Кăнна Кушки: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
||
44-мĕш йĕрке: | 44-мĕш йĕрке: | ||
|сайт = |
|сайт = |
||
}} |
}} |
||
{{Капăрлатмалла}} |
|||
'''Кăнна Кушки''' — [[Тутарстан]]ăн [[Тутарстанăн Теччĕ районĕ|Теччĕ районĕнчи]] [[чăваш]] [[ял]]ĕ. [[Кăнна]] [[юханшыв|шывĕ]] хĕрринче вырнаçнă. |
'''Кăнна Кушки''' — [[Тутарстан]]ăн [[Тутарстанăн Теччĕ районĕ|Теччĕ районĕнчи]] [[чăваш]] [[ял]]ĕ. [[Кăнна]] [[юханшыв|шывĕ]] хĕрринче вырнаçнă. |
||
97-мĕш йĕрке: | 96-мĕш йĕрке: | ||
{{Теччĕ районĕ}} |
{{Теччĕ районĕ}} |
||
{{Tatar-geo-stub}} |
|||
[[Категори:Тутарстан]] |
[[Категори:Тутарстан]] |
||
[[Категори:Тутарстанри Теччĕ районĕн ялĕсем]] |
[[Категори:Тутарстанри Теччĕ районĕн ялĕсем]] |
18:03, 1 Ака уйӑхӗн 2017 вӑхӑтри верси
Кăнна Кушки
|
Кăнна Кушки — Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Кăнна шывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Тавралăхĕ
Ялтан 4 çухрăмра Хулаш (хула вырăнĕ) пур. Çав вырăна пĕр вăхăт хушши Кăнна Кушки çыннисем уйрăлса тухса пурăннă, ялĕ те Хулаш ятлах пулнă; кайран çынсем каялла таврăнса Хулашкасси пуçарса янă. Кăнна Кушкипе Хулаш хушшинче Кĕçĕн Ур тата Аслă Ур çырмисем пур. Çаван пекех Иванскипе (12 кил, 18 çын) Маевка ялĕсем уйрăлса тухнă.
Ялпа юнашар 4 çăл пур, вĕсене тирпейленĕ. Вĕсем шутĕнче Макласапа Караска.
Кун-çулĕ
1593/94-мĕш çулсенче Çерпӳ уесĕнчи Кушкă вулăсĕнчи ясак хресченĕсем Тинпайпа Кизилпай Янышевсем юлташĕсемпе Хырла хĕррине куçса Тимпаел ялĕ никĕсленĕ.
1705 çулта Хырал хĕрринчи çĕрĕсен пăрахса Кăнна юханшывĕ хĕрринче çĕнĕ ял никĕсленнĕ. Çав çулах вырăс хресченĕсене Семен Макарьевпа юлташĕсене çав пушă ялта ясак уйăрса панă[1]
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
1727 çулхи пĕрремеш ревизи вăхăтĕнче ялта 144 ясак хресченне палăртнă. 1762-мĕш çулта 199 арçын, 215 хĕрарăм.
Ялта ял тăрăхĕн çурчĕ, "Память Яковлева" ПСХК правленийĕ, вăтам шкул,фельдшер пункчĕ, клуб, И.Я. Яковлев музейĕ, ял вулавăшĕ, почта, часавай, сбербанк уйрăмĕ пур. Яла газпроводпа водопровод кĕртнĕ. Пӳрт çумĕнче 33 сотка çĕр лаптăкĕ [2].
Ялти урамсен, паллах официаллă ячĕсем пур. Çав вăхăтрах вĕсен кулленхи калаçусенче усă куракан ячĕсем пирки те калама пулать. Кĕтескас, Хулаш касси, Чечен кас.
Яковлев палăкĕ
2008 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Я. Яковлев çуттатуртавçă çуралнăранпа 160 çул çитнипе ялта ун палăкĕ туса хучĕç. Скульпторĕ В. Нагорнов. Уçнă церемонинче Чăваш Енрен, Тутарстан Республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен сумлă çынсем килсе пухăнчĕç. [3].
Паллă çынсем
- Иванов Игнатий Иванович — çыравçă.
- Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович — актёр, режиссёр, чăваш театрне тата "Чăвашкино" студие йĕркелекенĕ.
- Казакова Анна Григорьевна — чăваш юрăçи.
- Петĕркки, Тиххăн — çыравçă.
- Резюков Николай Андреевич (1998-1969 — чĕлхеçĕ, лексикограф, Н.И.Ашмарин вĕренекенĕ тата ĕçне малалла тăсаканĕ[4].
- Рекеев Алексей Васильевич — сăваплăхçă, вĕрентевçĕ, çуттатуртаслăх ĕçлевçи.
- Яковлев Иван Яковлевич — чăвашсен аслă çуттатуртавçи.
- Алга Александр Егорович- çыравçă.
Вуламалли
Асăрхавсем
- ^ Димитриев В.Д. Из истории родной деревни И.Я.Яковлева //История и культура Чувашской АССР,. — Шупашкар: ЧНИИ, 1975.
- ^ Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
- ^ Паян палăк уçрĕç — «Сувар» хаçатăн 2008-04-18-мĕшĕн кăларăмĕнчи статья
- ^ Дегтярёв Г. А. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |