Сатур Станислав Николаевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Civmih2 (Сӳтсе яв | хушни)
Civmih2 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
33-мĕш йĕрке: 33-мĕш йĕрке:
<br />
<br />
== Пултарулăхĕ ==
== Пултарулăхĕ ==
Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта [[«Ялав» журнал]]та кун çути курнă. Хайлавĕсем «Юратнă кĕнеке» (1989), «Шурăмпуç çути» (1990), «Радуга над городом» (2005), «Атăлпа тинĕс хушшинче» (2006), «Скандинавия — Поволжье» (2006), «Мужской разговор» (2008), «50 x 50» (2010) коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. С.Сатурăн «Чĕре хĕлĕхĕсем» (1993), «Кăмăл тĕкĕрĕ» (1997), «Сăмах» (2001), «Сăмах майăн» (2002), «Чун вĕçевĕ» (2005), «Юхăмра», (2017), «Эпĕ» виçе» (2019) сăвă пуххисем кун çути курнă.
Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта [[«Ялав» журнал]]та кун çути курнă. Хайлавĕсем «Юратнă кĕнеке» (1989), «Шурăмпуç çути» (1990), «Радуга над городом» (2005), «Атăлпа тинĕс хушшинче» (2006), «Скандинавия — Поволжье» (2006), «Мужской разговор» (2008), «50 x 50» (2010) коллективлă сборниксенче пичетленнĕ.
Унăн сăввисемпе чылай юрă хывнă. Вырăссен халăхра анлă сарăлнă 200 ытла юррине чăвашла куçарнă. «Икĕ тапăр хушшинче», «Çил çăварĕнчи йăва» драмăсем çырнă.
Унăн сăввисемпе чылай юрă хывнă. Вырăссен халăхра анлă сарăлнă 200 ытла юррине чăвашла куçарнă. «Икĕ тапăр хушшинче», «Çил çăварĕнчи йăва» драмăсем çырнă.


43-мĕш йĕрке: 43-мĕш йĕрке:
# "Сăмах майăн" (2002),
# "Сăмах майăн" (2002),
# "Чун вĕçевĕ" (2005).
# "Чун вĕçевĕ" (2005).
# "Юхăмра" (2017).
# "Эпĕ" виçе" (2019).


== Вуламалли ==
== Вуламалли ==

12:06, 5 Юпа уйӑхӗн 2019 вӑхӑтри верси

Станислав Сатур
Çуралнă чухнехи ят: Станислав Николаевич Никоноров
Çуралнă вăхăт: 1959, чӳк, 5
Çуралнă вырăн: Ушанар ялĕ, Канаш районĕ Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1975 - 2014
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Сатур Станислав Николаевич (паспортри хушамачĕ Никоноров), 1959, чӳк, 5 Ушанар ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш Ен çур. — чăваш сăвăçи, куçаруçи, публицисчĕ, литература критикĕ.

Раççей Федерацийĕн ÇП пайташĕ (2000 ç-па). Чăваш Енĕн Профессилĕ Çыракан Çыравçăсен Пĕрлешĕвĕн пайташĕ (2003 ç-па).

Митта Ваçлейĕн премине илме тивĕçнĕ (2002 çул).

Пурнăçĕ

1959 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă.

Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш техучилищере вĕреннĕ. Кайран пĕлĕвне Чăваш патшалăх университетĕнче, Хусанти зонăри комсомол шкулĕнче, Мускаври строительство организацийĕсенчи ВЛКСМ райкомĕсен правиллĕ комсомол комитечĕсен секретарĕсен пĕтĕм Союзри курсĕнче, Мускаври «Профакадемия» вĕренÿ центрĕнче ӳстернĕ. Кунсăр пуçне С.Сатур хăй вĕреннĕ университетри чăваш литература кафедри çумĕнчи аспирантурăра икĕ çула яхăн вĕреннĕ. Шупашкарти хула комсомол комитетĕнче ĕçленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш стройтрестăн 46-мĕш ятарлă капăрлату управленийĕнче ĕçленĕ, çавăнтах 5 çул комсомол комитечĕн секретарĕн ĕçне ирĕклĕ майпа туса пынă, партбюро секретарĕнче вăй хунă. Комсомолăн Çĕнĕ Шупашкар хула комитетĕнче ĕçленĕ (1986 çул), КПСС хула комитечĕн пайташĕ пулма суйланă (1990 çул).

Аслă радиотелеграфист-эстист пулса Кабул хулинче Афган вăрçине хутшăннă (1980 çул).

2014 çултанпа Мускавра М.В.Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнче пушар хуралĕнче ĕçлет.

Пултарулăхĕ

Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта «Ялав» журналта кун çути курнă. Хайлавĕсем «Юратнă кĕнеке» (1989), «Шурăмпуç çути» (1990), «Радуга над городом» (2005), «Атăлпа тинĕс хушшинче» (2006), «Скандинавия — Поволжье» (2006), «Мужской разговор» (2008), «50 x 50» (2010) коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. Унăн сăввисемпе чылай юрă хывнă. Вырăссен халăхра анлă сарăлнă 200 ытла юррине чăвашла куçарнă. «Икĕ тапăр хушшинче», «Çил çăварĕнчи йăва» драмăсем çырнă.

Ĕçĕсем

Кĕнекисем:

  1. «Чӗре хӗлӗхӗсем» (1993),
  2. «Кӑмӑл тӗкӗрӗ» (1995),
  3. "Сăмах" (2001),
  4. "Сăмах майăн" (2002),
  5. "Чун вĕçевĕ" (2005).
  6. "Юхăмра" (2017).
  7. "Эпĕ" виçе" (2019).

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем