Ашмарин Николай Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
39-мĕш йĕрке: 39-мĕш йĕрке:
Н.И.Ашмарин пăлхар-чăваш этнос тата чĕлхе вĕçе-вĕçлĕхĕн теорине никĕслекенсенсе пĕри, вăта юпа.
Н.И.Ашмарин пăлхар-чăваш этнос тата чĕлхе вĕçе-вĕçлĕхĕн теорине никĕслекенсенсе пĕри, вăта юпа.


[[File:Ashmarin N. I. Bolgar and Chuvash Page 103.gif|thumb|Н. И. Ашмаринăн «Болгары и чуваши» ĕçĕн ([[1902]]) 103-мĕш страници]]
===Паллă ĕçĕсем===
===Паллă ĕçĕсем===
* «Болгары и чуваши» ([[Хусан]], [[1902]]; репринтла майпа хальхи саманара та тепĕр хут пичетленсе тухнă);
* «Болгары и чуваши» ([[Хусан]], [[1902]]; репринтла майпа хальхи саманара та тепĕр хут пичетленсе тухнă);

13:55, 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2021 вӑхӑтри верси

Ашмарин Николай Иванович
Çуралнă вăхăт: 1870, юпа, 4
Çуралнă вырăн: Етĕрне хули, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1933, çурла, 26
Вилнĕ вырăн: Хусан, Тутар АССР, РСФСР
Ăслăх сфери: тюркологи, этнографи

Ашмарин Николай Иванович, (1870 çул, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ Етĕрне хули, Етĕрне уесĕ Хусан кĕперни (халĕ Етĕрне районĕ, Чăваш Республики), Раççей империйĕ1933 çул, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕ, Хусан хули, Тутар АССР, РСФСР, СССР). — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн улăпĕ, 17-пайлă чи пысăк Чăваш сăмахĕсен кĕнекине çырса хатĕрлекенĕ. СССР Ăслăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ (1929).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1870 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне хулинче çуралнă. Ачалăхĕ Кăрмăшра иртнĕ.

Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине тата Мускаври Лазаревсен институтне (1894) вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕнче тутар чĕлхи вĕрентнĕ (1894-1899). Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕн наставникĕ (1899—1919), Çурçĕр-тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн вĕрентӳçи (1920—1923).

1923—1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвелтухăç факультетĕнче ĕçленĕ. 1925 çултанпа — тюркологи тухтăрĕ. Николай Ашмарин Хусанти Тухăç педагогика институчĕн профессорĕнче ĕçленĕ. 1929 çулта ăна СССР Ăслăх академийĕн пайташ-корреспондентне суйланă.

1933 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта çĕре кĕнĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

Николай Ашмаринăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, ката (раща) ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.

Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.

Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мифологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.

Н.И.Ашмарин пăлхар-чăваш этнос тата чĕлхе вĕçе-вĕçлĕхĕн теорине никĕслекенсенсе пĕри, вăта юпа.

Н. И. Ашмаринăн «Болгары и чуваши» ĕçĕн (1902) 103-мĕш страници

Паллă ĕçĕсем

  • «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902; репринтла майпа хальхи саманара та тепĕр хут пичетленсе тухнă);
  • «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898);
  • «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (1 пайĕ. Хусан, 1903; II пайĕ. Хусан, 1923);
  • «Заметки по грамматике чувашского языка» (24 лекци. 1976).

Вĕсен тематики питĕ анлă:

т. ыт. те.

Вĕренекенĕсем

Килйыш. Несĕл

  • Фёдор — аслашшĕ, Ярославль кĕпернинчи креппостла хресчен.
  • Иван Фёдорович — ашшĕ
    • Гришина Ксения Логиновна — арăмĕ, хутла пĕлмен хĕрарăм
      • Пётр Николаевич — ывăл
      • Борис Николаевич (?-7.7.1952) — ывăл, туберкулёзпа чирлĕ пулнă
      • Виктор Николаевич (26-29.10.1909—?) — ывăл, Ветеринари службин отставкӑри гварди подполковникӗ, АОВ ветеранӗ, инваличӗ, ӗҫ ветеранӗ, II группа инваличӗ (1988-мĕш çул тĕлне).
      • Надежда Николаевна — хĕр, Шупашкарта пурăннă.
      • Вера Николаевна (1919-1954, апрель) — хĕр
      • Людмила Николаевна (1927-?) — хĕр, эпилепсипе чирлĕ пулнă.

1921-мĕш çул тĕлне Н. И. Ашмаринăн килйышĕнче 9 (тăхăр) ача пулнă[1].

Вуламалли

  • Петров Н.П. Библиография печатных трудов Н.И.Ашмарина // Н.И.Ашмарин — оснопоположник чувашского языкознания. Ч., 1971;
  • Егоров В.Г. Н.И.Ашмарин как исследователь чувашского языка. Изд. 1-е. Ч., 1948; изд. 2-е. Ч., 1970;
  • Н.И. Ашмарин — основоположник чувашского языкознания. Сб. статей ЧНИИ. Ч., 1971;
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.
  • Илле, Элли Ашмарин профессор хăш халăх çынни? // Хыпар. — 2000. — 2 çурла.
  • Э.Е. Лебедев, В.Г. Родионов, И.П. Семёнова, Е.В. Касимов, "Ашмарин Н.И. — корифей чувашской филологии"

Асăрхавсем

  1. ^ <1988 ҫулхи майӑн 25-27-мӗшӗсенче Н.И. Ашмаринӑн ывӑлӗ Виктор Николаевич (отставкӑри ветеринари службин гварди подполковникӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II ушкӑнри инваличӗ, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ) Совет Союзӗн Министрсен Совечӗн Председателӗ Н.И. Рыжков ячӗпе Мускава янă ҫыру>. «Тӑван Атӑл» журнал (2004. № 6, 63-66 с., Пичете Г. Желтухин хатĕрленĕ. — Çавăн пекех: Леонид Атлай: Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Чăваш халăх канашлавĕ сайт, 16.03.2020 20:43

Каçăсем