Гольфстрим: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Legobot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 1 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q130905 (translate me)
Dexbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Removing Link GA template (handled by wikidata)
16-мĕш йĕрке: 16-мĕш йĕрке:
[[Категори:Тинĕс юхăмĕсем]]
[[Категори:Тинĕс юхăмĕсем]]
[[Категори:Атлантика океанĕ]]
[[Категори:Атлантика океанĕ]]

{{Link GA|en}}

13:13, 25 Ҫу уйӑхӗн 2015 вӑхӑтри верси

Гольфстрим юхăмĕ.
Гольфстримăн Çурçĕр Америка патĕнчи термо картти. Çăлкуçĕ: НАСА.

Гольфстри́м (кӳлмекрен юхни) — Атлантика океанĕн ăшă тинĕс юхăмĕ.

Пулса кайни, ăçталла юхни

Гольфстрим юхăмĕн кун-çулĕнче темиçе ĕç-хĕл вылять. Çавсен шутне атмосферăн циркуляцийĕ тата çурçĕрелле куçнă сĕм хăватланса пыракан Кориолис вăйĕ те кĕрет. Гольфстримăн тăхăмĕ — Флорида юхăмĕэкватортан Мексика кӳлмекне Кубăпа Юкатан хушшинчи тинĕс пырĕпе шуçса пырать. Сехет сăни шунă евĕр, Флорида юхăмĕ тата Кубăпа Флорида хушшинчи татах хĕсĕртерех тинĕс пырĕпе Атлантика океанне кĕрет.

Мексика кӳлмекĕнче ăшă шывпа тулнă Флорида юхăмĕ Пахам утравĕсем патĕнче Антиль юхăмĕпе пĕрлешĕнет те Гольфстрим ятне кĕрет, малалла çăтă ярăмлăн Çурçĕр Америкăн çыранĕпе юнашар юхать. Çурçĕр Каролина тĕлĕнче Гольфстрим материкран уçăмлă океана тарать. Тепĕртак 1500 çухрăмран вăл сивĕ Лабрадор юхăмĕпе тĕл пулать, çавна пула тухăçалла, Европа еннелле тайăлать. Тухăçалла ăна Кориолис вăйĕ хăвалать. Европа çулĕнче пăсланнипе, сивĕннипе тата уйрăлса каякан юхăмĕсене пула Гольфстрим чылай хăватне çухатать, çапах та вăл ватă Европăна самаях çемçе çанталăк парнелет. Мăн Ньюфаундленд банкинчен иртсен Гольфстримăн çурçĕр-тухăç малашлăхне Çурçĕр-Атлантика юхăмĕ теççĕ.

Флорида кӳлмекĕнче çак юхăм 25 млн. м3/ç куçарать, ку вара Çĕр çинчи пур юханшывсен пĕрлĕ куçаракан шывĕнчен 20 хут ытларах шутланать.

Каçăсем