Тĕмен: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни) Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
||
1-мĕш йĕрке: | 1-мĕш йĕрке: | ||
{{Пĕлтерĕшсем|Тĕмен (пĕлтерĕшсем)}} |
|||
'''Тĕмен''' ({{lang-ru|Тюмень}}, {{lang-tt|Төмән}}) — [[Тĕмен облаçĕ]]н тĕп хули. |
'''Тĕмен''' ({{lang-ru|Тюмень}}, {{lang-tt|Төмән}}) — [[Тĕмен облаçĕ]]н тĕп хули. |
||
14:29, 20 Ҫурла уйӑхӗн 2020 вӑхӑтри верси
Тĕмен (выр. Тюмень, тут. Төмән) — Тĕмен облаçĕн тĕп хули.
Тавралăхĕ
Хула Анăç Çĕпĕрте, Турă шывĕ çинче вырнаçнă. Мускава çитме 2144 çухрăм. Çĕр лаптăкĕ 235 çм². Кунта Çĕпĕрвитĕр магистралĕн чукун çул çыххи, юханшыв порчĕ, тĕнче аэропорчĕ — «Рощино», вырăнти — «Плеханово» пур.
Климат
Климачĕ континенталлă, пĕрмай хăвăрт улшăнуллă çанталăк. Вăтам температура кăрлачра −17 °С (чи сивви −49 °С). Вăтам температура утăра +18 °С, чи шăрăххи +38 °С.
Истори
1586 çулхи утă, 29 Чимги-Тура (Чинги-Тура) карманĕ патĕнче, Фёдор Иванович патша хушнипе Тĕмен сыхлавне никĕсленĕ. Ун çинчен çапла çырнă:
«Лета 7093 (1586) посланы воеводы с Москвы Василие Борисов Сукин, да Иван Мясной, да письменный голова Данило Чулков с тремя сты человек, поставиша град Тюмень июля в 29 день, еже Чимги слых…»
Карман валли анлă сăмсаха суйласа илнĕ, анăç енчен — çырмасем, Тĕмен шывĕ, тухăç енче — Турă шывĕ.
Тĕмен Вăтам Азирен Атăлçине пыракан авалхи караван çулĕ çинче ларать. Вăл çулăн пайне «Тĕмен туртăмĕ» тенĕ, уншăн Кăнтăр Çĕпĕрти куçса çӳрекенсем пĕр-пĕринпе ĕмĕр-ĕмĕрĕпе кĕрешнĕ. Шыв çулĕсемпе Тĕмен хули Аякри Çурçĕр тата Инçе Тухăç çĕрĕсемпе çыхăнать. Малтан хулара хĕсмет çыннисем пурăнннă: боярсем, стрелецсем, казаксем. Кунтах 1605 çулта Çĕпĕрти пĕрремĕш Ям слободине никĕсленĕ.
XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Тĕмен Раççей Çĕпĕрĕн Китайпа сутă-илӳ тумалли çыхăнăвĕн çыххи пулса тăнă. Хула хăй йышăннă çĕр лаптăкне анлăлатнă. Тимĕрçĕ ĕçĕ, чансем шăратас, сăран промыçлĕ ĕçĕ хăвăрт аталана тытăннă. XIX ĕмĕрте хулан аталану ярăмĕ пуçланать. Çак вырăнтан материк варрине пĕрремĕш çĕруçакансем тухса кайнă, Çĕпĕрти пĕрремĕш пăрахутсем кунтан шыва тухнă, Тĕменре пĕрремĕш православи храмĕсем уçăлнă, чукун çул, шыв пăрăхĕсем хунă, телеграфа ĕçе кĕртнĕ. Паянкунхи Тĕмен — пысăк промыçлă тĕпĕ, тĕпчев, культура тата спорт хули. Юлашки çулсенче хула питĕ хытă улшăнса кайнă. Çĕнĕ микрорайонсем, автомобиль çулĕсем, кĕперсем тунă, урамсене сарлăлатнă.
Каçăсем
Тĕмен Викиампарта? |
- Тĕменĕн Официаллă сайчĕ
- Карта-справочник, Тĕмен хули
- Тĕмен хулин ресурссен каталогĕ
- Тĕмен официаллă мар порталĕ, ĕç вырăнĕсем
- Тĕмен Патшалăх Университечĕ
- Тĕменти нефтьпе газ Патшалăх Университечĕ
Тĕмен облаçĕ |
|||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ: Тĕмен Районĕсем: Абат •
Армизон •
Аромаш •
Бердюжа •
Вагай •
Викулово •
Голышман •
Заводоуковски •
Исет •
Ишим •
Хусан •
Анат Тавда •
Омут •
Сладковски •
Сорокински •
Тобол •
Тĕмен •
Уват •
Упор •
Юрга •
Ялуторовски •
Ярковски Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |