Галкин Александр Алексеевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 2 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q3609495 (translate me)
72-мĕш йĕрке: 72-мĕш йĕрке:
{{Chuvashia-bio-stub}}
{{Chuvashia-bio-stub}}
{{Тăван Атăл журналăн тĕп редакторĕсем}}
{{Тăван Атăл журналăн тĕп редакторĕсем}}
{{Чăваш Енĕн халăх çыравçисем‎‎}}


[[Категори:Пайăр çынсем:Элĕк районĕ]]
[[Категори:Пайăр çынсем:Элĕк районĕ]]

05:07, 2 Нарӑс уйӑхӗн 2017 вӑхӑтри верси

Александр Галкин
Çуралнă чухнехи ят: Галкин Александр Алексеевич
Çуралнă вăхăт: нарăс, 12, 1928
Çуралнă вырăн: Чулкаç ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2002
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: Проза, поэзи, куçару ĕçĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1977), Чăваш халăх сăвăçĕ (1997)
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра.
Галкин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Галкин Александр Алексеевич (1928 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕ, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Чулкаç ялĕ2002 çул, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ[1].

СССР ÇП пайташĕ (1963).

Пурнăçĕ

1928 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă.

1953 çулта Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче редактор пулса, «Тăван Атăл» журналта тĕп редакторĕн ĕç вырăнĕнче, «Капкăн» журналăн литература уйрăмĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

Çыравçă 2002 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Пултару ĕçĕсем

Хăйĕн литература енчи пултарулăхне Аленксандр Галкин нумай енчен кăтартнă. Сăвăсем, поэмăсем, калавсем, юптарусем çырнă. Çавăн пекех нумай куçарнă. Ачасем валли те нумай хайланă.

Александр Галкинăн пĕтĕмпе 30 кĕнеке пичетленсе тухнă:

  • «Пĕчĕк ĕçченсем» (1958);
  • «Сурăм шарлакĕсем» (1961);
  • «Хăрушă тĕлĕк» (1969);
  • «Пурнăçра — пĕр мыскара»
  • «Сĕрен кĕперĕ умĕнче»
  • «Тăван тавралăхра»
  • «Кукăр пăшал»
  • «Сиплĕ сăмах»
  • «Вăйăран вăкăр»
  • «Туссем»
  • «Хĕвел тухсан»
  • «Хаваслă ачасем»

Вĕсенчен вырăсла 5 кĕнеке, тутарла 1 кĕнеке тухнă.

Ун сăввисем çине икçĕре яхăн юрă хывнă:

  • «Шупашкар каçĕсем»;
  • «Кăвак чечексем»;
  • «Санпа кăна»;
  • «Сурăмпала Выла хушшинче»;
  • «Аннене»;
  • «Çĕмĕртсем ларсассăн çеçкене»;
  • «Мĕн кирлĕ-ши»;

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлеги: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • «Чăваш литературин антологийĕ», Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм, Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .

Асăрхавсем

Каçăсем