсе, пичеть калăпĕнчен («хăминчен») çапăнтарса илсе пичет тĕслĕхĕсене илме май паракан гравюра тĕсĕ. XVI ĕмĕртен паллă. Офорт мелĕпе Альбрехт Дюрер, Жак Калло, Рембрандт тата ыттисем те ĕçленĕ.

Кун-çулĕ

Пĕрремĕш хурçă çинче каснă çийентерсе илнĕ пичет ĕçĕсене эпир Аугсбург ăсти — Даниэль Хопферĕн 1501-1507-мĕш çулсенчи ĕçĕсем тăрăх пĕлетпĕр. Çав вăхăталлах швейцар гравёрĕ У. Граф твмиçе офорт ĕçĕ ăсталанă, вĕсенчен чи палли 1513-мĕш çула лекет. 1515-1518 -мĕш çулсенч Альбрехт Дюрер хурçă çинче ултă офорт хайланă, вĕсен хушшинче унăн паллă ĕçĕ — «Пысăк тупă» та пур.

Ĕç мелĕ

Пичеть калăпне çакăн пек хатĕрлеççĕ — тимĕр-шăран питне ирĕлтернĕ ăвăса е йӳçĕк çийентереймен лакпа хуплаççĕ, каярах ун çинче чĕрсе квсса ÿкерчĕк тăваççĕ. Унтан вара пичет калăпне йӳçĕкпе тултарнă савăта хураççĕ, йӳçĕкĕ чĕрсе уçнă вырăнĕсене çийентерсе тарăнлатать.Ун хыççăн тимĕр хăммине лакран е ăвăсран тасатаççĕ. Пичетлес умĕн сăрăпа хупласа яка лаптăкне çĕтĕкпе тасатаççĕ, тарăн вырăнĕсенче юлнă сăрă пичетленĕ май хут çине çапăнса тухать. Çапла вара, офорт тарăн пичет меслетĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Офорт ăстисем

Паллă офорт «Арман», 1641
  • Вильгельм Лейбль
  • Альбрехт Дюрер
  • Харменс Рембрандт
  • Сальватор Роза
  • Жак Калло
  • Г. Ф. Захаров
  • Е. П. Чемесов
  • Франсиско Гойя
  • Теофиль Стейнлен
  • А. Л. Цорн
  • Василий Матэ
  • Кете Кольвиц
  • Г. С. Верейский
  • Дмитрий Митрохин
  • Джорджо Моранди
  • В. М. Звонцов
  • И. И. Шишкин
  • Сальвадор Дали
  • Юрий Яковенко
  • Борис Французов

Вуламалли

  • Звонцов В., Шистко В. Офорт. Техника. История. СПб: Аврора, 2004 ISBN 5-7300-0717-5

Каçăсем