Павлов Василий Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Spam
36-мĕш йĕрке: 36-мĕш йĕрке:


==Каçăсем==
==Каçăсем==

* [http://chuvash.org/news/11801.html Василий Павлов 65 çул тултарнă]
{{Chuvashia-bio-stub}}
{{Chuvashia-bio-stub}}



17:55, 16 Авӑн уйӑхӗн 2017 вӑхӑтри верси

Василий Павлов
Çуралнă чухнехи ят: Павлов Василий Иванович
Çуралнă вăхăт: 1951, пуш, 10
Çуралнă вырăн: Кĕтеснер ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш АССР, СССР
Професси: драма артисчĕ
Гражданлăх:
Хастар çулсем: 1967 - х.в.
Театр: Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши яч. ÇКТ
Рольсем: Айтар, Сибура, Хамăр Толя
Спектакльсем: «Çамрăклăх çеçкере», «Çěпěр дивизийě», «Сăваплă вут», «Масаркасси ясарěн 77-мěш матки»
http://www.kino-teatr.ru/teatr/acter/m/ros/381265/bio/

Василий Иванович Павлов — чăваш драма артисчĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1987), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2000). РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008). «Чěнтěрлě чаршав» театр парни лауреачĕ. В. Митта ячĕллĕ парне лауреачĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Павлов В.И. 1951 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте нумай ачаллă колхозник çемьйинче çуралнă. Шкул çулĕсенче, пĕрремĕш класранах, стена хаçачĕ кăларма хутшăннă.Пурте Василий ӳнерçĕ пулать тесе шутланă.

1967 çулхи юпа уйăхнче Павловăн пурнăç урапи пачах урăх еннелле пăрăнать. Вăтам шкула вĕренме пăрахса театрта ĕçлеме пуçланине ниепле те ĕненес килмен. В.Павлова тӳрех икĕ роль шанса параççĕ - паж тата маркиз де Падетруа ("Золушка"). Пукане труппинче тăваттă çул ĕçлет вăл. Василий Иванович пĕлӳ çителĕксĕррине туять, анчах вĕренме каяс вырăнне унăн салтак атти тăхăнма тивет.

Çартан таврăнсан Чăваш республикин культçутĕç вĕрентешĕн дирижер-хор уйрăмне (курс ертӳçи — О. Я. Агакова) вĕренме кĕнĕ, 1981 çулта ăнăçлă вĕçленĕ. Малта вара каччăна çĕнĕ рольсем, репетицисем, спектакльсем, гастрольсем кĕтнĕ. Пушă вăхăтра вара В. Павлов сăрă тытса тăван тавралăха ӳкерет. Чăлха, ăшă кĕпе çыхма та ӳркенмест. Ара, çакă киленӳ кӳрет-çке!

Вуламалли

Каçăсем