Никитин Николай Никитич (çыравçă): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
п Викификация
Chuvash2014 (Сӳтсе яв | хушни)
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

16:55, 11 Ҫу уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Никитин Николай Никитич, — чăваш çыравçи, сăвăçи. 1920 çулта Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Лапракасси ялĕнче çыралнă. 1983 çулта чĕри тапма чарăннă.

Пурнаçĕ

Советски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, кайран Шупашкарти вăтам парти шкулĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

«Капкăн» журнал редакцийĕнче вăй хунă.

Ӗçĕсем

Кулăшла калавсем, сăвăсем, пĕр пайлă пьесăсем çырнă. Ун сăввисемпе нумай кĕвĕç шӳтлĕ юрăсем кĕвеленĕ.

Унăн çак кĕнекесем пичетленсе тухнă:

  • «Упа»;
  • «Сенкер кĕрĕклĕ Венера» (1971);
  • «Ылтăн шăл» (1973);
  • «Хамăр хушăра» (1975);
  • тата ыттисем.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем