Кословккă (Патăрьел районĕ): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тэг: Пӑрахӑҫла
80-мĕш йĕрке: 80-мĕш йĕрке:
Никĕсленнĕ хыççăнах ял [[Аслă Патăрьел районĕ|Аслă Патăрьел районне]] кĕнĕ. [[1935]]-мĕш çулхи [[çу, 19|çу уйăхĕн 19]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]], [[1939]]-мĕш çулхи [[нарăс, 22|нарăс уйăхĕн 22]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Чкаловски районĕ|Чкаловски районне]], [[1957]]-мĕш çулхи [[чӳк, 20|чӳк уйăхĕн 20]]-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]] кĕрет<ref>[http://zakupki.cap.ru/kladr/book/к.htm Чăваш Ен пурăнан вырăнсем]</ref>.
Никĕсленнĕ хыççăнах ял [[Аслă Патăрьел районĕ|Аслă Патăрьел районне]] кĕнĕ. [[1935]]-мĕш çулхи [[çу, 19|çу уйăхĕн 19]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]], [[1939]]-мĕш çулхи [[нарăс, 22|нарăс уйăхĕн 22]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Чкаловски районĕ|Чкаловски районне]], [[1957]]-мĕш çулхи [[чӳк, 20|чӳк уйăхĕн 20]]-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]] кĕрет<ref>[http://zakupki.cap.ru/kladr/book/к.htm Чăваш Ен пурăнан вырăнсем]</ref>.
=== Ĕлеххисене аса илни ===
=== Ĕлеххисене аса илни ===
Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне ([[тирек]]сем, Америка [[вĕрене|вĕренисем]]) ''шкул пахчи'' теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш [[шкул]] çурчĕ пулнă. Кословккă тата [[Пăлакасси]] ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи [[вĕрентекен|вĕрентевçĕсем]] — Владимир Ильич Уруков (1913-1998) тата унăн мăшăрĕ Анастасия Александровна Урукова (1913-2010). Вăл шкула ĕлĕххи [[топографи]] [[карттă|карттисем]] çинче паян та курма май пур<ref>[http://www.etomesto.ru/tut121749/ Ĕлеххи карттăсем онлайн.]</ref>. Алкумлă, уçă верандăллă [[çурт]]. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра [[ял]] [[халăх]]не кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев [[хайлав]]ĕпе майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).
Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне ([[тирек]]сем, Америка [[вĕрене|вĕренисем]]) ''шкул пахчи'' теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш [[шкул]] çурчĕ пулнă. Кословккă тата [[Пăлакасси]] ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи [[вĕрентекен|вĕрентевçĕсем]] — В.И.Уруков тата унăн мăшăрĕ А.А.Урукова. Вăл шкула ĕлĕххи [[топографи]] [[карттă|карттисем]] çинче паян та курма май пур<ref>[http://www.etomesto.ru/tut121749/ Ĕлеххи карттăсем онлайн.]</ref>. Алкумлă, уçă верандăллă [[çурт]]. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра [[ял]] [[халăх]]не кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев [[хайлав]]ĕпе майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).


Ĕлеххи шкул çуртĕнчен аякрах мар выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите пулнă. Унпа юнашар — ''"ферма хĕрĕсен" пÿрчĕ''. Кăштахран выльăх фермине пĕтернĕ. Вара "ферма хĕрĕсен" пÿртне [[шкул]] валли усă курмалла тунă — шăп пĕр вĕренÿ класĕ вырнаçмалăх. Пурăна-киле шкулăн тата тепĕр çурт та пулнă — пĕчĕк çырма леш енче, Пăлакасси еннерех. Мĕнпур ачасем [[Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)|Кивĕ Ахпÿртре]] вĕренме пуçласан, çуртсем пурте майĕпен пĕтнĕ, çухалнă (урăх çĕре куçарса кайнă е вутта янă).
Ĕлеххи шкул çуртĕнчен аякрах мар выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите пулнă. Унпа юнашар — ''"ферма хĕрĕсен" пÿрчĕ''. Кăштахран выльăх фермине пĕтернĕ. Вара "ферма хĕрĕсен" пÿртне [[шкул]] валли усă курмалла тунă — шăп пĕр вĕренÿ класĕ вырнаçмалăх. Пурăна-киле шкулăн тата тепĕр çурт та пулнă — пĕчĕк çырма леш енче, Пăлакасси еннерех. Мĕнпур ачасем [[Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)|Кивĕ Ахпÿртре]] вĕренме пуçласан, çуртсем пурте майĕпен пĕтнĕ, çухалнă (урăх çĕре куçарса кайнă е вутта янă).

03:59, 21 Чӳк уйӑхӗн 2019 вӑхӑтри верси

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Куславкка (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Козловка (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ял
Кословккă
Кословккă
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Туçа
Координатсем 55°04′24″ с. ш. 47°42′21″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану виçĕ урам
Пуçлăх Углёв Константин Анатольевич
Никĕсленĕ 1929
Ял  Ял
Лаптăк 280632 тăв.м[1] ~ 0,3 çм²
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним кословккăсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429354
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 870 003
Официаллă сайчĕ каçă
Кословккă (Патăрьел районĕ) (Раççей)
Точка
Кословккă (Патăрьел районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Кословккă (выр. Козловка), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ял Пăла шывĕн сылтăм çыранĕнче, Пăлакасси тата Кивĕ Ахпÿрт хушшинче, вырнаçнă. Ялта клуб, фельдшер-акушер пункчĕ (ФАП)[2], райпо лавкки пур, — ку объектсене пурне те юнашарти Пăлакассипе "пайлать" темелле. Вĕсем чăннипе юлашкинчен асăннă ялăн официаллăн çирĕплетнĕ территорийĕнче[3] вырнаçнă.

Икĕ ял çав тери тачă çыхăннине кура, массăллă информаци хатĕрĕсенче те[4], официаллă хутсенче те[5], çавăн пекех йăла-йĕркере те, час-часах "Козловка-Пăлакасси" тесе асăнни пулать.

Тавралăх

Рельеф уйрăмлăхĕсене илсен, Кословккă хĕвелтухăç тата хĕвеланăç енсенчен икĕ пĕчĕк ятсăр çырмасемпе чикĕленсе тăрать теме пулать. Асăннă çырмасем Пăлана юхса тухаççĕ теме май çук, мĕншĕн тесен вĕсем чăннипе Пăла çумĕнчи айлăм вырăнта хăйсем тĕллĕн вĕçленеççĕ, çухалаççĕ. Анчах та ик-виç теçетке çул каялла ятарлă дамба тунă хыççăн, хĕвеланăç енчи ятсăр çырма Пăланах тухма тытăннă теме пулать. 2015-мĕш çулта çав дамба çумĕнче ятарласа пĕчĕк кÿлĕ пекки те чавнă. Экономика тĕллевĕсемпе теес пулать. Вăл вырăн хур-кăвакал усрама, ытти выльăх-чĕрлĕхе шăварма кирлĕ. Паллах, унта пулă ĕрчетесси пирки сăмах тăмасть.

Халăх йышĕ. Экономика

Пĕтĕмĕшле демографи кăтартăвĕсем[6]
Пĕтĕмпе
çул 1939 1979 2002 2010 2012[7] 2013[1] 2014[1] 2015[1] 2016[1]
çын 118 арçын
124 хĕрарăм
104 арçын
130 хĕрарăм
74 арçын
102 хĕрарăм
69 арçын
74 хĕрарăм
170 157 156 154 153
кил паллă мар паллă мар 56[8] 51[8] 58[8] паллă мар паллă мар паллă мар 63


1929-мĕш çулта Пăлакасси ялĕпе пĕрле "Канаш" колхоз йĕркеленĕ. Çав колхозăн пĕрремĕш ертÿçи Никандр(ашшĕ ячĕ паллă мар) Мышин пулнă; ăна такамсем темшĕн çапса вĕлереççĕ те колхоз председателĕ пулма ял никĕслевçине А. Г. Козлова суйлаççĕ, вăл вара çичĕ çул хуçалăха ертсе пырать[9].

Ял урамĕсем

Хальхи вăхăтра ялта виçĕ урам. Мир урамĕ, Симĕс урам тата Лавкка[10] урамĕ. Лавкка урамне халăхра Хăрах кас теççĕ. Юлашкийĕ хăрах йĕрлĕ пулнипе çеç мар, ыттисенчен кĕскереххипе те уйрăлса тăрать. Вăл малтанхисенчен чылай каярах (1950-мĕш çулсенче) çĕкленнĕ. Симĕс урамăн мăшăрлă енĕ те 1990-мĕш çулсенче çурçĕр еннелле кăштах (икĕ çурт чухлĕ) вăрăмланнă, — Козлов Л.Г. тата Мышин Н.В. хуçалахĕсем хушăннă. Мир (Лешкас) тата Симĕс урамсене чул сарнă, чăн та, пахалăхĕ пысăках мар. Хăрах кас еннелле аслă çултан (историлле "Пăва çулĕ") темиçе теçетке метр чухлĕ асфальт сарнă, малалла вара ним те сарман (çынсем хăйсем тĕллĕн, нимĕнле проектсăр уни-кунисем пăрахнисене шутламасан) ахаль çул каять.

Çак асăннă виçĕ урама варринчен пралук (çуран çÿремелли тăкăрлăк) пĕрлештерсе тăрать. Симĕс урамра вăл, сăмахран, 13-мĕш тата 15-мĕш çуртсем хушшинче. Малалла асăннă пралук пĕр енчен Кивĕ Ахпÿртелле, тепĕр енчен Пăлакассинелле тăсăлать.

Истори

Ку ял Патăрьел районĕнчи чи çĕнĕ пурăнакан вырăнсен шутне кĕрет. 1929-мĕш çулта никĕсленнĕ шутланать. Çыннисем кунта Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнчен куçнă. Çак ĕçĕ пуçарса яраканĕ Александр Григорьевич Козлов (?—1945) пулнă. Вăхăтĕнче икĕ çул хушши хĕрлисен майлă пулса граждан вăрçине те хутшăннăскер, отходник шучĕпе нехтă кăларнă çĕрте ĕçленĕскер, коммунист. Шăпах ун хушаматне кура яла та çаканашкал ят панă. Каярахпа А.Г.Козлов лейтенант Аслă Аттелĕх вăрçинче, Кёнигсбергшăн пынă çапăçусенче, пуç хунă[11]. Калас пулать, А.Г.Козлов фронтран янă пĕр çыру 1970-мĕш çулсемчченех упраннă. Унтан ăна, ĕмĕрлĕхе упранмалла тесе, Туçари выăтам шкула панă. Вара вăл çав ялти музее лекме пултарнă. Çыру хальхи вăхăтра упранни/упранманни паллă мар.

Никĕсленнĕ хыççăнах ял Аслă Патăрьел районне кĕнĕ. 1935-мĕш çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне, 1939-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Чкаловски районне, 1957-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[12].

Ĕлеххисене аса илни

Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне (тирексем, Америка вĕренисем) шкул пахчи теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш шкул çурчĕ пулнă. Кословккă тата Пăлакасси ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи вĕрентевçĕсем — В.И.Уруков тата унăн мăшăрĕ А.А.Урукова. Вăл шкула ĕлĕххи топографи карттисем çинче паян та курма май пур[13]. Алкумлă, уçă верандăллă çурт. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра ял халăхне кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев хайлавĕпе майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).

Ĕлеххи шкул çуртĕнчен аякрах мар выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите пулнă. Унпа юнашар — "ферма хĕрĕсен" пÿрчĕ. Кăштахран выльăх фермине пĕтернĕ. Вара "ферма хĕрĕсен" пÿртне шкул валли усă курмалла тунă — шăп пĕр вĕренÿ класĕ вырнаçмалăх. Пурăна-киле шкулăн тата тепĕр çурт та пулнă — пĕчĕк çырма леш енче, Пăлакасси еннерех. Мĕнпур ачасем Кивĕ Ахпÿртре вĕренме пуçласан, çуртсем пурте майĕпен пĕтнĕ, çухалнă (урăх çĕре куçарса кайнă е вутта янă).

Вылăх фермине асăннă пулсан, силос шăтăкĕсене те манса каймалла мар. Мĕнпурĕ тăваттă. Кайран вĕсене те экскаваторпа килсе хуплаттрнă. Кирпĕчрен тунă урлăмĕсене ахаль çынсем май килнĕ таран сÿтсе килĕсене илсе кайнă (апла тума никама та чарман).

Лавкка пирки калас пулать. Хальхи Симĕс урамри 25-мĕш çуртăн пахчи хыçĕнче, çырма леш енче пулнă. Кăнтăр еннерех — цистерна, унта сутмалли краççына усранă. Цистернăна кăштах çĕр ăшнелле чавса вырнаçтарнă, çавăнпа вăл тĕлте путăк-шăтăксем халĕ те курăнаççĕ-ха. Анчах та вăл путăк-шăтăксем (валсемпе урсем) ăна кăна мар, килти пахчасен чи аякра пулнă чиккисене те палăртаççĕ. Каярахпа пĕчĕклетнĕ пахчасен чиккисене куçарнă, анчах пĕчĕкке валсемпе урсем (вĕсен йĕррисем) тăрса юлнă. Пĕчĕклетнĕ пахчасен вырăнĕнче йĕркеленнĕ тĕлте, лавккаран хĕвелтухăçнерех, сĕрмелли-çунтармалли япаласен çурма çĕрпÿрт евĕр йĕркеленĕ управĕ те пулнă пĕр вăхăтра.

Çав асăннă сивĕ, хутман лавккара чăн малтан С.М.Макаров (1903-1942) ĕçленĕ пулмалла. Вăл вăрçа кайсан — кĕске вăхăт хушши унăн ывăлĕ П.С.Макаров (1925-?) тăнă ĕç вырăнне, унтан — çак çынсен хĕрĕ тата йăмăкĕ Е.С.Макарова (Чернова) (1927 çур.). Юлашкинчен асăнни вара лавккана пăрахăçличченех, ăна урăх çĕрте никĕсличченех тата ун хыççăн та пăртак вăй хунă суту-илÿре.

Лавккапа хире-хирĕçех Кословккă тата Пăлакасси ялĕсен вулав çурчĕ тата клубĕ пулнă. Малтан пĕчĕкрех çуртра, кайран пысăкраххинче. Унта камсем тата хăçан ĕçленине çырса кăтартсан та пит аван пулмалла.

Ĕлеххи ытти палăрăмсенчен Симĕс урам тĕлĕнчи (автоçул леш енче) çиларманне тата ун çумĕнчи кану çуртне асăнмалла асăнмалла. 1970-мĕш çулсенче çав çиларманне тепĕр хут ĕçлеттерсе яма та хăтланса пăхнă. Юлашки арманçă — Вячеслав (Вечча, ашшĕ ячĕ паллă мар) Самоваров.

Хăрах кас тĕлĕнче вара, çул леш енчех, — колхоз йĕтемĕ. Хурал пÿрчĕ те пулнă унта. Халĕ унта нимех те çук, ахаль пуш вырăн çеç. Меттал конструкцисенчен тунă тăрăллă лаптăка сÿтсе илсе сутса яни те нумаях вăхăт иртмен-ха.

Паллă çыннисем тата ытти харкамлăхсем

Кăсăклă фактсем

Ял ячĕ, пурте пĕлсе тăракан çыннăн тата унăн пурне те паллă тăхăмĕсен хушамачĕпе çыхăннине кура, нихçан та "чăвашланман". Ку тĕлĕшпе ак çакăн пек сăвăлла текст та пур:

Кословккă ятлă пĕчĕкçеççĕ ял.
Ăна никам та Куславкка темен-тĕр.
Эппин, сипетлĕ пулĕ çак халал:
Суя ята никам та ан илентĕр.

Асăрхавсем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Туçа ял тăрăхĕн паспорчĕ.
  2. ^ Козловка-Булаковский фельдшерско-акушерский пункт. — БУ «Батыревская центральная районная больница» Минздрава Чувашии
  3. ^ Пăлакассин тĕплĕ картти.
  4. ^ Сăмахран, ак çакăнта пăхăр: Публикации » Ача çулталăкне халалласа: Сцена çинче - фабрика çăлтăрĕсем.
  5. ^ Организации, предприятия и учреждения.
  6. ^ Чăваш энциклопедийĕ
  7. ^ Чăваш республикин пурнакан вырăнĕсенчи йыш. (Ку таблицăсенче шăпах 2012-мĕш çулхи палăртавсем).
  8. ^ 1, 2 тата 3 Кунта, ахăртнех, çынсем ялан пурăнакан çуртсене çеç палăртнă пулмалла.
  9. ^ Матросов И. Çак яла Козловка теççĕ. // Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ, 1984, декабрь, 4. Ытларикун.
  10. ^ Лавкки, каланă ĕнтĕ кунта, чăннипе Пăлакасси ялĕн официаллă территорийĕнче вырнаçнă.
  11. ^ Г.Ф.Мулюков. Ордена Ленина колхоз "Гвардеец". Ч., 1983. 43 с.
  12. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем
  13. ^ Ĕлеххи карттăсем онлайн.
  14. ^ Колхоз "Гвардеец" в девятой пятилетке (1971-1975 годы). Ч., 1976. — С. 9.
  15. ^ Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă, çамрăклах килйышĕпе Кословккăна куçса килнĕ.
  16. ^ ХИТРОВ АРСЕНТИЙ ИВАНОВИЧ.
  17. ^ Мусăк вĕрентевçисем
  18. ^ Спортивные соревнования, посвященные Дню Защитника Отечества среди людей с ограниченными возможности, прошли в Батеревском ЦСОН.
  19. ^ Чувашская республиканская организация ВОИ.
  20. ^ Чăваш-Шупашкар митрополийĕ, Улатăр епархийĕ, Шăмăршă благочиннăйлăхĕ.

Каçăсем