Муса Джалиль: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнни: '''Муса Джалиль''' (тутарла ''Mustafa uğılı Musa Cälil'', тулли ячĕ '''Муса Мустафович Джалиль'''), — тутар сăвăçи...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

10:45, 9 Ҫӗртме уйӑхӗн 2007 вӑхӑтри верси

Муса Джалиль (тутарла Mustafa uğılı Musa Cälil, тулли ячĕ Муса Мустафович Джалиль), — тутар сăвăçи. 1906 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче хальхи Оренбург облаçне кĕрекен Мустафино ялĕнче çуралнă. 1944 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Берлинта вилнĕ.

Пурнăçĕ

1919 çулта комсомола кĕнĕ. Граждан вăрçине хутшăннă. 1931 çулта МПУ-н литература факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1931-1932 çулсенче ЦК ВЛКСМ кăларакан ача-пăчасен тутар журналĕсен редакторĕ пулнă.

1939—1941 çулсенче Тутар АССРĕн Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн яваплă секреторĕ пулнă. 1941 çулта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Ленинградпа Волхов фрончĕсенче çапăçнă, «Отвага» (Хастарлăх) хаçатăн корреспонденчĕ пулнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче йывăр аманнă, Шпандау концлагере тыткăна лекнĕ. Концлагерьте хăйне Гумеров тенĕ. Ку вăхăтра Польшăри Едлино патĕнче нимĕç фашисчĕсем «Идель-Урал» легиона хатĕрленĕ. Вĕсене нимĕçсем Тухăçри фронта ярасшăн пулнă. Муса Джалиль легионерсем хушшинче пытанса ĕçлекен ушкăна йĕркеленĕ, тыткăна лекнисене тарма пулăшнă. 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче легионăн пĕрремĕш батальонĕ пăлхав çĕклесе белорус партизанĕсем патне тарнă.

1944 çулта пытанса ĕçлекен ушкăна йĕркеленĕшĕн Муса Джалиле Берлинти Плётцензее тĕрминче çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче гильотина çинче вĕлернĕ.

Ĕçĕсем

Пĕрремеш ĕçне 1919 çулта пичетленĕ. 1925 çулта унăн пĕрремĕш «Мы идём» (Эпир килетпĕр) ятлă сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă.

Концлагере лекнĕ хыççăн Муса Джалиль сăвă çырма пăрахман, унта вăл 125 сăвă çырнă.