Каркел: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
75-мĕш йĕрке: 75-мĕш йĕрке:


== Экономика ==
== Экономика ==
Ĕлĕкхи экономика пирки ак çакăн пек информаци пур:
Ĕлеххи экономика пирки ак çакăн пек информаци пур:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|В 1859 г. одна часть поселения была помещичьей, а другая – удельной. Удельные крестьяне содержали императорскую семью, император являлся самым богатым помещиком в России. [...] Каргинская волость была одной из крупных в Карсунском уезде, в 1897 г. в неё входили 6 сёл и 6 деревень, 2 хутора, 9 помещичьих усадеб с кирпичным заводом, спичечной фабрикой, фермой и 14 мельницами. В начале ХХ в. село делилось на два «общества» (общины): крестьяне бывшего помещика Герасимова и бывшие удельные крестьяне. При этом бывшие помещичьи крепостные находились в более тяжёлом положении. [...] В 1911 г. в пользовании крестьян находилось 1629 десятин земли, при этом у бывших удельных в среднем было по 6,5 десятин на двор, а у бывших помещичьих – по 4 (вместе с арендуемой землёй)<ref name="КК" />.}} <Куçару: 1869-мĕш çулта хресченсен пĕр пайĕ улпутăн, тепĕр пайĕ утелни пулнă. Утелнисем император килйышне тăрантарнă, император хăй чи пысăк улпут шутланнă [...] Каркел вулăсĕ Карссун уесĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулнăскер, унта 12 ял, 2 куттăр, 9 улпут çурчĕ, кирпĕç савучĕ, шăрпăк хапрăкĕ, ферма, 14 арман шутланнă. 20-мĕш пуçламăшĕнче ял икĕ пĕрлĕхре тăнă: унчченхи Герасимов улпутăн хресченĕсем тата унчченхи утелни хресченĕсем. Пĕрремĕш ушкăнтисен пурнăçĕ йывăртарах пулнă [...] 1911-мĕш çулта мĕнпурĕ 1629 теçеттин çĕр, вăл шутра унччен утелни пулнисене кашни киле 6,5 теççĕттин, унччен улпутăн пулнисене — 4 теçеттин (арендăрине шутласа) тивнĕ.>
{{oq|ru|В 1859 г. одна часть поселения была помещичьей, а другая – удельной. Удельные крестьяне содержали императорскую семью, император являлся самым богатым помещиком в России. [...] Каргинская волость была одной из крупных в Карсунском уезде, в 1897 г. в неё входили 6 сёл и 6 деревень, 2 хутора, 9 помещичьих усадеб с кирпичным заводом, спичечной фабрикой, фермой и 14 мельницами. В начале ХХ в. село делилось на два «общества» (общины): крестьяне бывшего помещика Герасимова и бывшие удельные крестьяне. При этом бывшие помещичьи крепостные находились в более тяжёлом положении. [...] В 1911 г. в пользовании крестьян находилось 1629 десятин земли, при этом у бывших удельных в среднем было по 6,5 десятин на двор, а у бывших помещичьих – по 4 (вместе с арендуемой землёй)<ref name="КК" />.}} <Куçару: 1869-мĕш çулта хресченсен пĕр пайĕ улпутăн, тепĕр пайĕ утелни пулнă. Утелнисем император килйышне тăрантарнă, император хăй чи пысăк улпут шутланнă [...] Каркел вулăсĕ Карссун уесĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулнăскер, унта 12 ял, 2 куттăр, 9 улпут çурчĕ, кирпĕç савучĕ, шăрпăк хапрăкĕ, ферма, 14 арман шутланнă. 20-мĕш пуçламăшĕнче ял икĕ пĕрлĕхре тăнă: унчченхи Герасимов улпутăн хресченĕсем тата унчченхи утелни хресченĕсем. Пĕрремĕш ушкăнтисен пурнăçĕ йывăртарах пулнă [...] 1911-мĕш çулта мĕнпурĕ 1629 теçеттин çĕр, вăл шутра унччен утелни пулнисене кашни киле 6,5 теççĕттин, унччен улпутăн пулнисене — 4 теçеттин (арендăрине шутласа) тивнĕ.>

08:44, 21 Раштав уйӑхӗн 2018 вӑхӑтри верси

Ял
Каркел
Каркел
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Вешкайма
Ял тăрăхĕ Каркел
Координатсем 53°55′13″ с. ш. 47°05′19″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Никĕсленĕ XVII ĕмĕр
Пĕрремĕш асăну 1672
Малтанхи ятсем Тăварăм, Вăта Тăварăм
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем, ирсесем, вырăссем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним каркелсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 433113
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ 73 207 850 001
Каркел (Раççей)
Точка
Каркел (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Каркел (вырăс. Каргино) — Чĕмпĕр облаçĕнчи Вешкайма районĕн ялĕ[1]. Асăннă районта пĕртен-пĕр чăваш ялĕ шутланать. Тăварăм шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Район центрĕнчен 13 километрта. Ялăн хĕвеланаç пайĕ унчченхи Сурки ялĕ пулса тăрать; çавăн пекех территорире малтан Карпаты ялĕ пулнă вырăнăн виçĕ çурчĕ пур[2]. Ял чăвашсен ăславра ятарласа палăртнă Чĕмпĕр-Сарăту ушкăнне кĕрет. Апла пулин те ăна çав ушкăн пирки çырнă паллă кĕнекере[3], шел пулин те, пачах та палăртмасăр хăварнă.

Тавралăхĕ

Хальхи вăхăтра районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ шутланать пулин те, ĕлĕк лару тăру кăшт урăхларах пулнă. Сăмахран халь вырăссем пурнакан Анат Тăварăм ялне те чăннипе чăвашсемех пуçласа янă, никĕсленĕ, каярахпа та унта чылай вăхăт пурăннă[4]. Каркелтен чи çывăхра вырнаçнă чăваш ялĕ хальхи вăхăтра Барыш районĕнчи Емелей пулать.

Кунçулĕ

Николай Ларионов çырнинчен:

Пĕрремĕш хут Туварма çинчен (ял ячĕ малтан çапла пулнă) 1672 çулта асăннă. Яла пуçласа яракансем патша çарĕнче нумай çул службăра тăнă чăвашсем пулнă. Малтан 45 кил пулнă тесе çыраççĕ историксем. Халĕ ку ялта ытларах чăвашсем тата мордвасем пурăнаççĕ. Ытти нацисем те пур[1].

"Тăварăм" тенĕ сăмах чăваш чĕлхинчи "ту" тата "вар" тенисенчен пулса кайнă тесе шутлаççĕ.

Ял 340 çул тултарнине уявлани

Кун пирки Николай Ларионов çырса кăтартнă:

Каркелĕнче икĕ уяв харăс пулчĕ: ял 340 çул тултарнине палăртрĕç тата чăваш Акатуйĕ иртрĕ. Малтан ял çыннисем Аслă вăрçăран таврăнман салтаксен тата нумай çул хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ Н.А.Никоноренко палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Унтан халăх Культура çурчĕ çумне куçрĕ. Сцена çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.А.Кряжев Акатуй ялавне лартнă хыççăн уяв пуçланнине пĕлтерчĕ. Халăх умне Акатуй паллине – сухапуç йăтса тухрĕç. Районти чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Яковлев салам сăмахĕ хыççăн мăчавăр пулса авалхи чăвашсен кĕллине вуларĕ, çĕр тулăх пултăр тесе ун çине сăра тăкрĕ. Хĕрсем пухăннă халăха сăрапа, çăкăр-тăварпа, ăшаланă çăмартапа сăйларĕç.[1].

Малалла асăннă автор çапла çырать:

Халăха район пуçлăхĕ Ю.Н.Степанов (вăл çак ялта çуралса ӳснĕ), Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пуçлăхĕ А.А.Мордовкин тата ыттисем саламларĕç. Ялти тата обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансене наградăсем пачĕç. Облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвĕсене Л.Н.Яковлев тата вырăнти библиотека ертӳçи, çак уява ертсе пыракан Л.Н.Кузина тивĕçрĕç. Сидоровсен çемйине ача çуралнă ятпа парне пачĕç. Портновсен çемйине ылтăн туй, Бутылкинсен çемйине мерчен, Аршиновсен çемйине кĕмĕл туй ячĕпе саламларĕç. Ю.Н.Степанов çулланнă çынсене «Вăрçă ачисем» удостоверенисене тата кăкăр паллисене пачĕ. А.А.Мордовкин УОЧНКА ятĕнчен Ю.Н.Степанова, П.А.Кряжева тата ытти хастарсене Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Сцена çине С.В.Ерофеева (вăл Культура çуртĕнче те, шкулта та чăваш культури кружокне илсе пырать) ертсе пыракан ачасен «Родничок» ушкăнĕ тухса юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Ульяновскран килнĕ Варвара Ерофеева та илемлĕ юрăсем юрларĕ. Ватти-вĕтти тĕрлĕ шӳтлĕ вăйăсене, амăртусене хутшăнчĕ – пурте тулли кăмăлпа канчĕç. Акатуй вĕçленнĕ хыççăн Вешкаймăран килнĕ Анатолий священник шкул çумĕнчи çĕнĕ часавая таса шывпа сапса, кĕлĕ вуласа çутатрĕ. Ун хыççăн ял çине çумăр чашлаттарса çума тытăнчĕ.[1].

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Ялти чи паллă хушаматсем çаксем: Алексеев, Аленин, Антонов, Альшаков, Артамошкин, Баландаев, Бутылкин, Выборнов, Головин, Гусаров, Ерофеев, Иванкин, Казаковы, Карсунцев, Кузин, Крюков, Ключарев, Лощенин, Макаров, Матренин, Мокеев, Некрасов, Павлов, Подсевалов, Полубесов, Портнов, Салин, Семиндейкин, Симкин, Симурзин, Серов, Степанов, Страшнов, Тубакин, Ульянчев, Шеймухов, Юхлимов[2].

Çакăн пек урамсем: Большая улица, Улица Егоровка, Улица Елхи, Заречная улица, Улица им Н.А.Никоноренко, Улица Карпаты, Клубная улица, Молодежная улица, Улица Мулловка, Русская улица, Советская улица, улица Сурки, Теплотрассная улица, Тихая улица, Улица Ульянова. Урамсен чăвашла ячĕсем пуррипе çукки тата вĕсем мĕнли (пур пулсан) паллă мар.

Экономика

Ĕлеххи экономика пирки ак çакăн пек информаци пур:

<Куçару: 1869-мĕш çулта хресченсен пĕр пайĕ улпутăн, тепĕр пайĕ утелни пулнă. Утелнисем император килйышне тăрантарнă, император хăй чи пысăк улпут шутланнă [...] Каркел вулăсĕ Карссун уесĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулнăскер, унта 12 ял, 2 куттăр, 9 улпут çурчĕ, кирпĕç савучĕ, шăрпăк хапрăкĕ, ферма, 14 арман шутланнă. 20-мĕш пуçламăшĕнче ял икĕ пĕрлĕхре тăнă: унчченхи Герасимов улпутăн хресченĕсем тата унчченхи утелни хресченĕсем. Пĕрремĕш ушкăнтисен пурнăçĕ йывăртарах пулнă [...] 1911-мĕш çулта мĕнпурĕ 1629 теçеттин çĕр, вăл шутра унччен утелни пулнисене кашни киле 6,5 теççĕттин, унччен улпутăн пулнисене — 4 теçеттин (арендăрине шутласа) тивнĕ.>

Çутĕç, культура, паллă вырăнсем

2004 çулта Вешкайма районĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн вырăнти уйрăмне йĕркелесе янă. 2006 çулта вара пĕртен-пĕр чăваш ялĕнче Акатуй ирттернĕ[5].

Вуламалли

  • Барашков В. Ф. По следам географических названий Ульяновской области. Ульяновск, 1994.
  • Подворная перепись Симбирской губернии 1910 – 1911 гг. Т. 1–8. Сим-бирск, 1913–1915.
  • Сборник исторических и статистических материалов Симбирской губер-нии. Симбирск, 1860.
  • Справочник административно-территориального деления Симбирской губернии – Ульяновской области за 1648 – 1985 гг./ Сост. А. Ф. Варламова. Ульяновск: Приволж. кн. изд-во, 1986.
  • Ульяновская – Симбирская энциклопедия/ Ред.-сост. В. Н. Егоров. Т. 2. Ульяновск: Симбирская книга, 2004.

Асăрхавсем

  1. ^ 1, 2, 3 тата 4 Ларионов, Николай. Каркел 340 çул тултарчĕ. — "Канаш" хаçат (Чĕмпĕр), 1170-мĕш (2012.06.28) кăларăм
  2. ^ 1, 2 тата 3 Краеведческий Компас«НИИ истории и культуры Ульяновской области имени Н.М. Карамзина». Каргино.
  3. ^ СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004.
  4. ^ Нижняя Туарма - Краеведческий компас.
  5. ^ Мустаева, Елена. Каркелĕнчи вуннăмĕш Акатуй.

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.