Ивановка (Лениногорск районĕ)
Ял
Ивановка
Ивановка
|
Ивановка (тут. Ивановка, выр. Ивановка) - Тутарстанăн Лениногорск районĕнчи вырăссем, чăвашсем, тутарсем пурнакан ял. Патша саманинчи хăшпĕр çăлкуçсенче "Чувашская Ивановка" тени те пур[1].
Вырăнти чăвашсем яла ĕлĕкренпех урăхла (урăхла ятсемпе) каланине тупса палăртсан, статья ятне те улăштарма тивет.
Ял тытăмĕ, йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1989-мĕш çулта кунта 519 çын пурăннă, вĕсенчен: вырăссем 44%, чăвашсем 30% (тутарла Википеди çапла пĕлтерет).
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ялти библиотекăн сайтĕнче çырнинчен:[2]
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Первые переселенцы-крестьяне, которые обосновались в Ивановке, были некрещеные чуваши: Сами (после крещения получил имя Самсон), Пихеней после крещения стал Матвей и третий Карабай – после крещения стал называться Евдоким. Они были родные братья и поселились отдельно в самом красивом месте, на нижнем порядке деревни. Избы поставили окнами на юг. С ними прибыли на жительство крещенные: крестьянин Борис и его четыре сына - Архип, Федор, Кирилл и Андрей. Они тоже стали проживать в Ивановке.
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)
ПЕТРОВ (АТЛАЙ) ЛЕОНИД ПОРФИРЬЕВИЧ чĕлхеçĕ çывăхри Çĕнĕ Шешкел пирки каланинчен[3]:
Тĕне кĕмен чăвашсем пирки час-часах аса илетпĕр, вĕсем халь те пур. Унчченрех анатри чăвашсен хушшинче (Шăмăршă тăрăхĕнче, Йĕпреç районĕнче) сахал мар тĕл пулнă. Эпĕ авалхи чăваш тĕнĕпе пурăнакан инçетри чăваш ялĕсене экспедицие çитсе курнăччĕ. Тутарстанри Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ятлă питĕ илемлĕ ял пур, Самар тăрăхĕнчи Шунтала районĕнче – Ухинккел ялĕ. Çав тăрăхсенчи илемлĕ чăваш ятлă çынсем халь те пурăнаççĕ – Савтепи, Хĕртелет, Ялампи, Алапай, Аканей, Альмункка, Пайтул, Сайкуш, Элентюк, Айпике, Кайăкпи, Менсулу, Тикенеш, Шернепи тата ытти те.
Тутарстанти Лениногорск районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Алешкино, Кузьминовка, Мичурин посёлокӗ (посёлок им. Мичурина), Ҫӗнӗ Шешкел (Новое Сережкино), Чишме (Сходнево-Чертанлы)[4].
Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ История села Ивановка
- ^ История села
- ^ Сачкова, Людмила. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.]
- ^ Тутарстанри чӑвашсем ҫак ялсенче пурӑнаҫҫӗ.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тутарстанри чӑваш ялӗсем.
- Тема: Чăваш ялĕсем, Перепись чувашских сел и деревень.(ĕçлемен каçă)
- Ильмукова З.Б. чăваш халăх тĕнĕ тата йăла-йĕркисем çинчен каласа пани
- Патраклă ял историйĕ
Лениногорск районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Лениногорск |
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |