Шăмăршă районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
72-мĕш йĕрке: 72-мĕш йĕрке:
* [[Улатимĕр Владимир Михайлович]], — [[сăвăç]], [[прозаик]], [[тăлмач]].
* [[Улатимĕр Владимир Михайлович]], — [[сăвăç]], [[прозаик]], [[тăлмач]].
* [[Уруков Виталий Иванович]], [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]]
* [[Уруков Виталий Иванович]], [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]]
* [[Эсливанова Капитолина Никитична]] ([[1893]]-[[1979]] — юрăçă<ref>Илюхин Ю.А. [http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=3221 Чăваш энциклопедийĕнчи статья.]</ref>.
* [[Яковлев Валерий Николаевич]], СССР халăх артисчĕ.
* [[Яковлев Валерий Николаевич]], СССР халăх артисчĕ.


77-мĕш йĕрке: 78-мĕш йĕрке:
* [[Шăмăршă районĕн ялĕсем]]
* [[Шăмăршă районĕн ялĕсем]]
* «[[Шăмăршă хыпарĕ (хаçат)|Шăмăршă хыпарĕ]]» [[хаçат]].
* «[[Шăмăршă хыпарĕ (хаçат)|Шăмăршă хыпарĕ]]» [[хаçат]].
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}


== Каçăсем ==
== Каçăсем ==

11:19, 26 Чӳк уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Шăмăршă районĕн картти
Шăмăршă районĕн картти

Шăмăршă районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр енче вырнаçнă район. Районăн администрациĕ Шăмăршă салинче вырнаçнă.


Çурçĕр енче Патăрьел районĕпе, хĕвеланăç енче Улатăр районĕпе, хĕвелтухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тутарстанăн Çĕпрел районĕпе тата Чĕмпĕр облаçĕпе, хĕвелтухăç енче Тутарстанăн Пăва районĕпе чикĕленет.

Шăмăршă районĕн территоринче Тутарстанăн виçĕ анклавĕ вырнаçнă, çавăн пекех Шăмăршă районĕн анклавĕсем Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕ чиккинче (Улмаллă ял), Тутарстанăн Çĕпрел районĕнче (Канаш паçулки) тата Тутарстанăн Пăва районĕнче (Максим Горький паçулки)вырнаçнă.

Кун-çулĕ

Пĕрремеш хут Хырла тăрăхĕпе унти ялсем пирки XVI ĕмĕр варринчи, вырăс çарĕсем Хусан ханлăхĕне хирĕç çапăçма кайнă вăхăтри хутсенче асăнаççĕ. Анчах ку вырăнсенче çынсем авалранах пурăннă. Археологсем Никишкинăпа Улмаллă ялĕсем патĕнче ĕлĕкхи пурăнмалли вырăнсене тупнă. IX–XIII ĕмĕрсенче Шăмăршă тăрăхĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. 1236-мĕш çулта монгол-тутарсен çарĕ Атăлçи Пăлхара аркатнă хыççăн, нумай çынна вĕлернĕ, ыттисем вăрмансене тарнă. Вара çак вырăнта «тискер хир» пулса кайнă.

XVI ĕмĕр варринчен, Хусан ханлăхĕ Раççей патшалăхне кĕнĕ хыççăн, çынсем каллех кунта пурăнма тытăнаççĕ. Иккĕ тапхăра палăртаççĕ:

  1. XVI-мĕш ĕмĕр вĕçĕ — XVII-мĕш ĕмĕрĕн малтанхи çурри: хырла засека йĕрне тунă хыççăн;
  2. 1648 çултан — Чĕмпĕр хулине никĕслесе Чĕмпĕр уесĕ тунăран.

1667-мĕш çулта Чĕмпĕр уесĕнче çак ялсене асăнаççĕ: Шимурша (Шăмăршă), Болтайка Уразлеева (Мишер Палтиел), Мордовские Тюки (Ирçе Тĕкки), Буяново, Малое Болтаево, Андреевка (Энтриел). Çак ялсене Чăваш республикин çурçĕр тата вăта районсенчи чăвашсем, Кокшайск уесĕнчи çармăссем, Хусан уесĕнчи чăвашсемпе тутарсем, Улатăр уесĕнчи ирçесем никĕсленĕ.

1797-мĕш çулта Чĕмпĕр кĕпернинче генералла çĕр виçевне пуçланă. Хресчен общинисен, улпутсен, хуласен тата ыттисен çер чиккисене палăртнă. Çак вăхăтра Шăмăрша районĕн ялĕсем Пăва уесĕн Вăрманкасси, Хура Ката, Кахăрлă вулăсĕсене кĕнĕ.

1835-мĕш çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сенат хутайĕпе килĕшӳллĕн Чĕмпĕр кĕпернинчи патшалăх хресченĕсене Императăр Килĕн министерствин удел Департаментне куçарнă. Вулăссем вырăнне удел прикаçĕсем туса хунă. Хальхи Шăмăршă районĕн хресченĕсене Чĕмпĕр удел кантурĕн Шăхаль, Шăмалак тата Парки приказĕсене лекнĕ.

1920-мĕш çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне (тĕп хули Шупашкар) тăвас текен йышăну тухнă. ЧАО шутне Хусан кĕпернин Шупашкар, Етĕрне тата Çĕрпӳ уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпернин Кăрмăш тата Пăва уесчĕсен хăшпĕр вулăсĕсем, çав шутра Шамкайпа Шăмăршă вулăсĕсем, кĕнĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи халăх çыравĕпе 17.2 пин çынна шутласа илнĕ. Районта 33 ял. Ялĕсем йышлă, вăтамран 547 çын пурăнать.

Халăх йышлăхĕ — 1 тв. çм. 23 çын пурăнать.

Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: чăвашсем - 78%, тутарсем - 11%, вырăссем - 6,9%.

Администрациллĕ пайлану

Çутçанталăк

Район вăрманпа хирлĕ вăрман зонисен чиккинче вырнаçнă. Кăнтăр хĕвелтухăç пайĕнче хура çĕр çинче хирсем вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç пайĕсенче Сăр тăрăхĕнчи вăрман вырнаçнă. Районăн пысăк пайне (56 %) вăрман йышăнать. Унта хыр вăрманăнĕ анлă сарăлнă, хутăш хурăнпа ăвăс ӳсет. Вăрмансен 54 % хыр йышăнать, 8 % - юман, çĕмçĕ çулçăллă йывăçсем (ăвăс, хурăн, çăка) - 35 %. Вăрманта пăши, сăсар, путене, хир чăххи пурăнать. Пасна хĕрринче хăнтăрсем пурăнаççĕ. Шăмăршă районĕнче Чăваш вăрманĕ наци паркĕ вырнаçнă.

Шыв ресурсĕсем

Район тăрăх Хырлапа Пасна тата вĕсен юррисем юхаççĕ. Çĕр айĕнчи шывăн пахалăхĕ начар пулинпе Хырла юханшывĕ çинче Патирек ялĕ патĕнче 15 млн м3 калăпăшлă шывуправĕ тăваççĕ.

МИХ

Районти хаçат "Шăмăршă хыпарĕ".

Ял тăрăхĕсем

Район шутне 9 ял тăрăхĕ кĕрет:

  1. Пăчăрлă Пашъел ял тăрăхĕПăчăрлă Пашъел ялĕ;
  2. Пуянкасси ял тăрăхĕПуянкасси ялĕ;
  3. Карапай-Шăмăршă ял тăрăхĕКарапай-Шăмăршă ялĕ;
  4. Васан ял тăрăхĕВасан ялĕ;
  5. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕКивĕ Чукал ялĕ;
  6. Палтиел ял тăрăхĕПалтиел ялĕ;
  7. Чаткас ял тăрăхĕАнат Чаткас ялĕ;
  8. Чукал ял тăрăхĕВырăс Чукал ялĕ;
  9. Шăмăршă ял тăрăхĕШăмăршă ялĕ.

Паллă çынсем

Çавăн пекех

Асăрхавсем

Каçăсем