Калабри апат-çимĕçĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 6 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q2720357 (translate me)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
 
16-мĕш йĕрке: 16-мĕш йĕрке:
Качокавалло (Caciocavallo) сыр, хĕрлĕ сухан, ăшаланă сысна какайĕ (Frìttuli е Curcùci), [[Liquorice]] (''liquirizia''), ''Lagane e Cicciari (ceci)'' ([[нут]]па хатĕрленĕ лазанья евĕр çимĕç), сурăх сырĕ (Pecorino Crotonese) тата пиньолата (Pignolata) апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне кирлĕ компонент пулаççĕ.
Качокавалло (Caciocavallo) сыр, хĕрлĕ сухан, ăшаланă сысна какайĕ (Frìttuli е Curcùci), [[Liquorice]] (''liquirizia''), ''Lagane e Cicciari (ceci)'' ([[нут]]па хатĕрленĕ лазанья евĕр çимĕç), сурăх сырĕ (Pecorino Crotonese) тата пиньолата (Pignolata) апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне кирлĕ компонент пулаççĕ.


Калабри эрехĕсем пирки Итали тулашĕнче пĕлмеççĕ, çапах та авал Калабриа Энотриа ({{lang-el|Οἰνωτρία}}, тӳррĕн - «эрех çĕр-шывĕ») ятлă пулнă пулсан та. Ĕлĕкхи грек йăлипе, Энотриа терми [[Ликаон]]ăн чи кĕçĕн ывăлĕ Энотр ({{lang-el|Οἴνωτρος}}) ятĕнчен пулса тухнă <ref>[http://www.theoi.com/Text/Pausanias8A.html Pausanias, Description of Greece, Arcadia, 8.3.5, at Theoi Project]</ref>. Хăшпĕр иçĕм çырли тĕммисене Итали çĕрне грексем колониленĕ тапхăрта лартнă. Кунта чии паллă эрехсен сорчĕсем: Cirò (Кротоне провинцийĕ) тата Donnici (Козенца провинцийĕ).
Калабри эрехĕсем пирки Итали тулашĕнче пĕлмеççĕ, çапах та авал Калабриа Энотриа ({{lang-el|Οἰνωτρία}}, тӳррĕн - «эрех çĕр-шывĕ») ятлă пулнă пулсан та. Ĕлеххи грек йăлипе, Энотриа терми [[Ликаон]]ăн чи кĕçĕн ывăлĕ Энотр ({{lang-el|Οἴνωτρος}}) ятĕнчен пулса тухнă <ref>[http://www.theoi.com/Text/Pausanias8A.html Pausanias, Description of Greece, Arcadia, 8.3.5, at Theoi Project]</ref>. Хăшпĕр иçĕм çырли тĕммисене Итали çĕрне грексем колониленĕ тапхăрта лартнă. Кунта чии паллă эрехсен сорчĕсем: Cirò (Кротоне провинцийĕ) тата Donnici (Козенца провинцийĕ).


== Ял апачĕ ==
== Ял апачĕ ==

08:45, 21 Раштав уйӑхӗн 2018 чухнехи хальхи верси

Калабри апат-çимĕçĕКалабри регионĕнче сарăлнă апатлану йăли.

Пĕрлехи хыпар[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунти апат-çимĕç уйрăмлăхĕ — кăнтăр итали, анлăрах каласан — вăтаçĕр тĕсĕ, унта аш-пăш (сысна, така, качака), пахча (уйрăмах баклажансем) тата пулă çимĕçĕ кĕрет. Апат-çимĕçе — пĕтĕм Италири пекех — пастăпа (чуста пек макарон) тĕхĕмлеççĕ. Италин ытти регионĕсемпе танлаштарсан, климат ырлă пулманнипе е тыр-пул сахал килнипе калабрисем çимĕçе упрама вĕреннĕ. Çавăнпа вĕсем аш-какая е пахча çимĕçне оливка çăвĕнче упраççĕ, кăлпасси тата сивĕтнĕ какай ассорти (Sopressata, Nduja), çыран çумĕнчи зонăра — пулăна (сабли, сардина (sardelle rosamarina) тата треска (Baccalà)) тĕтĕмлеççĕ.

Вырăнти хăйне евĕр çимĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Zippuli
  • Melanzane alla mentaпĕтнекпе тăварланă баклажансем
  • Pitta coi pomodori — томатпа хатĕрленĕ пита
  • Pesce spada alla ghiotta — томат соусĕпе тĕхĕмлесе сабли пулăран тунă рулетсем
  • Zippuli -
  • Cuzzupa — раштав кукăлĕ

Десертсем — ăшаланă, пыл сĕрнĕ пылак кукăльсем (Cudduraci, scalille или scalidde) е бисквит евĕр пĕçернисем (сăмахран, 'nzudda).

Качокавалло (Caciocavallo) сыр, хĕрлĕ сухан, ăшаланă сысна какайĕ (Frìttuli е Curcùci), Liquorice (liquirizia), Lagane e Cicciari (ceci) (нутпа хатĕрленĕ лазанья евĕр çимĕç), сурăх сырĕ (Pecorino Crotonese) тата пиньолата (Pignolata) апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне кирлĕ компонент пулаççĕ.

Калабри эрехĕсем пирки Итали тулашĕнче пĕлмеççĕ, çапах та авал Калабриа Энотриа (грек Οἰνωτρία, тӳррĕн - «эрех çĕр-шывĕ») ятлă пулнă пулсан та. Ĕлеххи грек йăлипе, Энотриа терми Ликаонăн чи кĕçĕн ывăлĕ Энотр (грек Οἴνωτρος) ятĕнчен пулса тухнă [1]. Хăшпĕр иçĕм çырли тĕммисене Итали çĕрне грексем колониленĕ тапхăрта лартнă. Кунта чии паллă эрехсен сорчĕсем: Cirò (Кротоне провинцийĕ) тата Donnici (Козенца провинцийĕ).

Ял апачĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Coria (or Frittule) 'ccu fasuli e cipulle: сысна тирне пăрçапа, хĕрлĕ суханпа хатĕрленĕ.
  • Frittata i Carunevale: марди-гра тĕлне кашни çемьере çăмарта хăпартăвне спагеттипе, рикотта чăкăтпа тата кăлпассипе.
  • Patate 'ccu pipe e mulinciane: пăрăçпа е баклажанпа ăшаланă каснă паранкă, хăш чухне сысна тирне е какай татăкĕсене хушаççĕ.
  • Minestra e fasuli: тĕхĕм курăкĕсем, пĕçернĕ е кăштах ăшаласа илнĕ (пăрçапа, хăш чух чили пăрăçĕпе те).
  • Mulinciane e pummaduari: çупа тата чĕрĕ помидорпа баклажан (çуллахи, уçăлтаракан çимĕç).
  • Spezzatino (Stew): пăспа лартнă сысна ашĕ, ăшаланă помидорпа тата томат соусĕпе.
  • Pitticelle: чустаран тунă лапчăк кукăльсем, хăш чухне кавăн чечекĕпе, кабачокпа е оливкăпа.
  • Zippuli:(нумай хисепре: Zippula) чустана ăшаласа тăваççĕ. Калабрире ăна çĕрулмипе пĕрле, анчоуса ăшне хураççĕ.
Frittata i Carunevale

Тинĕс çимĕçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Pasta 'mbiancu e baccalà: пастăпа (макарон тĕсĕ) трескана пĕçерсе оливка çăвĕпе сĕреççĕ. Типĕ тытмали тĕн уявĕсенче (Адвент, Раштав) çиеççĕ.
  • Baccalà e patate vullute: томат соусĕпе пĕçернĕ трескана пысăккăн каснă паранкăпа çиеççĕ.
  • Alici fritte: çу çинче лимонпа е апельсинпа тĕхĕмлесе пĕçернĕ пĕчĕк анчоуссем.
  • Alici sutt’uaglio: çуллă анчоуссем, çăкăрпа, ореганпа тата типĕтнĕ томатпа пĕрле çиеççĕ.
  • Alici 'mpipate: анчоуса пăрăçпа е чили соусĕпе хатĕрлеççĕ, çăкăрпа çиеççĕ.
Cuzzupa

Кукальсем, пылак икерчсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Cuzzupa: раштав кукăлĕ ăшне çăмарта хураççĕ.
  • Bucchinotti е Buccunotti: калабри кукăлĕ, иçĕм джемĕпе е иçĕмпе какао хушса тутанаççĕ.
  • Pani i castagna: castagnaccio пекскер, пĕчĕкрех тата хулăмрах, хыр йĕкелĕсемпе, иçĕмпе, шешкĕ е грек мăйăрĕпе.
  • Turdilli: ăшаланăскер (Раштава валли хатĕрлеççĕ), спираль евĕр, пылпа астивеççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]