Данилов Николай Фёдорович (çыравçă): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
40-мĕш йĕрке: 40-мĕш йĕрке:
* [http://litkarta.nbchr.ru/cgi-bin/irbis64r_14/cgiirbis_64.exe?LNG=&Z21ID=&I21DBN=KZDKR&P21DBN=KZDKR&S21FMT=lk_biogr&C21COM=S&S21P03=I=&S21STR=-888865 Данилов Николай Федорович.]
* [http://litkarta.nbchr.ru/cgi-bin/irbis64r_14/cgiirbis_64.exe?LNG=&Z21ID=&I21DBN=KZDKR&P21DBN=KZDKR&S21FMT=lk_biogr&C21COM=S&S21P03=I=&S21STR=-888865 Данилов Николай Федорович.]


[[Категори:Чăваш Ен паллă çыннисем]]
[[Категори:Чăваш Енĕн паллă çыннисем]]
[[Категори:Чĕмпĕрте çуралнисем]]
[[Категори:Чĕмпĕрте çуралнисем]]

15:07, 26 Чӳк уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Данилов Николай Фёдорович
Çуралнă вăхăт: 1901, раштав, 10
Çуралнă вырăн: Чĕмпĕр, Чĕмпĕр кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1969, кăрлач, 28
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: СССР
Ĕçлев тĕсĕ: текстологи, фольклор,
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Данилов Николай Фёдорович (1901, раштав, 10, Чĕмпĕр хули, Чĕмпĕр кĕперни — 1969, кăрлач, 28, Шупашкар, Чăваш АССР) — критик, халăх пултарулăхне пухакан, текстолог.

СССР ÇП пайташĕ (1934). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ.

«Хĕрлĕ Çăлтар» орденне, медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ

1901 çулхи раштавăн 10 Чĕмпĕр хулинче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче, вĕрентекенсен семинаринче, Халăх çутĕç институчĕнче вĕреннĕ. Вăрçăра Тăван Çĕршыва хӳтĕленĕ.

«Сунтал» журнал редакциĕн секретарĕ, «Канаш» хаçатăн редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче ĕçленĕ.

1969 çулхи кăрлачăн 28 Шупашкарта вилнĕ.

Ӗçĕсем

К. Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, И. Яковлевăн, Яков Ухсайĕн, К. Турханăн тата ыттисен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.

Ытти халăхсен çыравçисен ĕçĕсене чăваш чĕлхи çине куçарнă.

Вăл пухнă халăх пултарулăхĕсем темиçе кĕнекере пичетленсе тухнă:

  • «Чувашские и народные сказки» (чăваш тата халăх юмахĕсем, 1949);
  • «Сказки и предания чувашей» (чăвашсен юмахĕсемпе халапĕсем, 1963);

Асăрхавсем

Каçăсем