Рерих, Николай Константинович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
{{Пĕр хушаматлисем|Рерих}}
{{Ӳкерçĕ
{{Ӳкерçĕ
|фон=
|фон=

17:39, 3 Раштав уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Рерих хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николай Константинович Рерих
Фотографи
Çуралнă вăхăт: 1874 çулхи юпа, 9
Çуралнă вырăн: Санкт-Петербург, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1947 çулхи раштав, 12
Вилнĕ вырăн: Наггар, Химачал-Прадеш, Инди
Гражданлăх: Раççей империйĕ
Жанр: ÿкерÿçĕ, сăрă ÿнер, ту-сăрт сăнарĕ, истори сăрă ӳнерĕ, фреска, мозаика, театр ӳкерçи
Викиампарти ĕçсем

Никола́й Константи́нович Ре́рих (1874 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕ (юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ), Санкт-Петербург — 1947 çулхи раштав уйăхĕн 13 -мĕшĕ, Наггар, Химачал-Прадеш, Инди) — вырăс ӳкерӳçĕ, шухăшлавçă, çыравçă, çулçӳревçĕ, археолог[1].

Пурнăç тăршшĕпе тĕнчери паллă галерейăсенче упранакан 7000-е яхăн картина ÿкернĕ, нумай литература ĕçĕ хатĕрленĕ. Рерих Пакчĕн пуçаруçи тата авторĕ.

Рерих 42 çул Раççейре, 20 çул Индире, 3 çул Америкăра, 2 çул Финляндире, 1 çул Францире, 1 çул Англире, 2 çул Китайра, çулталăк çурă Тибетра, 7-8 уйăх Монголире пурăннă.

1920-мĕш çултанпа тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра Рерих музейĕсем ĕçлеççĕ. Унăн идейисене, Агни Йога философилле вĕрентĕве тытса тăракан, ăна пурнăçласа пыракансен ушкăнĕ рерихизм юхăмне йĕркеленĕ.

Кун-çулĕ

1874-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Санкт-Петербургра çуралнă. 1897-мĕш çулта Император ÿнер ăкадемине пĕтернĕ, 1898-мĕш çулта вара - Санкт Петербургри Император университечĕн юридици факультетне. 1901 çулта Николай Рерих Елена Ивановна Шапошниковăна качча илнĕ. Вăл Н.К.Рерихшăн кил управçи анчах мар, икĕ талантлă ывăлăн - Юрийпе Святославăн - амăшĕ те, пур ĕçĕнчи юлташĕ те, ĕçлеме хавхвлантараканĕ те пулса тăнă.

Н.К.Рерих 1901 çулта ÿнере хавхалантаракан Общество секретарĕ, 1906-мĕш çулта — ÿнер шкулĕн директорĕ, 1909-мĕш çулта Раççейри ÿнер академийĕн академикĕ пулса тăнă, 1910-мĕш çулта «Илемлĕх тĕнчи» ÿнер пĕрлешĕвне ертсе пыма пуçланă. Николай Константинович Раççейри ÿнерĕ чĕрĕлĕвĕн Обществине йĕркелекенĕсенчен тата унăн ĕçне активлă хутшăнаканĕсенчен пĕри пулнă, Раççейре ÿнер тата аваллăх палăкĕсене хÿтĕлекенсен тата сыхлакансен Обществине, тата ытти нумай пĕрлешÿсене тăван енре анчах мар, чикĕ леш енче те пуçарса ертсе пынă.

Нью-Йоркра 1920-1922 сулсенче Н.К.Рерих пĕрлешÿллĕ ÿнер институтне йĕркеленĕ. Унтах, 1923-мĕш çулта, Рерих Музейĕ уçăлнă. 1924-1928-мĕш çулсенче Николай Константинович Гималай, Тибет, Монголи урлă, 1934-1935- мĕш çулсенче вара Маньчжурипе Китай урлă наука-ÿнер экспедицине йĕркелес шухăш тытать. 1942-мĕш çулта вăл пуçарнипе АПШра Америка-вырăс культурин ассоциацийĕ йĕркеленет, Н.Рериха унăн хисеплĕ президентне суйлаççĕ.

1928- мĕш çулта Рерихсен çемйи Хĕвеланăç Гималайри Кулу тăрăĕнче пурăнма пуçланă. Унта «Урусвати» Гималай наука тĕпчев институчĕ йĕркеленнĕ. Анăçлă ĕçленĕ пирки вăл тĕнчипех палăрнă. 285 институтпа, университетсемпе, наука обществисемпе, медицина учрежденийĕсемпе, музейсемпе тата библиотекăсемпе çыхăну тытнă.

Рерихăн культура анинчи ĕçне Çветтуй Анна, Çветтуй Владимир,Çветтуй Станиславăн III- мĕш степеньлĕ вырăс орденĕсемпе, Çветтуй Саввăн I-мĕш степеньлĕ Югослави орденĕпе, Швед патшалăхĕн Çурçĕр çăлтăрĕн I-мĕш степеньлĕ орденĕпе, Францин çÿллĕ шайри наградипе — Хисеплĕ Легион орденĕпе хисеплесе палăртнă.[2]

Курав речĕ

Асăрхавсем

  1. ^ Скумин В.А., Ауновская О.К. Светоносцы (о семье Рерихов)
  2. ^ Скумин В.А. Культура Здоровья — фундаментальная наука о человеке. — Новочебоксарск: Терос, 1995. — С. 59-60. — 132 с.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем