Мари чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
120-мĕш йĕрке: 120-мĕш йĕрке:
Чăваш чĕлхине мариран килнĕ сăмахсем урăхларах илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: когыльо – кукăль, кутко – кăткă.
Чăваш чĕлхине мариран килнĕ сăмахсем урăхларах илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: когыльо – кукăль, кутко – кăткă.


Мари чĕлхине чăвашларан уйрăм сăмахсем кăна мар, грамматика конструкцийĕсем те, вĕсен хушшинче аффикссем кĕнĕ.<ref>[[Мойсио Арто|Арто Мойсио]]. Именные словосочетания марийского и чувашского языков [http://ru.chuvash.org/e/d098d0bcd0b5d0bdd0bdd18bd0b520d181d0bbd0bed0b2d0bed181d0bed187d0b5d182d0b0d0bdd0b8d18f20d0bcd0b0d180d0b8d0b9d181d0bad0bed0b3d0be20d0b820d187d183d0b2d0b0d188d181d0bad0bed0b3d0be20d18fd0b7d18bd0bad0bed0b2]</ref><ref>Hasselbäck, Andre. Tatar & Chuvash Code-copies in Mari. ISBN 91-554-6125-5 </ref>
Мари чĕлхине чăвашларан уйрăм сăмахсем кăна мар, грамматика конструкцийĕсем те, вĕсен хушшинче аффикссем кĕнĕ.<ref>[[Мойсио Арто|Арто Мойсио]]. Именные словосочетания марийского и чувашского языков [http://ru.chuvash.org/e/d098d0bcd0b5d0bdd0bdd18bd0b520d181d0bbd0bed0b2d0bed181d0bed187d0b5d182d0b0d0bdd0b8d18f20d0bcd0b0d180d0b8d0b9d181d0bad0bed0b3d0be20d0b820d187d183d0b2d0b0d188d181d0bad0bed0b3d0be20d18fd0b7d18bd0bad0bed0b2]</ref><ref>Hasselbäck, Andre. Tatar & Chuvash Code-copies in Mari. ISBN 91-554-6125-5</ref>


== Сăмах тĕслĕхĕсем <ref>[http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=2;t=1878;st=20 Чăвашла-марилле сăмахсар: Чăваш канашлăвĕ]</ref> ==
== Сăмах тĕслĕхĕсем <ref>[http://oldforum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=2;t=1878;st=20 Чăвашла-марилле сăмахсар: Чăваш канашлăвĕ]</ref> ==


{| class="prettytable sortable attable" border="1" width="350"
{| class="prettytable sortable attable" border="1" width="350"

20:12, 24 Нарӑс уйӑхӗн 2017 вӑхӑтри верси

Мари чĕлхи
Тăван ячĕ: Марий йылме
Патшалăхсем: Раççей Федерацийĕ
Регионсем: Мари Эл, Пушкăртстан, Тутарстан, Свердловск облаçĕ, Киров облаçĕ
Официаллă статус: Мари Эл Мари Эл
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Урал çемьи
Финн-укăр турачĕ
Финн-Атăл группи

Тăванла чĕлхесем: ирçĕ, мăкшă

Çырулăх: кириллица (Мари çырулăхĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3:
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Мари чĕлхифинн-укăр ушкăнне кĕрекен чĕлхе, финн сыпăкĕ. Мари Эл республикинче вырăс чĕлхипе пĕрле официаллă чĕлхе шутланать. Марисем калаçаççĕ.

Диалектсем

Мари чĕлхи виçĕ тĕп диалект çине пайланать — улăх, туçи тата тухăç калаçăвĕсем. Икĕ литература чĕлхи пур: улăх марипа туçи мари диалекчĕсем çинче никĕсленеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленсе кайнă. Асăннă литература чĕлхисене пĕрлештерес тĕлĕшпе темиçе проект та йĕркелесе пăхнă, пĕри те ăнăçман. Марипа чăваш чĕлхи хăй вăхăтĕнче, вăтам ĕмĕрсенче, тачă çыхăнура тăнă. Çав хутшăнуран паян кунчченех мари чĕлхинче нумай чăваш сăмахĕпе ытти чĕлхе единици сыхланса юлнă. М.Р. Федотов словарĕ тăрăх, ун пек лексема хисепĕ 1 200 яхăн. Чăваш чĕлхинче 200 патне мари сăмахĕ пур.

Алфавичĕсем

1887 çулхи мари алфавичĕ

Улăх мари алфавичĕ

А а Б б В в Г г Д д Е е Ё ё Ж ж
З з И и Й й К к Л л М м Н н Ҥ ҥ
О о Ӧ ӧ П п Р р С с Т т У у Ӱ ӱ
Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ Ы ы
Ь ь Э э Ю ю Я я

Туçи мари алфавичĕ

А а Ä ä Б б В в Г г Д д Е е Ё ё
Ж ж З з И и Й й К к Л л М м Н н
О о Ӧ ӧ П п Р р С с Т т У у Ӱ ӱ
Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ Ы ы
Ӹ ӹ Ь ь Э э Ю ю Я я

Чăваш чĕлхипе çыхăнни

Мари чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕ сасă тĕлĕшĕнчен пăртак улшăнать: хаяр – аяр, сухан – шоган, уксах – окшак, çамрăк – самырык.[1]

Чăваш чĕлхине мариран килнĕ сăмахсем урăхларах илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: когыльо – кукăль, кутко – кăткă.

Мари чĕлхине чăвашларан уйрăм сăмахсем кăна мар, грамматика конструкцийĕсем те, вĕсен хушшинче аффикссем кĕнĕ.[2][3]

Сăмах тĕслĕхĕсем [4]

Марилле Чăвашла
кеквлä (кайык) кайăк
комбы хур
лыды кăвакал
цеве чăх
карак ула курак
йуксэ акăш
оравий (пӧрткай) çерçи, салакайăк
кесия чĕкеç
кäды кăвакарчăн
шыжвык шăпчăк
ышкал ĕне
ӱшкӱж вăкăр
презы пăру
кесы качака
шарык сурăх
тäгä така
патя путек
имни лаша
масак упа
пире кашкăр
ур пакша
морен мулкач, куян
шӱле чĕрĕп
ыдр каюра
каля шăши
ырвыж тилĕ
ел ăман
арашынгы шăна
ангремшы эрешмен
почемыш сăпса
лепе лепĕш

Глаголĕ

Хальхи-пулас вăхăчĕ

Пить Пĕррели Нумайли
1 -ам/-ем -ына/-ена
2 -ат/-ет -ыда/-еда
3 -еш/-а -ыт/-ат
Пить Пĕррели Нумайли
1 ом она, огына
2 от ода, огыда
3 ок, огеш огыт

Иртнĕ вăхăчĕсем

Пить Пĕррели Нумайли
1 -ым/-ышым -на/-ышна
2 -ыч/-ышыч -да/-ышда
3 -о (-ӧ, -е)/-ыш -ыч/-ышт
Пить Пĕррели Нумайли
1 шым ышна
2 шыч ышда
3 ыш ышт


Пить Пĕррели Нумайли
1 -ынам/-енам -ынна/-енна
2 -ынат/-енат -ында/-енда
3 -ыч/-ышт -ыныт/-еныт
Пить Пĕррели Нумайли
1 омыл огынал, онал
2 отыл огыдал, одал
3 огыл огытыл

Хушнă глаголĕ

Пить Пĕррели Нумайли
1
2 -о, -ӧ, -е -са, -за/-ыза
3 -шо, -шӧ, -ше/-ыжо, -ыжӧ, -ыже -ышт
Пить Пĕррели Нумайли
1
2 ит ида
3 ынже ынышт

Прототипĕ

Пить Пĕррели Нумайли
1 мый (эпĕ) ме (эпир)
2 тый (эсĕ) те (эсир)
3 тудо (вăл) нуно (вĕсем)

Асăрхавсем

  1. ^ Э.В. Фомин. Чи хитре чĕлхе [1]
  2. ^ Арто Мойсио. Именные словосочетания марийского и чувашского языков [2]
  3. ^ Hasselbäck, Andre. Tatar & Chuvash Code-copies in Mari. ISBN 91-554-6125-5
  4. ^ Чăвашла-марилле сăмахсар: Чăваш канашлăвĕ

Каçăсем

Wikipedia
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|мари чĕлхи уйрăмĕ]].