Геотермаллă çăлкуç

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Йеллоустон наци паркĕнчи Мăн призмăри кӳлĕ.

Геотерма́лă çăлкуç (ав.гр. γαῖα, γῆ — çĕр тата θερμός — «ăшă, вĕри») — +20 °C температурăна çити вĕри çĕрай шывĕсем çĕр сийне тухни.

Активлă вулканизм районĕнчи вĕри çăлкуçсенчи шыва магмăран тухакан интрузи ăшăтать. Çапах та пур термаллă çăлкуçсем çавнашкал облаçсенче вырнаçман пулсан та, шыв конвекциллĕ циркуляципе ăшăнать — çĕр айне сăрхăнса анакан шывсем километр тарăнăшне çитсен çĕр хуппин геотермаллăх градиенчĕ витĕмĕнче ту тăправĕн температури пысăкланать, пĕрремĕш 10 км кашни километра 30 °C яхăн ӳссе пырать[1].

Хуçалăхра ускурни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Макакăсем Дзигокудани паркĕнче онсэнре шыва кĕреççĕ (Нагано, Япони).

Авалтанпах вĕри çăлкуçсенче (рим, тбилиси термĕсем) чирсенчен сипленнĕ, медицинăри çак уйрăма бальнеологи теççĕ. Раççей территоринче паллă курортсем Белокуриха, Кульдур (кремний йӳçекĕпе пуян азотлă термăсем), Кавказри Минераллă Шывсем (кăмрăк-йӳçеклĕ шывсем), Мацеста курорчĕ (сероводород). Японири геотермаллă çăлкуçсенче онсэнсене вырнаçтарнă.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Hot spring 2009 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. — Encyclopædia Britannica

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Тĕнчери термаллă çăлкуçсем
  • Мархинин Е. К., Стратула Д. С. Гидротермы Курильских островов / Отв. ред. В. М. Сугробов; АН СССР, ДВНЦ, Ин-т вулканологии. — М.: Наука, 1977. — 212 с.
  • Справочное руководство гидрогеолога / под редакцией В.М.Максимова. — Л.: Недра, 1979. — Т. 1.