Петĕр Хусанкай: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
34-мĕш йĕрке: 34-мĕш йĕрке:


== Паллă ĕçĕсем ==
== Паллă ĕçĕсем ==
Петĕр Хусанкай пурĕпе 50 [[кĕнеке]] ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 [[вырăс чĕлхи|вырăсла]] çутта тухнă. Ют çĕрсенче те нумай кĕнеке калапланнă. Чи паллисен шутĕнче унăн «Аптраман тавраш» [[сăвăллă роман]]ĕ тăрать. Сăмах май каласан, романăн ячĕ [[афоризм]]а та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай [[Пушкин Александр Сергеевич|А. С. Пушкинăн]] «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «Ромео и Джульетта», А. Блокăн «Двенадцать» пултару ĕçĕсене асăнмалла. [[Иванов Константин Васильевич|К. В. Ивановăн]] «Нарспи» поэмине [[вырăс чĕлхи|вырăсла]] куçарни чи ăнăçли шутланать.
Петĕр Хусанкай пурĕпе 50 [[кĕнеке]] ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 [[вырăс чĕлхи|вырăсла]] çутта тухнă. Ют çĕрсенче те нумай кĕнеке калапланнă. Чи паллисен шутĕнче унăн «Аптраман тавраш» [[сăвăллă роман]]ĕ тăрать. Сăмах май каласан, романăн ячĕ [[афоризм]]а та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай [[Пушкин Александр Сергеевич|А. С. Пушкинăн]] «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «<nowiki/>[[Ромеопа Джульетта]]<nowiki/>», А. Блокăн «Двенадцать» пултару ĕçĕсене асăнмалла. [[Иванов Константин Васильевич|К. В. Ивановăн]] «Нарспи» поэмине [[вырăс чĕлхи|вырăсла]] куçарни чи ăнăçли шутланать.


Унăн сăввисемпе поэмисенe [[вырăс чĕлхи|вырăс]], [[украин чĕлхи|украин]], [[полхар чĕлхи|полхар]], [[акăлчан чĕлхи|акăлчан]], [[франс чĕлхи|франс]], [[нимĕç чĕлхи|нимĕç]], [[итал чĕлхи|итал]], [[чех чĕлхи|чех]], [[арап чĕлхи|араб]], [[грузин чĕлхи|грузин]], [[тутар чĕлхи|тутар]] тата ытти [[чĕлхе]]сене куçарнă.
Унăн сăввисемпе поэмисенe [[вырăс чĕлхи|вырăс]], [[украин чĕлхи|украин]], [[полхар чĕлхи|полхар]], [[акăлчан чĕлхи|акăлчан]], [[франс чĕлхи|франс]], [[нимĕç чĕлхи|нимĕç]], [[итал чĕлхи|итал]], [[чех чĕлхи|чех]], [[арап чĕлхи|араб]], [[грузин чĕлхи|грузин]], [[тутар чĕлхи|тутар]] тата ытти [[чĕлхе]]сене куçарнă.

22:19, 22 Нарӑс уйӑхӗн 2018 вӑхӑтри верси

Петĕр Хусанкай
Пётр Петрович Хусанкай
Çуралнă чухнехи ят: Пётр Казанков
Суя ятсем: Петĕр Хусанкай
Çуралнă вăхăт: 1907, кăрлач, 22
Çуралнă вырăн: Сиктĕрме ((халĕ Хуcанкай ялĕ), Хусан кĕперни, Элкей районĕ, халĕ Тутарстан)
Вилнĕ вăхăт: Пуш, 4, 1970
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, литература тишкерӳçи, публицист, тăлмач
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Парнесем: Чăваш халăх сăвăçĕ (1950)
Чыславсем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Петĕр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович) (1907, кăрлач, 22 Сиктĕрмe (халĕ Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкей районĕ), Хусан кĕперни — 1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР) — сăвăç, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач.

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парнин лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнен лаурeачĕ (1969).

Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă.

Атнер Петрович Хусанкайăн ашшĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1907 çулхи кăрлачăн 22 Тутарстанăн Элкей районĕнчи Сиктĕрмe (халĕ Хуcанкай) ялĕнче çуралнă.

Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен ĕçтешĕ пулнă. Вăрçăри хаюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.

1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Паллă ĕçĕсем

Петĕр Хусанкай пурĕпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 вырăсла çутта тухнă. Ют çĕрсенче те нумай кĕнеке калапланнă. Чи паллисен шутĕнче унăн «Аптраман тавраш» сăвăллă романĕ тăрать. Сăмах май каласан, романăн ячĕ афоризма та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай А. С. Пушкинăн «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «Ромеопа Джульетта», А. Блокăн «Двенадцать» пултару ĕçĕсене асăнмалла. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарни чи ăнăçли шутланать.

Унăн сăввисемпе поэмисенe вырăс, украин, полхар, акăлчан, франс, нимĕç, итал, чех, араб, грузин, тутар тата ытти чĕлхесене куçарнă.

Асăнмалăх

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем