Пайпарăс: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
69-мĕш йĕрке: 69-мĕш йĕрке:
В.Д.Димитриев профессор çырнинчен<ref>[В.Д.Димитриев] [http://gov.cap.ru/Spec/sitemap.aspx?id=1540369&gov_id=49 Мирное, по челобитью, присоединение Чувашии к Российскому государству] — Официальный портал органов власти Чувашской Республики</ref>:
В.Д.Димитриев профессор çырнинчен<ref>[В.Д.Димитриев] [http://gov.cap.ru/Spec/sitemap.aspx?id=1540369&gov_id=49 Мирное, по челобитью, присоединение Чувашии к Российскому государству] — Официальный портал органов власти Чувашской Республики</ref>:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|В ноябре 1551 года Хан Шах-Али раскрыл заговор '''Бибарса князя''', Кадыша богатыря, Карамыш улана и других задумавших отстранить его от престола и пригласить хана с Ногайской стороны. Все они были казнены. Имя Бибарс означает — князь, сильный как Барс: Би — князь, повелитель, господин. Барс — символ государства Волжской Булгарии}}<Куçару:[[1551]]-мĕш çулхи ноябрьте Шах-Али хан хăйне престолтан сирпĕтсе [[Нухай урти|Нухай]] енчен çĕнĕ [[хан]] чĕнсе илеслĕ '''Бибарс кнеçĕн''', Катăш пăхаттирĕн, Карамыш уланăн тата ыттисен каварне тупса палăртнă. Каварçăсен пурне те вĕлернĕ. Бибарс тенин пĕлтерĕшĕ — барс пек вăйлă [[кнеç]]: Би — кнеç, хоспочын, пуçлăх. Барс — [[Атăлçи Пăлхар]] [[патшалăх]]ĕн [[символ]]ĕ.>
{{oq|ru|В ноябре 1551 года Хан Шах-Али раскрыл заговор '''Бибарса князя''', Кадыша богатыря, Карамыш улана и других задумавших отстранить его от престола и пригласить хана с Ногайской стороны. Все они были казнены. Имя Бибарс означает — князь, сильный как Барс: Би — князь, повелитель, господин. Барс — символ государства Волжской Булгарии}}<Куçару:[[1551]]-мĕш çулхи ноябрьте Шах-Али хан хăйне престолтан сирпĕтсе [[Нухай Урти|Нухай]] енчен çĕнĕ [[хан]] чĕнсе илеслĕ '''Бибарс кнеçĕн''', Катăш пăхаттирĕн, Карамыш уланăн тата ыттисен каварне тупса палăртнă. Каварçăсен пурне те вĕлернĕ. Бибарс тенин пĕлтерĕшĕ — барс пек вăйлă [[кнеç]]: Би — кнеç, хоспочын, пуçлăх. Барс — [[Атăлçи Пăлхар]] [[патшалăх]]ĕн [[символ]]ĕ.>
{{Цитата вĕçĕ}}
{{Цитата вĕçĕ}}

== Çавăн пекех пăхăр ==
== Çавăн пекех пăхăр ==
[[File:تمثال للسلطان الظاهر بيبرس.JPG|thumb|Бейбарс султтанăн [[Каир]]ти Наци Çар [[музей]]ĕнчи бронза бюсчĕ]]
[[File:تمثال للسلطان الظاهر بيبرس.JPG|thumb|Бейбарс султтанăн [[Каир]]ти Наци Çар [[музей]]ĕнчи бронза бюсчĕ]]

00:40, 2 Ҫурла уйӑхӗн 2020 вӑхӑтри верси

Пайпарăс
Характеристика
Шыв системи Пайпарăс → Пăла → Сĕве  → Атăл
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ
 • Вырнаçу Тутар Сăкăт ялĕн историлле çĕрĕсем
Шыв вăрри
 • Вырнаçу Пăла, Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ);
Вырнаçни
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Регион Чăваш Республики

ПайпарăсЧăваш Енн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Пăла шывĕн сылтăм юппи. Хăшпĕр çăлкуçсенче, гиперкоррекци хыççăн хăваласа, уйрăмах вырăсла текстсенче, "Байбарус" тени тĕл пулать[1]. Тĕпчев ĕçĕнче "Пайпарăс" (вырăсла: Пайпарас) тесе асăннă[2]. Çавăн пекех, ахăртнех, çак çырмана пĕвелесен пулнă шыв пуххисене "Байбарус кÿлли" е "Байбарыс кÿлли" пек палăртнисем пур[3].

Тавралăхĕ

Тутар Сăкăт ялĕн историлле çĕрĕнчи çăлкуçсенчен пуçланать, Кословккă, Пăлакасси ялĕсен историлле çĕрĕсем витĕр иртсе Кивĕ Ахпÿрт ялне кĕрет, Пăлана юхса тухать.

Уйрăм ăславçă шухăшĕ (тĕрĕсрех каласан, унта халăхри халап пирки сăмах пырать)[2]:

<Куçару: Пăла çинчи çирĕплетнĕ вырăнсене хÿтĕлемешкен Мускав патшалăхĕ ахпÿртсене те явăçтарнă. Кăнтăр чикĕсене хÿтелекенсем валли Нухай каççи тĕлĕнчи çĕрсене уйăрнă, çапла вара "Тискер уйсем" шутланакан вырăна çынсем килсе лекнĕ. Нухай каççи тăршшĕпе хурал станĕсене вырнаçтарса тухнă. Хăрушлăхсене сирме хăйне майлă "телеграфпа" усă курнă. Палăртав кăвайчĕсемпе тата ялавсемпе систернĕ пĕрне-пĕри. Нухай каççине сыхлакансем пĕрре мар хĕрÿ тытаçăва кĕнĕ тăшманпа. Тăван çĕре сыхласа вĕсем Мускав патшалăхне те сыхланă. Пĕр çапăçура тăшманăн Пайпарăс ятлă çарпуçне вĕлернĕ те ял тулашĕнчи[4] çырмара пытарнă. Асăннă çырмана паян та Пайпарăс теççĕ.>

Хăшпĕр çăлкуçсем ку ята, каларăмăр ĕнтĕ, "Пайпарас" мар, "Байбарус" пек палăртаççĕ[5]:

<Куçару: 00:00 04 май 2006 ç. 3 май 2006 çул Кивĕ Ахпÿрт пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн 7-8-мĕш класĕсем ерте пыракансемпе пĕрле мĕнпурĕ 43 çын "Çурхи Ырăлăх эрни" акци шучĕпе Пайпарăс (оригиналта — Байбарус) хĕррипе йывăçсемпе тĕмсем лартса тухнă. Пĕр кун хушшинче мĕнпурĕ 1052 йывăç лартнă. Хутшăнакансем пурте кăмăллă юлнă.>

Ялсем

Юханшыв ячĕн этимологийĕ

Чи пултараясла верси — çын ятĕнчен пулса кайнă (аяларах кăтартнă ыйтусене тата вĕсен хуравĕсене пăхăр)[6][7].

<Куçару: ilgiz-karina » 29 сен 2014, 22:29 Салям алейкум! Бейбарс ят пирки ыйту. Хăюллă эмир çинчен илтнĕ, анчах информаци сахал. Çавăнпа Сиртен ыйтатпăр: 1)Мăссăлмансем пĕтĕмĕшле илсен усă кураççĕ-и унпа? 2)Араб чĕлхипе епле çырăнать? 3)Пĕлтерĕшĕ мĕнле? 4)Ачана унашкал ят пама юрать-и? ДжазакАллаху хайран!>

<Куçару: administrator » 01 окт 2014, 17:08 Ва алейкум ассалам ва рахматуллахи ва баракатух.

Ва ийякум. 1)Кун пек ят пани халь çукпа пĕрех. Араб çĕршывĕсенче пачах та çук (вăл шутра ытти паллă мамлюксен ячĕсем те — Кутуз, Айбек т.ыт.те). Араб мар çĕршывсенче хушăран тĕл пулкалать (сăмахран, турккăсен Baybars). 2)Арабла بيبرس пек çырăнать. 3)Сăмах "бей" (тĕрĕк титулĕ — бай, бий, бек) тата "барс" (чĕрчун) тенисенчен тăрать. 4)Чару çук, ачана апла ят пама пулать, енчен те сайралăх шиклентермесен тата чылай мăсçальман çĕршывĕсенче пачах çукки пăшăрхантармасан.

Ĕнтĕ еплерех пулма пултарать-ха Патăрьел тарашĕнчи "Пайпарăс" тата çак "Бейбарс" хушшинчи çыхăну? Бейбарс I — вăтам ĕмĕрсенчи Египет султанĕ. Вăл хăй Египет сынни мар, кыпчак пулнă[8][9]. (Египетра кыпчаксене мамлюксем тенĕ, вĕсен хушшинче çавăн пекех черкессем, абхазсем, грузинсем те пулнă). Урăхла каласан, унăн, Бейбарс султанăн, тăван çĕршывĕ — Кыпчак çеçенхирĕ (Дешт-и-Кыпчак). Çапла вара, кун пек ят, Бейбарс тени, ку тăрăхра анлăн сарăлнă пулмалла. Вăт, çав ĕлĕххи вăхăтсенче çакăн пек ят хальхи Патăрьел тăрăхне те пырса çакланма пултарнă. Анчах та ăна, вăл ята, уписаччĕлнĕ тутарсемпе çеç çыхăнтарма кирлĕ мар. Чăвашсем хушшинче те пулма пултарнă ун чухне çав ят.

Çавна май кунта Красноармейски районĕнчи Чатукасси ялĕн ĕлĕххи вырăсла ятне (Бибарсово-Чадукасы) аса илни те питĕ вырăнлă[10].

В.Д.Димитриев профессор çырнинчен[11]:

<Куçару:1551-мĕш çулхи ноябрьте Шах-Али хан хăйне престолтан сирпĕтсе Нухай енчен çĕнĕ хан чĕнсе илеслĕ Бибарс кнеçĕн, Катăш пăхаттирĕн, Карамыш уланăн тата ыттисен каварне тупса палăртнă. Каварçăсен пурне те вĕлернĕ. Бибарс тенин пĕлтерĕшĕ — барс пек вăйлă кнеç: Би — кнеç, хоспочын, пуçлăх. Барс — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн символĕ.>

Çавăн пекех пăхăр

Бейбарс султтанăн Каирти Наци Çар музейĕнчи бронза бюсчĕ

Асăрхавсем

  1. ^ 2006.05.04 Озеленена территория р.Байбарус. — Патăрьел районĕн официаллă сайчĕ
  2. ^ 1 тата 2 Казаков, Николай.Топонимика местного края. 7-мĕш класра вĕренекенĕн ĕçĕ.
  3. ^ Иванова А.С. Типология чувашских гидронимов. — Диссертаци (филологи ăславĕсен кандидачĕ) автореферачĕ.
  4. ^ Çĕнĕ Ахпÿрт пирки сăмах пырать кунта.
  5. ^ Новости » Озеленена территория р.Байбарус. — Патăрьел районĕн официаллă сайчĕ.
  6. ^ Мусульманские имена Форум Мусульманские имена.
  7. ^ Иванова А.М. Чувашские антропонимы татарского происхождения (Исследование выполнено при финансовой поддержке РФФИ и Чувашской Республики в рамках научного проекта № 18-412-210002 р_а.
  8. ^ Бейбарс Султан (1223–1277 гг.) — "Тарих" сайт (Казахстан).
  9. ^ Половецсем.
  10. ^ Валентинов А. Волжская Булгария и д. Бибарсово-Чадукасы. — Красноармейское, 2013. — 56 с.
  11. ^ [В.Д.Димитриев] Мирное, по челобитью, присоединение Чувашии к Российскому государству — Официальный портал органов власти Чувашской Республики
  12. ^ Россия ▹ Южный ФО ▹ Краснодарский край ▹ Отрадненский район ▹ Главная▹Байбарус — esossedi сайт.
  13. ^ Список персонажей «Крови Триединства»
  14. ^ Бибарсов Мукаддас Аббасович.

Вуламалли

Каçăсем