Улатимĕр Турă Амăш турăшĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Frhdkazan (Сӳтсе яв | хушни)
65-мĕш йĕрке: 65-мĕш йĕрке:
[[Категори:Улатимĕр символĕсем]]
[[Категори:Улатимĕр символĕсем]]
[[Категори:Турă Амăш турăшĕсем, алфавитпа]]
[[Категори:Турă Амăш турăшĕсем, алфавитпа]]
[[Категори:Википеди:Суйласа илнĕ статьясем]]

12:42, 26 Юпа уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Улатимĕр (Чăваш-хула) Турă Амăш турăшĕ
Владимирская (Вишгородская) икона Божией Матери
ӳкерчĕк
уçăлнă вăхăт: V ĕмĕр
Турăша çырнă мел: йывăç хăма, темпера сăррисем, Елеуса (Юмартлăх)
Управ вырăнĕ: Тăлмачсемри Сăваплă Микулай чиркĕвĕ, Мускав
Уяв кунĕсем 21 çу (3 çĕртме), 23 çĕртме (6 утă), 26 çурла (8 авăн)
Турăш сăнĕ Викиампарта
 

Улатимĕр Турă Амăш турăшĕ (малтан Чăваш-хула) — Турамăш турăшĕ, Вырăс Чиркĕвĕн чи хисеплĕ турăшĕсенчен пĕри; асамлă шутланать.

Ăшлăхĕ

Турăш çырнă мел енчен Улатимĕр турăшне Елеуса тĕсне (Юмартлăх) хушаççĕ. Пепке пит çăмартипе Амăшĕн питне çепĕççĕн сĕртĕннĕ. Турăш Амăшĕпе Ачин хушшинчи тачă чун-кăмăл çыхăнăвне туллин кăтартса парать. Марье Ывăлĕн çĕр çинчи асаплă çулне малтанах курса тăрать. Улатимĕр турăшĕ ытти Елеуса майлă турăшсенчен уйрăлса тăрать: Христос Пепки сулахай урине ура тупанĕ курăнмалла хуçлатнă.

Хыçалти енĕ

Астул тата асапсен хатĕрĕсем. Улатимĕр турăшĕн хыçалти енĕ

Хыçалти енĕ çинче Этимаси (хатĕрлесе хунă астул) тата асапсен хатĕрĕсене ӳкернĕ, вĕсем XV ĕмĕр пуçламăшне (турăша иккĕмĕш хут юсанă тĕлне) тивеççĕ. Турăш чи малтанах иккĕ енлĕ пулнă тесе шутлаççĕ: ăна ковчегăн пĕрпек калăпăшĕсем тата иккĕ енчи çĕввисем те тĕрĕслетсе параççĕ.

Кун-çулĕ

Тулаш енĕсене ÿстериччен (75×55 см)

Чиркÿ халапĕ тăрăх, турăша евангели çыруçи Лука çырнă.Турăш V ĕмĕрте Феодосий ĕмпÿ вăхăтĕнче Иерусалимран Кустантин хулине лекнĕ.

Руçе Висантирен XII ĕмĕр пуçламăшĕнче (1131-мĕш çул патнелле) Кустантин патриархĕ Лука Хрисоверг Мстислав кнеçе парнеленĕ.

Малтанах Улатимĕр турăшĕ Кейӳ таврашĕнчи Чăваш-хулари хĕрарăмсен Богородичный мăнастăрĕнче упраннă.

Юрий Долгорукий ывăлĕ Андрей Боголюбский 1155-мĕш çулта турăша Улатимĕре илсе çитернĕ, унта вăл Успени чиркĕвĕнче упраннă.

1395-мĕш çулта Тамерлан Василий I çине тапăнсан Мускава тăшманран хăтарма турăша унта куçарнă.

1918 -1926-мĕш çулсенче çĕнетсе тӳрлетнĕ хыççăн, 1926 -мĕш çулта турăша Патшалăх истори музейне панă.

1930-мĕш çулта ăна Патшалăх Третьяков галереине куçарнă.

1999-мĕш çулхи авăн уйăхĕнчен турăш Третьяков галереине пăхăнуллă Тăлмачсемри Сăваплă Микулай чиркÿ-музейĕнче упраннă.

Вуламалли

  • Alpatoff M. und Lasareff V. Ein byzantinisches Tafelwerk aus der Komnenenepoche. — Jahrbuch der preussischen Kunstsammlungen, Bd. XLVI, Hf. II. Berlin, 1925, S. 140—155 [рус. текст: Византийская икона комниновской эпохи. / Лазарев В. Н. Византийское и древнерусское искусство. Статьи и материалы. — С. 9—29]
  • Анисимов А. И. Владимирская икона Божией Матери. — Прага, 1928
  • Lazarev V. Storia della pittura bizantina. — Torino, 1967, p. 204, 257
  • Кочетков И. А. Древние копии иконы «Богоматерь Владимирская» // Древняя Русь. Вопросы медиевистики. — 2003, № 3 (13). — С. 44—62.
  • Владимиров Иосиф. Послание некоего изуграфа Иосифа к цареву изуграфу и мудрейшему живописцу Симону Федоровичу // Древнерусское искусство: ХVІІ век. — Москва, 1964. — С. 33.

Каçăсем