Павлова Надежда Васильевна: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Spam
п Откат правок Патша Тихон (обсуждение) к версии Andreevart
101-мĕш йĕрке: 101-мĕш йĕрке:
* [http://dancers.invisionzone.com/index.php?showtopic=34736 Nadezhda Pavlova - Ballet Talk for Dancers]
* [http://dancers.invisionzone.com/index.php?showtopic=34736 Nadezhda Pavlova - Ballet Talk for Dancers]
* [http://www.politjournal.ru/index.php?action=Articles&dirid=182&tek=6079&issue=173 Надежда Павлова: «Главное, чтобы механизм работал!»]
* [http://www.politjournal.ru/index.php?action=Articles&dirid=182&tek=6079&issue=173 Надежда Павлова: «Главное, чтобы механизм работал!»]
* [http://chuvash.org/news/15330.html Надежда Павлова балет ӑсти «Наедине со всеми» кӑларӑмра чунне уҫнӑ]

* [http://chuvash.org/news/12373.html Надежда Павлова балерина 60 тултарнӑ]



[[Категори:Пайăр çынсем, алфавитпа]]
[[Категори:Пайăр çынсем, алфавитпа]]

19:52, 16 Авӑн уйӑхӗн 2017 вӑхӑтри верси

Павлова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Надежда Павлова
Надежда Васильевна Павлова
Çуралнă чухнехи ят Надежда Васильевна Павлова
Çуралнă вăхăт 15 çу 1956
Çуралнă вырăн Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх ССРП РФ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ашшĕ Василий Павлович
Амăшĕ Мария Ильинична
Премисемпе чысланисем
Хисеп Палли орденĕ (1976)
ССРП халăх артисчĕ— 1984 РСФСР халăх артисчĕ— 1982 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1977 Шаблон:Ленин комсомолĕн парни

Надежда Васильевна Павлова (1956 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă) - балерина, профессор, СССР халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Пӗтӗм Союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ[1][2].

Халĕ Мускавра пурăнать.

Пурнăçĕ

1956 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. Ашшĕ тата амăшĕ - чăвашсем.

Надежда Павлова ачаранах ташă килĕшнĕ, 7 çултанпа Пионерсен çурчĕн хореографи кĕтесĕнче пултарулăхне ӳстернĕ. 1966 çулта ăна Пермь хореографи училищинчен Шупашкара пултаруллă ачасене суйлама пынă вĕрентекенĕсем асăрханă, Пермь хулине вĕренме чĕннĕ][3]

Надьăн ачалăхĕ Атăл çинче, вĕренӳ çулĕсем Чулман Атăл çумĕнче иртнĕ. Çиччĕ çул хушши: 2 - 8-мĕш классенче - вăл Людмила Павловна Сахарова вĕрентӳçĕ патĕнче ăсталăха илнĕ. 2-мĕш классранах Надя концертсене хутшăнать. Номерĕсене ун валли М. Газиев ӳнерлесе лартать - "Девочка и эхо", "Маленькая балерина", "Озорница", ачасен спектаклĕсенчи сăнарсене мĕнпуррине пурне те вĕренсе оперăпа балет театăрĕнче ташлать. Пăхакансен асăмĕнче "Коппелири" Пукане, "Дон Кихотри" Амурчик, "Спящяя красавицăри" Красная шапочка санарĕсем яланлăхах упранса юлаççĕ.

1970 çулта Пермь театрĕ Мускав гастролĕсем хыççăн çамрăк балеринăна "Театр" журналта палăртнă.

15 çулта Надежда Павлова Пĕтĕм Союзри балетмейстерсемпе балет артисчĕсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илет.

1973 çулта Мускавра Тĕнчери балет артисчĕсен II-мĕш ăмăртăвĕнче Гран-при çĕнсе илет. Ку вăхăтра Надежда Павлова хамăр çĕршывра та, ют çĕрсенче те - Италире, Японире, Китайра, Австрире, Германире, Францире тата АПШ-ра - гастрольсенче нумай ĕçлет, пăхакансене çăмăл ташшипе илĕртет.

Майя Плисецкая ун пирки питĕ ăшшăн "Вăл ытла та илемлĕ" тесе палăртнă. Надежда Павловăн пурнăçĕ пĕтĕмлех балетпа, ташăпа çыхăннă. Унăн юратнă кĕвĕçи - П. И. Чайковский.

1975 çулхи авăн уйăхĕнче Надежда Павлова хăйĕн иккĕмĕш театр çултапхăрне Большой театăрăн солисчĕ пулса уçнă.

Асаф Мессерер класĕнче Марина Семенова ертсе пынипе хăйĕн ăсталăхне ӳстерсе, Надежда Павлова Пысăк театрта классика ташине çӳле хăпартать, унăн ӳнер пултарулăхĕнче драма тĕввисем хунавланаççĕ.

1983 çулта Надежда Павлова хăйĕн репертуарне М. Бежар тата Д. Баланчин миниатюрисем, паянкунхи хореографовсен опусĕсене кĕртет. Балерина Большой театăрăн паллă солисчĕсемпе - Вячеслав Гордеевпа, Александр Богатыревпа и Валерий Анисимовпа, каярахпа Алексей Фадеечевпа, Юрий Васюченкопа, Ирек Мухамедовпа - ĕçлет.

1986/87 çулсенче Надежда Павлова "Камерный балетпа" пĕрле С. Власов çĕнетсе хатерленĕ М. Фокинăн "Синкер сухал" балетĕнче Флоретта камичĕн партине тата Пысăк театăрăн спектаклĕнче Одетта-Одиллия драмăллă партине ташласа хăйĕн тĕрлĕтĕслĕ пултарулăхне кăтартать.

1992 - 1994 çулсенче Надежда Павлова - Надежда Павловăн балет театăрĕн, 1995 çултанпа - Ренессанс-балет театăрĕн пултаруллăх ертӳçи. 1995 çулта Люксембургри, 1996 çулта Гонконгри Тĕнчери балет артисчĕсен ăмăртăвĕсен жюри ĕçĕсене хутшăннă. ГИТИС балетмейстерсен уйрăмĕнче вĕренсе тухса педагог-репетитор пулса, Францинче, Германире, Японире, Финляндире ăстаçă класĕсене ирттерет. 1999 çулта Надежда Павлова Вашингтонра Раççей культура тĕпне уçнă çĕрте хутшăнать.

Халĕ Надежда Павлова классикăпа паянкунхи хореографипе усă курать тата Раççей театр ӳнерĕн академинче (РТИА) вăй хурать, Пысăк театр артисчĕсене классика репертуарне вĕрентет.

Пултарулăх ĕçĕсем

Вунçиччĕри Надя Павлова Н. Боярчиковăн "Ромеопа Джульетта" спектаклĕнче Джульетта пулса, "Жизель" (Б. Щербинин редакциленĕ) балетĕнче Жизель сăнарне уçса ташланă.

Балеринăн çичĕ çул хушшинче хатĕрлесе театрăн репертуарĕнче кăтартнă паллă сăнарĕсем: Мари - "Щелкунчик" (Ю. Григорович), Геро - В. Боккадоро çырнă "Любовью за любовь" , Китри - "Дон Кихот" (Р. Захаров редакципе), Фригия - "Спартак" (Ю. Григорович реж.), Эола - "Икар" (В. Васильев реж.), принцесса Флорина тата Аврора - "Спящяя красавица" (Ю. Григорович ред.), Валентина - "Ангара" (Ю. Григорович), Принцесса - "Деревянный принц" (А. Петров), Сильфида - "Шопениана" (М. Фокин).

Надежда Павлова совет-америка "Синкер вĕçен кайăк" фильмĕн (Дж. Кьюкор реж.) тата "Сицили хӳтĕленĕвĕ" детективлă кинолентăра (реж. - В. Грахов) тĕп ролĕсене вылянă. Н. Павловăн ташшине "Асаф Мессерер" (1981, реж. Ф. Слидовкер), "Дочери Отчизны" (1976, реж. Н. Орлов) документлă фильмсенче, "Дон Кихот" телеверсиллĕ балетĕнче (1978, реж. Е. Мачерет) тата Ф. Слидовкерăн Лист кĕвĕçĕ çырнă "Поэмы" телефильм-балетра (1981) курма пулать.

Н. Павлова çинчен ӳнерленĕ ĕçсем

Балерина çинчен кăларнă кинофильмсем: "Танцует Надя Павлова" (1973, В. Баранов реж.), "Джульетта" (1974, Б. Галантер реж.), "Дуэт молодых" (1977, В. Граве реж.), "Надежда Павлова" (1992, С. Конончук реж.).

Тĕрлĕ вăхăтра Надежда Павлова сăнарĕсене Игорь Васильев, Любовь Лондон скульпторсем тата Евгений Широков, Илья Глазунов, Валерий Косоруков ӳнерçĕсем çырнă.

Чыславсемпе парнесем

  • СССР халăх артисчĕ (1984)
  • Чăваш халăх артисчĕ
  • Ленин комсомол парни лауреачĕ,
  • Пĕтĕм Союзри тата тĕнчери ăмăртусен тата фестивальсен лауреачĕ
  • Раççей театр ӳнер академи профессорĕ
  • Хисеп Палли орденĕ.
  • 1999 çулта ăна Донецкра "Тĕнчери балет Çăлтăрĕсем" лауреачĕ ятпа тивĕçтернĕ.

Вуламалли

  • A. Demidov, The Russian ballet: past & present. N.Y., 1977; L., 1982;
  • S. Montague, The ballerina, N.Y., 1980.
  • С. Коробков, "Путь в большой балет. Семь уроков в Пермском хореографическом училище". - Пермь, 1989;
  • М. Железкова, "Надежда Павлова"
  • J. Gregory Giselle immortal: the story of Giselle as performed by Nadia Pavlova and Yuri Soloviev" (Лондон, 1982).
  • Фотоальбом "Танцует Надежда Павлова" с текстом А. Авдеенко (Пермь, 1986)
  • Э. Бочарникова, Г. Иноземцева, "Тем, кто любит балет". М., 1988;
  • А. Мессерер, "Танец. Мысль. Время", М., 1990.

Асăрхавсем

Каçăсем