Григорьев Пётр Григорьевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнни: '''Григорьев Пётр Григорьевич''', — истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 1897 çулхи [[утă, 6|утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче...
 
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
17-мĕш йĕрке: 17-мĕш йĕрке:


==Каçăсем==
==Каçăсем==
[* http://ru.chuvash.org/e/d093d%3180d0b8d0b3d0bed%3180d%318cd0b5d0b220d09fd%319%31d%3182d%318020d093d%3180d0b8d0b3d0bed%3180d%318cd0b5d0b2d0b8d%31872028d09cd0ad29 Григорьев Пётр Григорьевич]
* [http://ru.chuvash.org/e/d093d%3180d0b8d0b3d0bed%3180d%318cd0b5d0b220d09fd%319%31d%3182d%318020d093d%3180d0b8d0b3d0bed%3180d%318cd0b5d0b2d0b8d%31872028d09cd0ad29 Григорьев Пётр Григорьевич]


==Ĕçĕсем==
==Ĕçĕсем==

19:14, 6 Авӑн уйӑхӗн 2007 вӑхӑтри верси

Григорьев Пётр Григорьевич, — истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 1897 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Кĕртекасси ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1973 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Пушкино хулинче вилнĕ.

Аслăлăх енĕпе пысăк çитĕнӳсем тунăшăн тата нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Кун-çулĕ

1911 çулта Чĕмпĕрти вĕрентекенсене хатĕрлекен чăваш шкулĕн хатĕрлев класне вĕренме кĕнĕ, анчах та килти пурнăç йывăр уплнă пирки вĕренме парахнă: чылай вăхăт батрак пулса ĕçленĕ. 1916-1917 çулсенче пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă.

Пётр Григорьев совет влаçĕ çулĕсенче кăна вĕренме пултарнă: 1922-1925 çулсенче Мускаври Хĕвелтухăç халăхĕсен коммунистла университетĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн университет çумĕнчи аспирантурăран вĕренсе тухнă (1928-1931), кунтах преподаватель пулса ĕçленĕ (1928-1933).

1933 çулта Пётр Григорьевич Шупашкара таврăннă та Ăслăлăх тĕпчев институтĕнче аслă ăслăлăх ĕçченĕ пулса ĕçленĕ, педагогика институтĕнче СССР историне вуланă, Шупашкарти коммунистла ял хуçалăх шкулĕнче СССР историйĕн курсне вĕрентнĕ (1933-1940).

1940 çултан пуçласа пенсие тухичченех (1957) Ăслăлăх тĕпчев институтĕнче вăй хунă: институт директорĕ тата истори секторĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Вăл тимленипе Чăваш республикинче чĕлхепе литература тата истори ыйтăвĕсене тĕпчес ĕç ура çине тăрса вăй илнĕ, çулсерен тенĕ пекех истори тата этнографи экспедицийĕсене ирттерме пуçланă.

Пётр Григорьев 1948 çулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Крестьянское движение среди чуваш во второй четверти XIX века» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Тĕпчевçĕн çак ĕçне вăл вăхăтри паллă ăсчахсем, вăл шутра А.И. Яковлев профессор (И.Я.Яковлевăн ывăлĕ), пысăка хурса хакланă.

Пётр Григорьевич чăваш историйĕн тĕрлĕ тапхăрĕсемпе интересленнĕ, вĕсене тĕпчесе статьясемпе брошюрăсем пичетлесе кăларнă. Уйрамах ăна чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем — Н.Я. Бичуринпа С.М.Михайлов пурнăçĕпе ĕçĕсем кăсăклантарнă, вĕсем çинчен тĕпчевçĕ чăвашла брошюрăсем пичетлесе кăларнă. Пётр Григорьев граждан вăрçин мухтавлă геройĕн В.И.Чапаевăн, Пётр Егоров архитекторăн, Н.М. Охотниковпа В.К. Магницкин, Тайăр Тимкки поэтăн пурнăçĕсемпе ĕçĕсене тĕпчес ĕçе активлă хутшăннă, статьясем пичетлесе кăларнă.

Каçăсем

Ĕçĕсем

  • Чувашский народ в Отечественной войне 1812 г. Ч.: Чувашгосиздат, 1944;
  • Волнение удельных крестьян чуваш и татар во 2-й четверти XIX века в Симбирской губернии // Записки ЧНИИ. Вып.4.4., 1950;
  • 1905—1907 çулсенчи революци чăвашсем хушшинче: кĕске очерк. Ш., 1952;
  • Научно-исследовательская работа в Чувашии за 30 лет (Краткий обзор) // Записки ЧНИИ. Вып. 5,4, 1950.
  • Никита Яковлевич Бичурин. Шупашкар, 1954;
  • Спиридон Михайлович Михайлов пӳрнăçĕпе ĕçĕсем çинчен. Кĕске очерк. Шупашкар, 1960;
  • Крестьянская война под предводительством Емельяна Пугачева в Чувашии. Сборник документов. Чебоксары, 1972.

Вуламалли

  • Румянцев М.В., П.Г.Григорьев (К 70-летию со дня рождения) // История, этнография, социология. Уч.зап. ЧНИИ. Вып.XXXVI. Ч., 1967;
  • Румянцев М.В. Чăвашсен паллă историкĕ П.Г.Григорьев çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май // Ялав. 1977. №8.