Канюков Владимир Яковлевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
82-мĕш йĕрке: 82-мĕш йĕрке:
[[Категори:Çăвăн 18-мĕшĕнче вилнисем]]
[[Категори:Çăвăн 18-мĕшĕнче вилнисем]]
[[Категори:Чăваш литературовечĕсем]]
[[Категори:Чăваш литературовечĕсем]]
[[Категори:И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вĕрентӳçисем]]
[[Категори:И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ вĕрентӳçисем]]

18:13, 7 Раштав уйӑхӗн 2020 вӑхӑтри верси

Канюков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Владимир Яковлевич Канюков
Çуралнă вăхăт: 1926, кăрлач, 8
Çуралнă вырăн: Çĕнкас Юнтапа ялĕ, Элĕк районĕ Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1983, çу, 18
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Патшалăх:

ССРП

Ăслăх сфери: Филологи
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
Альма-матер: И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ

Канюков Владимир Яковлевич (8.1.1926, Çĕнкас Юнтапа ялĕ, Элĕк районĕ — 18.5.1983, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш филологĕ, литература пĕлевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1976), Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ (1988).

1964 çултанпа ССРП ÇП пайташĕ[1][2].

Пурнăçĕ

1926 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Çĕнкас Юнтапа ялĕнче çуралнă.

1953-1961 çулсенче Тĕпчев институчĕнче литературăпа ӳнер уйрăмне ертсе пынă, çав вăхăтрах 1950-1976 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш чĕлхипе литератури кафедринче доцент вырăнĕнче ĕçленĕ.

1967 çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче: истори-филологи факультетĕнче доцент, чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертӳçи.

1983 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Ӗçĕсем

Н. Шупуççынни, Марфа Трубина çинчен, ача-пăча сăмахлăхĕ пирки, фольклора тĕпчесе 10 кĕнеке кăларнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «От фольклора к письменности» (Халăх сăмахлăхĕнчен пуçласа çыруллăх таран, 1971);
  • Проблемы народности классической чувашской литературы и фольклора (1973);
  • тата ыттисем.

Литература

  • Алексеев, О. Вĕренекенĕсен асĕнче упранĕ / О. Алексеев // Хресчен сасси. – 2001. – 16 кăрлач.
  • Алексеев, О. Пултаруллă критик-литературовед, педагог / О. Алексеев // Хыпар. – 1996. – 6 кăрлач.
  • Алексеев, О. Унăн сăнарĕ асра упранĕ / О. Алексеев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 2001. – 17 кăрлач.
  • Дедушкин, Н. Ĕçчен критик-литературовед / Н. Дедушкин // Канюков, В. Писатель ăсталăхĕ / В. Канюков. – Шупашкар, 1986. – С. 5-8 ; çавах // Тăван Атăл. – 1976. – № 1. – С. 20.
  • Дедушкин, Н. Пултаруллă критик-литературовед // Дедушкин, Н. С. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 141-144.
  • Николаев, П. Ырă çын çинчен – ăшă сăмах / П. Николаев // Хресчен сасси. – 1996. – 12 дек.
  • Прокопьев, И. Пултарулăхĕ нумай енлĕччĕ / И. Прокопьев // Ялав. – 1996. – № 1. – С. 94-96.
  • Эзенкин, В. С. Литература критикин шыравĕсен çул-йĕрĕпе меслечĕсем // Эзенкин, В. С. Чăваш литературоведенипе критика историйĕн кĕске очеркĕ / В. С. Эзенкин. – Шупашкар, 1989. – С. 44-53.
  • Юмарт, Г. Ача-пăча литературин критикĕ / Г. Юмарт // Хыпар. – 2001. – 11 кăрлач.
  • Афанасьев, П. Канюков Владимир Яковлевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 190-191.
  • Дедушкин, Н. Счастливый дар / Н. Дедушкин // Совет. Чувашия. – 1976. – 10 янв.
  • Канюков Владимир Яковлевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 151.
  • Канюков Владимир Яковлевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 182.
  • Канюков Владимир Яковлевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 81.
  • Михайлова, Т. В. Канюков Владимир Яковлевич / Т. В. Михайлова, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 275.
  • Прокопьев, И. П. Слово о друге // Прокопьев, И. П. По зову сердца / И. П. Прокопьев. – Чебоксары, 1998. – С. 53-59.
  • Федоров, Г. И. Канюков Владимир Яковлевич / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 213.
  • Ялгир, П. Канюков Владимир Яковлевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 47.

Асăрхавсем

Каçăсем